Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Эрнерен (тĕпĕ: эрне) more information about the word form can be found here.
Шӑп та лӑп икӗ эрнерен манне те вирус шыраса тупрӗҫ.

Help to translate

Коронавируспа чирлеместпӗр, вӑл пире пурпӗрех ҫӗнеймест тесе шутлатпӑр, анчах… // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d0%ba%d0% ... %bf%d1%83/

Тепӗр эрнерен плацра пурне те пуҫтарса строя тӑратрӗҫ те список вулаҫҫӗ.

Help to translate

Афганистан чуна кӗрсе вырнаҫнӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d1% ... 0c%d0%bda/

Тата тепӗр эрнерен Атӑл хӗррине Лупин-Горбатый князь ертсе пыракан утлӑ ҫар ҫитрӗ.

Help to translate

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑвашра та «чаппан вӑрҫи» икӗ эрнерен сӳнсе ларнӑ.

Help to translate

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Тепӗр эрнерен Мускава каймалла пулать.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тепӗр ик эрнерен пирӗн вулӑс уявӗ пулать.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Операци хыҫҫӑн виҫӗ эрнерен студентка клиникӑран сывалса тухрӗ.

Help to translate

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Темиҫе эрнерен ҫак хӗр вилсе выртасса пӗлтерет!

Help to translate

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах шӑп виҫӗ эрнерен (профессор калани чӑна килчӗ) вӑл пурнӑҫпа яланлӑхах сывпуллашрӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗр эрнерен ҫеҫ тупрӑмӑр.

Help to translate

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр эрнерен таврӑнатпӑр та пулӗ.

Help to translate

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр икӗ эрнерен савнисем пӗр-пӗринсӗр кунпа ҫӗр каҫайми пулса ҫитрӗҫ.

Help to translate

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Виҫ эрнерен сана хӑвна та клиникӑран кӑлармӗҫ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ик-виҫ эрнерен ҫӑмарта извеҫлеме мӑн каткасем хатӗрлесе пама пулнӑ пичкеҫӗсем.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тепӗр эрнерен Петровский чӑнах та хӑй патне паллӑ учительсене «хӑнана» чӗннӗ: Хурапхаран, Ҫичпӳртрен, Кармалтан, Шӗнерпуҫӗнчен, Кутемертен.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Гурий атте хӑй сӑмахне манман: тепӗр эрнерен шкула чӑнах та пӗр хаяр тияккӑн пырса ҫитрӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эпӗ те чӑнласах сире хуравлатӑп: эсир мана итлесен, диетӑна пӑхӑнсан, вырӑн ҫинчен тӑмасан тепӗр эрнерен малтанхи пекех сып-сывӑ пулатӑр.

— А я серьезно вам отвечаю: если вы будете меня слушаться, следовать диете и не вставать, то через неделю будете совершенно здоровы.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Герда — ҫавӑн хыҫҫӑн тепӗр эрнерен.

 — Герда поступила через неделю после того.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Тепрер эрнерен раштав типпи пуҫланать, — ӑнлантарчӗ пачӑшкӑ.

Help to translate

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Анчах эсир тепӗр виҫӗ эрнерен перӗнни аванрах.

Но лучше вам недели через три застрелиться.

III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed