Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пулӑшма (тĕпĕ: пулӑш) more information about the word form can be found here.
Ӗҫре пулӑшма кирлӗ ыйтӑва татса пама ҫеҫ пулмасть, — тесе Миша хӗрпе юнашар диван ҫине пырса ларчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Апла эсир хӑвӑра пулӑшма тарҫӑ тытасшӑн? — ыйтрӗ Сидор Иванович кӗнӗ хӗре асӑрхаман пек пулса.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Египетӑн Вӑтам патшалӑхӗ пӗтсе ларма пуҫласан тата нубисене пулӑшма килнӗ гиксоссем тапӑнса килсен Египет экспансийӗ вӑхӑтлӑха чарӑнса лартнӑ.

Египетская экспансия была временно остановлена упадком Среднего царства Египта и вторжением гиксосов, ставших союзниками нубийцев.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Ҫынсем Калляпа Ульхана шухӑшпа та, ӗҫпе те пулӑшма тӑрӑшрӗҫ, анчах усси пулмарӗ, икӗ кун иртрӗ, ҫухалнӑ укҫа пурпӗр тупӑнмарӗ.

Help to translate

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Хӑйсем чылай мала кайнӑран ҫапах та директорпа Хӗлимуна пулӑшма шутларӗҫ.

Help to translate

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кирлӗ пулсан, кирек хӑҫан та пулӑшма эп хатӗр.

Help to translate

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсене Хӗрӳ Хӗветӗрпе Ҫинахван пулӑшма васкаҫҫӗ.

Help to translate

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман пӑчка айккинелле вӑшт илсе хурать те Ҫтаппана пулӑшма васкать.

Help to translate

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫтаппана унта пулӑшма ятӑм-ха.

Help to translate

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вилнӗ хыҫҫӑн та хӑйне пулӑшма ыйтнӑнах тунӑнчӗ апӑрша чӗрчунӗ.

Help to translate

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пулӑшма пулӑшӑп-ха та…

Help to translate

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫын хуйхи-суйхине, кӑмӑл-туйӑмне, ӗмӗтне ҫывӑха илет, пулӑшу ыйтсан — пулӑшма тӑрӑшать.

Help to translate

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хайхи ача, учительницӑпа килӗшсех, Тамарӑна химипе пулӑшма шут тытрӗ.

Help to translate

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман ӑна сумкинчи тетрадь хушшине чикрӗ те кабель сӗтӗрекен Ҫтаппана пулӑшма васкарӗ.

Help to translate

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арӑмӗ мана пулӑшма юлать.

Help to translate

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Совет обществинче пурӑнатӑн пулсан патшалӑха пулӑшма тивӗҫ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Броненосец Потемкин» фильм вӗҫленсен асамҫӑ Хайтар урӑх яла кайма хатӗрленчӗ, ачасене пулӑшма ыйтрӗ.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унтанпа ҫамрӑклах кино юратма вӗреннӗ Толик амӑшне савӑнсах пулӑшма пуҫларӗ — кунне темиҫе хутчен вӑл хӑй ирӗкӗпе лупасай ҫине хӑпаратчӗ — чӑх йӑвисене тӗрӗслеме, май пулсан хӑйӗн тата хӑш-пӗр чухне шӑллӗне — Венькана валли кино курма мӑшӑр ҫӑмарта пытарса хӑваратчӗ.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗрремӗш бригадӑрисене пулӑшма фермӑри дояркӑсене те явӑҫтарчӗҫ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӳпери ҫуткӑҫ виҫҫӗллӗ вӑйпа ҫулҫӳревҫе пулӑшма — сивве шӑтарма хӑтланать тейӗн.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed