Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тарӑнрах (тĕпĕ: тарӑн) more information about the word form can be found here.
Вӑл ҫӳлте, сывлӑшра, чӳхенсе хӗвел хыҫҫӑн ҫӳлерех хӑпарать, шыв тарӑнрах курӑнать.

Он бежал за солнцем, качаясь в вышине, а сама река светлела, все выше отодвигалось небо, глубина становилась видней.

VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Тая мӗн тери ӗҫ ӑшне тарӑнрах путса пырать, ҫавӑн чухлӗ унӑн пушӑ каҫсем сахал юлса пыраҫҫӗ, ҫакна кура Павела Берсенев сӑмахӗсем аса килеҫҫӗ.

Чем глубже уходит Тая в работу, тем реже у нее свободные вечера, и Павлу вспоминаются слова Берсенева.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл хӑйӗн вӑйне ҫухатман, анчах халӗ темӗнле тарӑнрах илтӗнет.

Не теряя силы, стала какой-то более глубокой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫавӑнпа та виҫӗ ҫырӑва пурне те пӗр ҫӗре пӗрлештермелле пулать, вӗсене мӗнле те пулсан пӗр чӗлхе ҫине куҫарсан, хамӑра мӗн кирли ҫинчен йӗркеллӗрех те уҫҫӑнтарах, ӗҫе тарӑнрах илсе калаҫма тытӑнма та юрать.

В таком случае, надо эти три документа соединить, перевести их на один язык, а затем постараться найти их наиболее правдоподобный, логичный и полный смысл.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мужиксем вӗсене халлӗхе тарӑнрах пытарса хурӗҫ, кайран, нимӗҫсем ҫарата пуҫласан, ой, епле кирлӗ пулӗҫ вӑл пӑшалсем!

Мужички припрячут поглубже, а как немцы станут реквизировать подчистую, эти винтовочки-то ой как нужны будут!

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тем пекех аслӑ шкула кӗрсе тарӑнрах пӗлӳ илесшӗн, анчах аннене, йӑмӑкпа шӑллӑма хӑйсене кӑна хӑварма шикленетӗп.

Help to translate

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Тата тарӑнрах!

— Еще дальше!

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Тарӑнрах, — терӗ старик хӑрӑлтатса.

— Дальше, — сказал старик хрипло.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӗсем ӑна пурнӑҫа тарӑнрах ӑнланма, пурнӑҫа пӗтӗм хӑватпа юратма пулӑшнӑ.

Они помогали ей глубже понять жизнь и полюбить в ней все, что достойно любви.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Тарӑнрах шухӑшласа пӑхсан, фашистшӑн ӑвӑс та шел.

 — Хотя, ежели поглубже вникнуть, для фашистов и осины жалко.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хамӑн пӗлтӗрхи Ҫырура эпӗ должноҫри мӗн пур ҫынна социаллӑ сетьсем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрма, ҫынсен ыйтӑвӗсене тарӑнрах тишкерме тата вӗсемпе тивӗҫлӗ ҫыхӑну йӗркелеме чӗнсе каларӑм.

В прошлом году в своем Послании я призвал всех должностных лиц уделять больше внимания социальным сетям, оперативно реагировать на обращения граждан, получать обратную связь.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Ҫырма леш енчи вӑрман тата тӗттӗмрех курӑнчӗ, шыв та тарӑнрах та сивӗрех пек туйӑнчӗ.

Лес за рекой казался чернее, гуще, и река под обрывом — глубже и холоднее.

Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.

Юр ӑшне тарӑнрах та тарӑнрах чаваланса кӗнӗ хушӑра казаксем тунсӑхламах пуҫларӗҫ.

Уже заскучали казаки, все глубже зарываясь в снег.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шаларах шыв тарӑнрах пулнӑ-мӗн, унта шыв питӗ хытӑ юхать, ҫынсене ураран ӳкерет, лешсем вара кула-кула юхӑма май ишсе, ӑшӑх ҫӗрелле пырса тухаҫҫӗ.

Чем дальше от берега, тем река становилась глубже, а на середине вода била с такой силой, что те, кто был послабее, падали и, хохоча, плыли по течению, постепенно прибиваясь на мелководье.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӗнӗ палеонтологи материалӗ пире ҫак авалхи шуса ҫӳрекен тӗлӗнмелле чӗрчунсем ҫинчен тарӑнрах пӗлме май пачӗ», — каласа параҫҫӗ Колумбири ӑсчахсем.

Новый палеонтологический материал позволил нам углубить познания об этих невероятных пресмыкающихся», — рассказывают колумбийские ученые.

Авалхи тем пысӑкӑш тимӗр шапа юлашкийӗсене тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24404.html

Тӗссӗрленнӗ казак картузӗн таткаланчӑк козырёкӗнчен хупӑнчӑк куҫӗсен хура хупаххисем ҫине хура мӗлке ӳкнӗ; мӗлке ӳкнипе унӑн питҫӑмартийӗсем ҫинчи пӗркеленчӗксем тарӑнрах пек курӑннӑ, кӑвак сухалӗ кӑвакӑн-симӗсӗн йӑлтӑртатнӑ.

От потрескавшегося козырька казачьей слинявшей фуражки падала на черные веки закрытых глаз черная тень; от тени морщины щек казались глубже, седая борода отливала сизью.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

М.В. Ломоносова ялӗллӗ МПУ биофакри гидробиологи кафедрин наука ӗҫченӗ Вадим Марьянский палӑртнӑ тӑрӑх вӑрӑмтунасем сахалланни, паллах, ҫынсене савӑнтарӗ, ҫавах та ку ыйтӑва тарӑнрах пӑхмалла, мӗншӗн тесен кунашкал пысӑк улшӑнусем экологи шайлашӑвне хавшатма пултараҫҫӗ.

Научный сотрудник кафедры гидробиологии биофака МГУ им. М. В. Ломоносова Вадим Марьинский отмечает, что сокращение популяции комаров, несомненно, обрадует людей, но на проблему следовало бы смотреть глубже, так как столь серьезные изменения могут пошатнуть экологический баланс.

Ӑшӑ хӗл вӑрӑмтунасене хирӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24316.html

Тарӑнрах та тарӑнрах.

Глубже, глубже.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тарӑнрах ҫеҫ сывласа ил — кӑкӑра сывлӑш спирт пекех пӗҫертсе илет; ҫавӑнпа та ҫуха хушшипе асӑрханса сывламалла.

Только поглубже вздохни — грудь, как спиртом обожжет; и потому надо осторожно дышать сквозь воротник.

XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Чӗрчунсем пурте ҫӗр каҫма лӑпкӑрах вырӑнсене пытанчӗҫ: пакшасем хӑйсен йӑвине кӗмелли шӑтӑкӗсене мӑкпа питӗрсе хучӗҫ, ӑсансем юр ӑшне тарӑнрах кӗрсе выртрӗҫ, пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑксем чӑрӑшсен чӑтлӑхне вырнаҫса ларчӗҫ…

Все живое пряталось на ночь в укромные места: белки покрепче забивали мхом выходы из гнезд, тетерева глубоко зарывались в снег, малые птицы прятались в непролазном ельнике…

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed