Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑрушсӑрлӑх the word is in our database.
Хӑрушсӑрлӑх (тĕпĕ: хӑрушсӑрлӑх) more information about the word form can be found here.
Кӗркунне-хӗлле газ приборӗсене ӗҫлеттернӗ чух хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманран шар курнӑ тӗслӗхсем те нумай.

Help to translate

Чи кирли – асӑрханулӑх // В.Давыдов. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%87%d0%b ... bba%d1%85/

Ҫавӑнпа та ӑшӑ приборне туянсан унӑн ӗҫ инструкцийӗпе тимлӗ паллашӑр, хӑрушсӑрлӑх мерисене уяса усӑ курӑр.

Help to translate

Чи кирли – асӑрханулӑх // В.Давыдов. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%87%d0%b ... bba%d1%85/

Ҫавӑн пекех пушар тухас- ран асӑрханмалли правилӑсем, ачасен урамри тата обществӑлла вырӑнсенчи хӑрушсӑрлӑх йӗркисем ҫинчен аса илтернӗ.

Help to translate

Ҫемьесене тӗрӗсленӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/13/c%d0%b5%d0% ... b5%d0%bde/

Руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн тата медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшменшӗн 57 водителе административлӑ майпа явап тыттарнӑ, ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗпе пирӗн сотрудниксем ӗҫлеҫҫӗ, тӗрлӗ мерӑсем йышӑнаҫҫӗ, рейдсем йӗркелеҫҫӗ, операцисем ирттереҫҫӗ.

Help to translate

Малашне те йӗркелӗхшӗн тӑрӑшӗҫ // Р.Зайнуллин. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b0/

Ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх автомашина рулӗ умӗнче лараканран та, ҫуран ҫӳрекенрен те килет, ҫавӑнпа та правилӑсене пурин те пӗр тан пӑхӑнмалла, пӗр-пӗрне хисеплемелле.

Help to translate

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n

Кашни суйлав участокӗнчех сасӑлавҫӑсене хӑрушсӑрлӑх мерисемпе тивӗҫтернӗ, маскӑсем панӑ, ӳт температурине виҫсе кӗртнӗ, аллисене ятарлӑ шӗвекпе дезинфекциленӗ.

Help to translate

Вӑрмарсем гражданла тивӗҫне пурнӑҫларӗҫ // И.ДАНИЛОВА, Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9852-v-rmars ... urn-clar-c

Суйлав кампанине хӑрушсӑрлӑх йӗркине тӗпе хурса йӗркеленӗ.

Help to translate

Вӑрмарсем гражданла тивӗҫне пурнӑҫларӗҫ // И.ДАНИЛОВА, Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9852-v-rmars ... urn-clar-c

Карап — ӑнӑҫу, хӑрушсӑрлӑх, ҫулҫӳрев символӗ.

Корабль — символ успеха, безопасности, путешествия.

Информаци тинӗсӗ тӑрӑх «Шкул карапӗ» пырать // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Геннадий КАЗЫКИН, Вӑрнарти районсем хушшинчи ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн начальникӗ.

Help to translate

Асӑрханӑр - ачасем! // Геннадий КАЗЫКИН. http://alikovopress.ru/asarxanar-achasem!.html

Ку чухне транспорт хуҫисен уйрӑмах хӑвӑртлӑх йӗрки ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрмалла тата автотранспортпа ачасене шкула турттарнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркисене тӗпе хумалла.

Help to translate

Асӑрханӑр - ачасем! // Геннадий КАЗЫКИН. http://alikovopress.ru/asarxanar-achasem!.html

Кунпа пӗрлех укҫа-тенкӗпе усӑ курнӑ чухне мӗнле хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнмаллине те сӳтсе яврӑмӑр.

Help to translate

Укҫа хакне пӗчӗкренех вӗренеҫҫӗ // Вера МОРОЗОВА. http://alikovopress.ru/ukca-xaknee.html

Тӑван ял шкулӗнче вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, 1975 ҫулта инженер-механик дипломне илнӗ хыҫҫӑн пирӗн районти Киров ячӗллӗ колхозра хӑрушсӑрлӑх техникин тата ӗҫ сыхлавӗн инженерӗнче вӑй хума тытӑннӑ.

Help to translate

Ял хуҫалӑх производствинче — 40 ҫул // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d1%8f%d0% ... %83%d0%bb/

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнманран тухнӑ.

По данным министерства чрезвычайных происшествий, огонь возник из-за несоблюдения техники безопасности.

Атӑкра ФАП ҫуннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32893.html

Боеприпас ҫине заряд ҫыпӑҫтарса хурса хӑрушсӑрлӑх мӗн ыйтнине пӑхӑнса ӑна тӗп тунӑ.

Боеприпас был уничтожен накладным зарядом с соблюдением всех требований безопасности.

Улатӑрта миномет минине тӗп тунӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32890.html

«Лару-тӑрӑва хам тӗрӗслесе тӑратӑп. Подрядчик хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнманни ҫиеле тухсан, унӑн саккуна пӑхӑнса ҫирӗп явап тытма тивӗ», — палӑртнӑ вӑл.

«Держу ситуацию на личном контроле. Если вина подрядчика по несоблюдению техники безопасности подтвердится, то он должен понести ответственность по всей строгости закона», — подчеркнул он.

Кызылта фейерверк ҫынсен ушкӑнне вӗҫсе килнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32877.html

Списокра ҫаксем: Ял (ял территорийӗсен аталанӑвӗн) ҫулталӑкӗ, Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ, Инноваци (технологи) аталанӑвӗн ҫулталӑкӗ, Тарават Чӑваш Ен (туризма аталантарас) ҫулталӑкӗ, Культура тата ӑс-хакӑл эткерлӗхӗн ҫулталӑкӗ, Сывлӑх ҫулталӑкӗ, Хӑрушсӑрлӑх ҫулталӑкӗ, Наукӑпа технологи ҫулталӑкӗ, Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен (патриотизм) ҫулталӑкӗ, Медицина ӗҫченӗсен паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкӗ, Космос ҫитӗнӗвӗсен ҫулталӑкӗ.

В списке следующие наименования: Год села (развития сельских территорий), Год счастливого детства, Год инновационного (технологического) развития, Год гостеприимной Чувашии (развития туризма), Год культурного и духовного наследия, Год здоровья, Год безопасности, Год науки и технологий, Год дружбы народов, Год патриотизма, защитников Отечества, Год подвига и мужества медицинских работников, Год космических достижений.

Килес ҫул епле ҫулталӑк пулӗ? // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32732.html

Пӗртен-пӗр асӑрхаттару: ӗҫре хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнӑр.

Единственное предостережение: не пренебрегайте правилами техники безопасности на работе.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Йывӑр лару-тӑрура хӑрушсӑрлӑх туйӑмне ҫухататӑр, ҫавна май аманма пултаратӑр.

Осторожность в стрессовых ситуациях может покинуть вас и привести к травмам.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Астӑвӑр: ӗҫре хӑрушсӑрлӑх техники пирки ан манӑр.

Единственное предостережение: не пренебрегайте правилами техники безопасности на работе.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Инҫе ҫула тухни, похода кайни сире лайӑх витӗм кӳрӗҫ, анчах хӑрушсӑрлӑх пирки ан манӑр.

Умеренная физическая активность полезна, хорошо на вас могут повлиять длительные поездки или походы, разумеется, с соблюдением мер безопасности.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed