Шырав
Шырав ĕçĕ:
Алька уҫса пӑрахнӑ чӳречерен пӑхса, инҫе мар ларакан тусен тӑррисем ҫинелле аллипе кӑтартса, ашшӗне темӗн ҫинчен каланӑ ун чухне.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Тӳпере кӑн-кӑвак пӗлӗт тӑрать; сенкер тусен шӗвӗр тӑррисем, халапри башньӑсем пек, тӳпенелле кармашса тӑраҫҫӗ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Халь ӗнтӗ чӳрече витӗр вӑрман хӗрринчи йывӑҫсем те, турат ҫинчен турат ҫине сиккелесе ҫӳрекен чакаксем те, сенкер тусен чул тӳписем те курӑна пуҫларӗҫ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Ҫапла, вӑл япала манӑн чӑнах та ҫук; анчах ҫак япаласем мана геологи енӗпе, тӗслӗхрен, тусен форми тӗлӗшӗнчен интереслентерме пултарчӗҫ.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ишӗлчӗк патне каякан кукӑр-макӑр ҫул вӑрманлӑ ансӑр вар айккипе пырать; вар тӗпӗнче пӗчӗк ҫырма чулсем хушшипе авкаланса, шарласа юхать, вӑл шӗп-шӗвӗр тӑрӑллӑ хура тусен леш енче тӳлеккӗн ҫуталса выртакан аслӑ юханшывпа пӗрлешме васкать тейӗн.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ҫӳллӗ тусен тӗссӗр кӑвак сӗвекӗнче вилнӗ казаксен пӗчӗкҫӗ кӑвак тӗмескисем вырта-вырта юлаҫҫӗ; суранланнӑ казаксем, ҫӗклесе тухма ӗлкӗрейменнисем, хӑйсем тӗллӗнех шукаласа анаҫҫӗ.На серых скатах остались серые комочки убитых; раненые, которых не успели захватить, сползали сами.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫӳллӗ тусен хушшинче ҫынсене акӑш-макӑш хӳшӗри пек туйӑнать, лере вӑрман хуралса ларать.Перед глазами огромным шатром рисовалась почти отвесная скала, а наискось от нее тучей темнел лес.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫӳллӗ тусен сӗм хура мӗлкисем шыв ҫине ӳкнӗ, горизонт курӑнман, шултра та йӑвӑ ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт пуҫ тӳпинче кӑна курӑннӑ.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Сережа, ҫӳллӗ тусен хушшинче манӑн питӗ пулса курас килетчӗ…
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Станица тӗлӗнче Дон, сылтӑмалла пӑрӑннӑ евӗр, тутар уххи пӗкечийӗ пек кукӑрӑлса илет, унтан Базки ятлӑ хутор тӗлӗнче каллех мӑнаҫлӑн тӳрленет те, тӗл-тӗл сенкерӗн йӑлтӑртатса выртакан симӗсрех тӗслӗ шывне сылтӑм енчи тусен шур чуллӑ хысакӗсем ҫумӗпе те сулахай енчи сайра станицӑсем аяккипе кӑвак тинӗсе — Азов тинӗсне — ҫитех илсе каять.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кантӑк пек, хускалмасӑр сарӑлса выртаҫҫӗ вӗсем, тӗкӗр ҫинчи пек курӑнаҫҫӗ вӑл кӳлӗсенче ҫӳл тусен ҫара тӑррисем, ешӗл айккисем.Как стекло, недвижимы они и, как зеркало, отдают в себе голые вершины гор и зеленые их подошвы.
XII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӗвел тухайман-ха, анчах инҫетри тусен тӑррисем хӗрелчӗҫ.Солнце еще не взошло, но верхушки далеких гор озарились розовым блеском.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Инҫетре, ҫуталма ӗлкӗрнӗ пӗлӗт ҫинче, Змейкӑпа Железная тусен умӗ пӑхӑрла-кӑвакӑн курӑнать, инҫетри шурӑмпуҫ ҫути ӳкнипе вӗсем ҫинчи вӑрмансем те кӗмӗл тӗслӗн ҫуталса лараҫҫӗ; Ирина тусем хушшинче ӳснӗ пулсан та, ҫакӑн пек илемлӗ ту умӗсене курман…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тусен тӗксӗмрех шурӑ хысакӗ, пӳрт тӑррисем урлӑ курӑнаканскер, ҫывӑхра пекех туйӑнать, анакан хӗвел ҫутинче вӑл кӗрентерех сӑнлӑ курӑнать.Бело-матовый хребет гор, видневшийся из-за крыш, казался близок и розовел в лучах заходящего солнца.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Юлташӗсем енне ҫаврӑнса, вӑл хӑш ура камӑн иккенне уйӑрса илчӗ; анчах сасартӑк ӑна Терек леш енче темӗн шӑмпӑртатнӑ пек илтӗнсе кайрӗ, вара вӑл уйӑхӑн тепӗр май ҫаврӑннӑ ҫурли айӗнче ҫутӑлса килекен тусен хӗррисене, леш енчи ҫыран йӗрӗ ҫине, Терек ҫине тата ун тарӑх халь уҫҫӑнах курӑнса юхакан туратлӑ пӗренесем ҫине тепӗр хут ҫаврӑнса пӑхрӗ.
VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хӗвел кӑтра пӗлӗтсенчен ҫӳлерех шуралса курӑнакан юр тусен хысакӗ патнелле ҫывхарса пырать ӗнтӗ.Солнце уже приближалось к снеговому хребту, белевшему над курчавыми облаками.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Шуҫӑм тӳпен виҫҫӗмӗш пайне ярса илнӗ, вара унӑн ҫутинче тусен шурӑ та тӗтреллӗ катрамӗсем яр уҫҫӑн палӑрса тӑраҫҫӗ.Заря охватила треть неба, и на свете зари резко отделялись бело-матовые громады гор.
V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫак самантран пуҫласа вӑл мӗн курни — пурте, мӗн шутлани — пурте, мӗн туйни — пурте уншӑн ҫӗнӗ япалапа, тусен мӑнаҫлӑ та мухтавлӑ сӑнӗпе ҫыхӑнса тӑчӗҫ.
III // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Малтанлӑха тусем Оленина тӗлӗнтерчӗҫ кӑна, унтан савӑнтарчӗҫ, пыра киле вара ҫак ытти хура тусенчен мар, текех ҫеҫенхиртен ҫӗкленсе хӑпаракан тата аяккалла чупакан юрлӑ тусен сӑнчӑрӗ ҫине ытларах та ытларах тинкерсе пӑхса пынӑҫем, майӗпенех вӑл ҫакӑ мӗн тери илемлине тавҫӑра пуҫларӗ, ту тени мӗн иккенне ӑнланса илчӗ.
III // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
«Тусемпе пӗлӗтсем йӑлтах пӗр сӑнлӑ», — шутларӗ вӑл; юрлӑ тусен хӑйне уйрӑм илемӗ пурри ҫинчен каласа панисене ултав вырӑнне хучӗ, Бах музыкине тата хӗрарӑмсене юратнине ӗненмен пекех, ӗненмелле мар, терӗ, — вара вӑл тусене кӗтме пӑрахрӗ.
III // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.