Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗрӗссипе (тĕпĕ: тӗрӗсси) more information about the word form can be found here.
Тӗрӗссипе каласан, пуҫра та тӗтре ҫеҫ-ха, уҫҫи-хуппи ҫук, ҫавӑнпа асапланатӑп та чи кирлине тупаймасӑр.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пирӗн картинӑсем ҫумне хӑйсем шухӑшласа кӑларнине, вӗсенче пулма та пултарайманнине, кирлӗ те маррине ҫыпӑҫтарни, статьясене кирек хӑш произведени пирки те калама пулакан, тӗрӗссипе, нихӑш произведение хакланӑ чухне те кирлӗ мар трафарет чыхса тултарни.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тӗрӗссипе каласан, Верук, манӑн каҫару ыйтмалла санран.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пуҫна ҫӳле каҫӑртни — ӗҫе пула ҫӗкленнӗ ытти ҫынсене кӳрентерни, вӗсен ӗҫне картманни, тӗрӗссипе, хӑвна хисеплеменни, пӗтерем тени…»

Help to translate

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Калаҫнине кура паттӑр, чӑрсӑр ҫын теме пулатчӗ ӑна, тӗрӗссипе — асӑрхануллӑ, хӑравҫӑ ҫын.

Help to translate

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сидоркин та, тӗрӗссипе каласан, ҫавна пулах инфаркт асапне тӳсет.

Help to translate

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ урӑх пӗр сӑмах хушса калама та ӗлкӗреймерӗм (тӗрӗссипе, каламалли те ҫукчӗ ӗнтӗ манӑн), мӗншӗн тесен малалла никам кӗтмен ӗҫсем пулса иртрӗҫ — инкекӗ те, ытти те.

Help to translate

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗрӗссипе каласан, партком членӗсем те ӑнланман мар Григориу тӗрӗс тунине, анчах вӗсене, Александр Кузьмич, эсир администраци авторитечӗшӗн хытӑ тӑни пӑтратса янӑ…

Help to translate

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗрӗссипе вара унашкал этемсем хӑйсемшӗн ҫеҫ тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ман кӑмӑла тӳрех чухласа илес те малалла епле сӑмахламаллине пӗлсе тӑрас шутпа чеен каларӗ пуль-ха вӑл «чӑрмав кӳтӗм», «каҫарӑр», тесе, хӑй вара, тӗрӗссипе, пачах урӑхла шухӑшлать пулас-ха.

Help to translate

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

(Тӗрӗссипе каласан, эпӗ машина епле килсе ҫитнине асӑрхаман та.

Help to translate

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗрӗссипе вара пирӗн бригада мар, Серебряков бригади чи малта пыракан коллектив.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗрӗссипе каласан, манӑн унпа туя-мӗне те каяс килмест.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӗрӗссипе, иккӗшӗн пирки те пулчӗҫ ку сӑмахсем.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл сӗтел ҫинчи эрех тумламне асӑрхарӗ те ана ҫӑкӑр татӑкӗпе пуса-пуса шӑлчӗ, татӑкне чӑмланӑ май: — Ӗҫленӗччӗ, ӗҫленӗччӗ сантехникра, тӗрӗссипе, эпӗ халь те сантехник, — терӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӗрӗссипе каласан, Ҫтаппан тарӑхса калаҫнӑ чухне те сассине пит улӑштармасть, ҫавӑнпа эпӗ паҫӑртарах тӗлӗнсе шухӑшланӑччӗ: «Кун пек сасӑпа вӑрҫӑнма та пулать-и вара?» — тенӗччӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӗрӗссипе каласан, яш-кӗрӗм валли ҫакӑн пек пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятисем питех нумай мар пирӗн.

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Тӗрӗссипе вӗсем ҫак вӑхӑтра йытӑпа кушак пекех пулса ҫитрӗҫ.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Тӗрӗссипе, кӑҫалпа ҫитес ҫул Мӑн Вылӑ тӑрӑхӗнче пысӑк ӗҫсем туса ирттермелле, халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ социаллӑ объектсене хута ямалла.

На самом деле, в этом году в Больших Вылах предстоит провести крупные работы, запустить в работу важные для населения социальные объекты.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Кӑна ҫапла каланӑ ҫеҫ, тӗрӗссипе милӗкре пилӗк-ҫичӗ тӗрлӗ йывӑҫ турачӗ кӑна пулнӑ.

Это только сказано был так, на самом же деле в венике было только пять-семь разных ветвей деревьев.

Кукамайсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/625

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed