Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑнӑхнӑ (тĕпĕ: хӑнӑх) more information about the word form can be found here.
Ҫак сӑлтава пула, ҫуралсан пӗр талӑк сас кӑларманни вырӑнне халь калаҫмалла тесе, менелникне вӑл ҫапла икӗ каҫлӑ ирттерме хӑнӑхнӑ та.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Вырӑс халӑхӗ кӗрешӗве хӑнӑхнӑ халӑх пулнипе, уншӑн ҫак музыка — тахҫантанпах тӑван.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Енчен те музыковед е театровед пирӗн музыка театрӗн творчествӑллӑ сӑн-сӑпатне хӑйӗн яланхи хӑнӑхнӑ куҫӗпе пӑхсан, ӑна ниепле те тӗп-тӗрӗс кураймӗ, ӑнланаймӗ.

Help to translate

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫав вӑхӑтра, пурне те хӑвӑрт курса ас туса юлма хӑнӑхнӑ Петрянкин машинӑн номерӗсене асӑрханӑ: радиатор умӗнче «ХЦ — 31 — 71» пулнӑ, кузов ҫинче урӑхла — «КФ — 31 — 71»…

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ачаран хӑнӑхнӑ йӑлине — дневник сырса пырассине те — манман.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ҫӗр ҫинче вӑтӑрмӗш ҫул кӑна пурӑнать пулин те, сахал мар йывӑрлӑх тӳссе курнӑскер, кӑмӑлне хытарма, лӑпкӑ пулма тахҫанах хӑнӑхнӑ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Эсир ку таранччен юнашар выртма хӑнӑхнӑ ӗнтӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Кунтисем хӑнк та тумаҫҫӗ — хӑнӑхнӑ паллах.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫапла, туртатӑп, ҫамрӑк чух туртма хӑнӑхнӑ та ниепле те пӑрахаймастӑп.

Help to translate

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Петр Колсанов, Валерий Охотин, Петр Доброхотов, Александр Антонов, Геннадий Куприянов, Виталий Димитриев, Александр Николаев, Сергей Муллин тата Дмитрий Марков механизаторсем ҫур акине пуҫласа хутшӑнмаҫҫӗ, вӗсем шанса панӑ ӗҫе кирек хӑҫан та тӗплӗ те пахалӑхлӑ тума хӑнӑхнӑ.

Help to translate

Тивӗҫлӗ йӗркеленӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... b5%d0%bde/

Хӑнӑхнӑ ӗнтӗ вӑл хӑй хуйхине сӑмах купи айне тума.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл вӑрмана килти пекех хӑнӑхнӑ.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахӑртнех, чӑвашла калаҫма ӳссе ҫитсен ҫеҫ хӑнӑхнӑ пулас.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсем ҫапла хӑй ури умне ӳкнине курма хӑнӑхнӑ ӗнтӗ вӑл.

Help to translate

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ашшӗ ҫукки икӗ ҫул, Амӑшӗ йӑлӑхнӑ, Аса илсен — пӗр куҫҫӳл Ҫуккипе те хӑнӑхнӑ.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗчӗк пусма татӑкӗ-сенчен, хут листисенчен, пластилинран ал ӗҫне те хӑнӑхнӑ.

Help to translate

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Ҫук, ун йышшисенчен мар вӑл, дисциплинӑна нимрен ытла мала хуракан арҫын лартнӑ тӗллевне пурнӑҫлама хӑнӑхнӑ.

Help to translate

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Ҫапла хул-ҫурӑм та ҫирӗпленнӗ, ӗҫе те хӑнӑхнӑ.

Help to translate

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Пуринпе те сӑпайлӑ, кӳрнеҫтерсе, тату пурӑнма хӑнӑхнӑ кӑвакарчӑн ҫеҫ хӑйӗн кӳренӗвне хаярлатмарӗ — ни кӑвӑклатмарӗ, ни кӑвӑлтатмарӗ — пуҫне пӗшкӗртсе, ҫунатне пусарса, пӗр сас-чӗв те сиктермесӗр аяккалла лӑпӑстатрӗ.

Help to translate

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Ку таранччен хӑйӗн «хӳрине» никам та «хӗсӗнтермесӗр» иртӗхсе пурӑнма хӑнӑхнӑ кил хуҫи ҫакна ҫилпе вӗҫсе иртекен ҫӳпӗ пек ирттерсе яма пултарайман: хӗремесленсе, шӑлне ҫыртса ывӑлӗн аллинчен вӗҫерӗнкеленӗ те туххӑмрах алла пуртӑ ярса тытнӑ:

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed