Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗрле уринчен кӑкарнӑ лаши курӑк ҫинине итлесе тӳпенелле пӑхса шухӑшласа выртнӑ вӑл.Ночью, слушая, как хрумкает свежей травой спутанная лошадь, глядел в далекое звездное небо.
Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ашшӗне ӑс пама юратакан, вырӑнсӑр сӗнӳсемпе куҫа кӗрекен ывӑлӗсене итлемерӗ вӑл, тӳпенелле тинкерсе пӗр-пӗччен шухӑшласа ларчӗ.
12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хулан 108-мӗш ҫуралнӑ кунне уявланӑ май янӑ салют вӑхӑтӗнче Кызылра пӗр пайӗ тӳпенелле мар, хула ҫыннисен ушкӑнне вӗҫсе килнӗ.
Кызылта фейерверк ҫынсен ушкӑнне вӗҫсе килнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32877.html
Анчах тӳпенелле ан вӗҫӗр – хутшӑну вӑраха тӑсӑлмӗ.Главное не питайте особых надежд, серьезных отношений не выйдет.
47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Крым ханӗ вӑл тыттарнӑ пергамент таткине вуласа тухрӗ те сӑнран улшӑнса ик аллине те тӳпенелле ҫӗклерӗ.
3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Татах пуҫланчӗ тӗтӗм тӳпенелле хӑпарма.
1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Тем мӑкӑртаткаласа, каллех асамлӑ патакӗпе ещӗк ҫийӗн сулкаларӗ, тӳпенелле пӑхса тӑчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Юрӑ вӑйлана-вӑйлана кӑшкӑрупа татӑлчӗ, — ӳпкен пӗтӗм вӑйӗпе тӳпенелле ыткӑнтарнӑ вӑрӑм кӑшкӑру.Пение, усилившись, оборвалось криком, протяжным, пущенным к небу всей силой легких.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Лавҫӑ ҫавӑнтах тӳпенелле пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан Джессие пӗрисен пепкине ӑмӑрт кайӑк сӗтӗрсе-йӑтса кайни, чуста чӗресне пӑрахса хӑварни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫав тери хурлӑхлӑ вӑл халӗ, вилме хатӗрленнӗ: радиацие пула вулли хуралса-типсе ларнӑ, тӑрри, яланах ӑмсануллӑ курӑнакан, тӳпенелле, хӗвел патне туртӑнакан тӑрри — хуҫӑлса аннӑ, сӑн-сӑпатне палламалла мар ҫухатнӑ.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Епле ҫӗкленет, тӳпенелле кармашать, пуринчен ҫӳлте пуласшӑн, Кактышевран аслӑрах пуласшӑн.
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Барк ҫинче — вӑл аялтан хура, палуби пушарти пек, ҫап-ҫутӑ — хӗлхемсене сапаласа вутлӑ алмаз евӗр кустӑрма ҫаврӑнать, тӑрӑсен айӗнчен хура тӳпенелле темиҫе ракета чупса тухрӗ, унта аялалла майӗпен анса сӳнчӗҫ те вӗсем — ӳкекен симӗс те кӑвак ҫӑлтӑрсене вӗҫертсе ячӗҫ.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Аван будка хулӑнӑш вулӑсем тӳпенелле ретӗн-ретӗн ӑнтӑлса ҫӗкленеҫҫӗ; Горн халӗ хӑйне — самантлӑх — пӗчӗк ача пек туять, — ӑна вӑрманӑн шанчӑклӑ, вӑрттӑн хӳтлӗхне, тарӑн шӑплӑх хуҫаланакан пӳлӗмсенчи хавхаллӑ ӗнтрӗк евӗр чӑтлӑхӑн ешӗл тарӑнӑшне шанса пачӗҫ мар-и…
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Курӑнми хӗрарӑмӑн ҫӗкленсе сывлакан ҫепӗҫ кӑкӑрӗнчен сирпӗнекен сӗт унӑн тути ҫине курӑнми ӳкет, вӑл вара ӑна, ҫав хӗре, умне сӑнарласа кӑларчӗ, унӑн тӳпенелле ывӑтнӑ йӑл куллине ярса тытасшӑн, ҫут тӗнчене карса хунӑ ылтӑн эрешмен картине курнӑран куҫӗсене хӗсет.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вӑл тулалла лӑкӑштатнӑ май каласа хӑварчӗ: «Тӳпенелле пӑхса илетӗп те вилетӗп».
XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Шывра чӗр куҫҫи таран пӗкӗрӗлсе пырса ҫапкаланчӑксем пӗчӗк утравран сахалтан та аллӑ утӑм куҫнӑ тӗлелле икӗ ракетӑн ҫиҫкӗнчӗк кӗтесӗ утравран вӑрманалла тата тӳпенелле вирхӗнчӗ.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫак самантра, тӑватӑ пуҫлӑ этеме кӗтменлӗхӗн аркатуллӑ сиввипе аптӑратсах ярса, шартах сиктерсе, ҫав тери янӑравлӑ, этемле мар кӑшкӑру ҫӗртен тӳпенелле ыткӑнса ҫӗкленчӗ, тӗттӗме ҫурса салатрӗ, юрлакан ӳхлеве куҫрӗ, вӑрах ахрӑмпа ухлатрӗ те шӑпланчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Шанӑҫ ҫухатнӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра тӗпеклӗ удод тӳпенелле хӑвӑрт вӗҫсе хӑпарчӗ, ҫунаттисемпе ҫапкалашрӗ те уй варринелле шуйханса вӗҫет.Отчаянно голося, хохлатый удод взлетел вверх, забил крыльями и пустился наперерез поля.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.
Шыв юхӑмӗн чӗтревӗ, вулӑсен сӗткен куҫӑмӗ, курӑкпа ҫӗр сывлавӗ, ҫеҫке ҫурӑлӑвӗ, ҫулҫӑсен шавӗ, ыйхӑлакан кайӑксен тӗркӗшӗвӗ, хурт-кӑпшанкӑ утни — пӗтӗмпех ҫӗртен тӳпенелле вӗҫекен лӑпкӑ та ҫӗнтерми кӗрлев туйӑмне пӗрлешеҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Аллисене тӳпенелле ҫӗкленӗ хура хӗрарӑмсен вӗҫсӗр-хӗрсӗр ушкӑнӗсем ҫӳлелле ӑнтӑлаҫҫӗ; вӗсен сиксе вӗрекен купаланчӑкӗ тӳперен перӗннӗ; тӳперен, пӗлӗтсен ҫутӑ хӗрлӗ хушӑкӗсем витӗр, янкӑр таса арпашу-пӑтрашуран ҫарамас, кӗрен тата шурӑ хӗрарӑмсем татти-сыпписӗр ӳкеҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.