Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ура айӗнчех шӑрчӑксем сике-сике ӳкеҫҫӗ, вӗсем питҫӑмартине килсе ҫапӑнаҫҫӗ.Из-под ног, как резиновые, упруго вспрыгивали кузнечики, ударялись в лица.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Каҫхине, ялан тенӗ пекех ҫиччӗ таврашнелле, чир ҫӗнӗрен хускалса каять те мана тӑвӑл евӗррӗнех килсе сӑптӑрать, эпӗ вара, е сивӗ пулнипе витӗнкӗҫ айӗнчех сиксе чӗтӗресе, е чӑтмалла мар вӗриленсе кайнипе кӑварла ҫунса, пӗтӗм ӗмӗр вӑрӑмӑшне тӑсӑлакан хӑрушӑ ҫӗре вырӑн ҫинче нушаланса ирттеретӗп.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Тахҫанхи тусӑмран, — пӗлсе илмелле мар каларӗ те вӑл сӑмси айӗнчех ҫакӑнса тӑракан противогазне шырама пуҫларӗ; ахӑрнех ҫырӑвӗ противогаз ӑшӗнче пулнӑ пуль.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чи ҫӑмӑлли — листовкӑсене Жмыревсен патӗнчех, кӑмака айӗнчех хӑварасси.Проще всего, конечно, было оставить «загадалки» под печкой у Жмырева.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӗсем ҫинче машинӑсем, станоксем, купи-купипе завод хатӗрӗсем — ҫаплипех, уҫӑ пӗлӗт айӗнчех.И на них стоят прямо под открытым небом машины, станки, грудами лежит заводское оборудование.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Акӑ ӗнтӗ вӑл машина айӗнчех.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсен шассисем (кустӑрмисем) пуҫтарӑнман, вӗҫнӗ чух самолёт хырӑмӗ айӗнчех ҫакӑнса пынӑ.Они имели неубирающиеся шасси (колеса), они в полете висели под брюхом.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем кӑшт ҫеҫ шыва кӗрсе каймарӗҫ; кӑтраланакан мамӑк пек тӗтре витӗр урасем айӗнчех шыв хура тӗслӗн курӑнса кайсан, тӗлӗнсе чарӑнса тӑчӗҫ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Неушлӗ ҫакӑнтах, хыр айӗнчех, вилме тӳр килӗ?
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Таҫта хыҫалта анса ларакан хӗвелӗн сивӗ пайӑркисем хыр тӑррисем ҫине ӳксен, вӑрманта кун ҫути тӗттӗмленнӗ вӑхӑтра, ӑна, ҫул хӗрринчи уртӑш йывӑҫҫи пусса ларнӑ лупашкара хӑрушӑ картина курӑнса кайрӗ те, — унан ҫурӑмӗ ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ, ҫӳҫӗсем шлем айӗнчех вирелле тӑрса кайрӗҫ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вара ватӑ боевой генерал, граждан вӑрҫи геройӗ, Царицын патӗнче, Кронштадт патӗнче, Орел пӑтӗнче ҫапӑҫнӑскер, Отечественнӑй аслӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫав ялавсем айӗнчех тӑрса ҫав Орел патӗнчех, халӗ Сталинград пулса тӑнӑ ҫав Царицын патӗнчех ҫапӑҫнӑскер, — ҫак паттӑр, хӑюллӑ, шуралнӑ пуҫлӑ, пӗркеленнӗ сӑн-питлӗ, нимӗнрен те хӑраман ҫын — сасартӑк пуҫне усса хайӗн кӑвак мӑйӑхӗсене шӑлкаларӗ те, ачашшӑн кулса илчӗ.
28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Эп луччӑ хаваслах водопровод кайса чавнӑ пулӑттӑм, траншейӑсем: пӗрре аҫлӑка тар витерсе ирттеретӗн те — пурӑн та пурӑн вара ним хуйхӑ-суйхӑсӑр; шывӗ те, ӑшши те ал айӗнчех.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Сехрисем чылай хӑпнӑ ачасем хӑйсен лагерьне таврӑнчӗҫ, унта вара вӗсем хӑйсем ҫапах та телейлӗ пулнине курчӗҫ: вӗсен смоковницине ҫӗрле аслати ҫапнӑ (вӗсем ялан мӑн смоковница айӗнче ҫӗр каҫнӑ), ҫавӑн айӗнчех юлнӑ пулсан, вӗсем пӗтнӗ пулӗччӗҫ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Акӑ ҫапла унӑн ӗнтӗ вилсе выртасчӗ — ҫак ниме те ӑшшӑн пӑхман тӗнчепе унӑн пӗтӗмпех татӑласчӗ; хӑйӗн нимӗн хӳтӗлӗхсӗр пуҫне ниҫта кайса чикме пӗлмесӗр, уҫӑ пӗлӗт айӗнчех вилсе выртасчӗ.Так вот он и умрет — один на белом свете, — ни крова над бесприютной головой.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Томӑн алли айӗнчех тыткалама питех те меллӗ тӑпра муклашкисем тупӑнчӗҫ, ҫав муклашкасем пӗр самантрах сывлӑшра вӗҫме тапратрӗҫ.Комья земли, которых много было под рукой, замелькали в воздухе.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ун айӗнчех ашшӗне Феофан Васильевич Васильева асӑнса хӑварнӑ йӗркесем: «1920 ҫулта Чаканарта ҫуралнӑ. Ял хуҫалӑх ӗҫченӗ: выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан, техник-осеменатор... 1973 ҫулта «Хисеп Палли» ордена тивӗҫнӗ. 1975 ҫулта вилнӗ».
Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24
«Сарӑ фосфора шыв айӗпе турттарса килеҫҫӗ тата шыв айӗнчех упраҫҫӗ. Мӗншӗн тесен сывлӑшра вӑл хыпса илет. Ӳте перӗнсен тӗлкӗшме, ҫунма пуҫлать, ӑна сӳнтерме май ҫук. Ҫын чӗрӗллех ҫунса каять. Мӗнпур хлор хутӑшӗ ҫуннӑ чухне диоксин хутӑшӗсене кӑларать. Ҫаксем вара ҫӗр ҫинчи чи хӑрушӑ япаласем, вӗсем цианлӑ калирен 67 хут наркӑмӑшлӑрах», - асӑннӑ япала ҫинчен каласа панӑ май пӗлтерчӗ хими профессорӗ Насакин.
Чӑваш Ене экологи инкек-синкекӗ кӗтет-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21
Ҫавӑнпах баянпа гитара та ӗҫрех, алӑ айӗнчех упранаҫҫӗ.
Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
40. Вӗсем кашни вилнӗ ҫыннӑн хитонӗ айӗнчех Иамния йӗрӗхӗсене халалланӑ япаласем тупнӑ, иудейсене саккун ун пек тума хушмасть; ҫапла вӗсем мӗншӗн вилни пуриншӗн те паллӑ пулнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вырӑнӑм ҫинче ҫывӑрнӑ чухне тата ҫакна куртӑм: акӑ тӳперен Сыхӑ тӑраканни, Сӑвапли анчӗ те 11. хыттӑн кӑшкӑрса ҫапла каларӗ: «ку йывӑҫа касӑр, тураттине иртӗр, ҫулҫине сӑтӑрса тӑкӑр, ҫимӗҫне силлесе айккинелле ывӑтӑр; тискер кайӑксем ун айӗнчен тухса тарччӑр, вӗҫен кайӑксем ун тураттисем ҫинчен вӗҫсе кайччӑр; 12. анчах та унӑн тӗп тымарне ҫӗр айӗнчех хӑварӑр, вара вӑл, тимӗрпе те пӑхӑрпа тӑлланнӑскер, хирти курӑк хушшинче тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑнтӑр, ҫӗр ҫинчи курӑк хушшинче тискер кайӑксемпе пӗрле хӗсӗнкеленсе пурӑнтӑр. 13. Унран этем чӗрине туртса илӗҫ те ӑна тискер кайӑк чӗрине парӗҫ, ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ. 14. Сыхӑ тӑраканнисем ҫапла тума хушнӑ, Сӑваплисем ҫапла йышӑннӑ — пурӑнаканнисем этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, ӑна кама парас тет, ҫавна панине, ҫынсем хушшинче чи кӗҫӗне юлнине те патшана лартнине пӗлччӗр тесе тунӑ та ҫакна» терӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.