Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗнле малашлӑх кӗтет сире?
XVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Пӗлекен сукмак тӑрӑх хаваслӑн утатӑп, аякранах шуррӑн курӑнакан пӗчӗк ҫурт ҫине пӑха-пӑха илетӗп, малашлӑх ҫинчен мар, ыранхи кун пирки те шухӑшламастӑп эпӗ; мана ҫав тери ырӑ.
XI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Каллех мӗн пулас-килесси паллӑ мар малашлӑх уҫӑмсӑр телей сунса кӑчӑк туртать.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫӗнӗ ҫулпа ачасене хӗрӳллӗн саламлас килет, эсир пирӗн малашлӑх!
Пӗрле пулар! // Константин Яковлев. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836)
Вӑрҫӑ ӑна хӑйне валли хӳхӗм малашлӑх уҫса савӑнтарчӗ: ара, ӑҫтан-ха вӑл, ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑм пулман казак, мӗн пӗчӗкрен вӑкӑр хӳри пӑрма ҫеҫ вӗреннӗскер, хӑй офицера тухасси е ытти тӗрлӗ пылак пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑрасси ҫинчен шутлама пултарнӑ?
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сирӗн умра — ҫутӑ малашлӑх…
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫын тени малашлӑх ҫинчен шухӑшлать, ҫитӗнет, хӑйне килӗшекен ӗҫ суйласа илет, ҫемье ҫавӑрса ача-пӑча ҫитӗнтерет.
Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14
Полковник сӑмахӗсенче вӑл пӗтӗм дивизин малашлӑх кунҫулӗшӗн хыттӑн пӑшӑрханни палӑрнӑ.В словах полковника чувствовалась гнетущая его тревога за судьбу дивизии.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Оленина хӗр ӑна хальхи минутра ҫеҫ юратнӑ пек вӗсемпе иккӗшӗн малашлӑх ҫук тесе шутланӑ пек туйӑнчӗ.
XXXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Телейлӗ, пӗр темле витӗр-уҫӑмлӑ самант хушшинчех ӑнкарса илчӗ вӑл унра мӗн пуррине пӗтӗмпех: малашлӑх курӑмне, асӑрхануллӑ перекетлӗхе, шута.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӗсем савӑнӑҫлӑ та туслӑ пурӑнаҫҫӗ, пурнӑҫпа киленеҫҫӗ, малашлӑх ҫине вара, пӗр канӑҫсӑрланмасӑрах мар пулин те, вӑл лайӑхлансах пырӗ тесе, ҫирӗппӗн те шанса пӑхаҫҫӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл сирӗн характерпа хӑйӗн характерне пула пурнӑҫ ҫапла пулса каясса пӗлмен пултӑр, анчах та унӑн, кирек мӗн пулсан та, сире мӗнле те пулин хатӗрлемеллех пулнӑ: ӑнсӑртран та пулма пултарать ун пекки, ун пекки пултӑрччӗ теме кирлӗ мар, ун пеккине кӗтме кирлӗ мар, анчах та ун пекки пурпӗрех тӗл пулма пултарать: малашлӑх мӗнле ӑнсӑртлӑхсем илсе килессе малтанах пӗлме ҫук вӗт.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑнлантарса парас ҫук пулсан та, хӑех тавҫӑрса илет; «эсӗ, тусӑм, маншӑн акӑ мӗн тунӑ, ху кӗтнӗ чаплӑ малашлӑх та кирлӗ мар, тенӗ», — ну, калӑпӑр, укҫа мар, — кун ҫинчен туссем те, вӑл хӑй те шухӑшлас ҫук, — «вӑл маншӑн чухӑна тӑрса юлнӑ, мансӑр пуҫне пуян пулнӑ пулӗччӗ», тесе шухӑшламанни те лайӑх.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Туссем мӗнле чаплӑ малашлӑх пулни ҫинчен ӑнлантарса парӗҫ.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кондрат тахҫантанпах ӗнтӗ турра ӗненмест, вӑл пӗтӗм тӗнчери ӗҫҫыннисене ирӗклӗхе тухасси патне, сенкер ҫутӑ малашлӑх патне ертсе пыракан коммунистсен партине ӗненет.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫакнашкал тӑрӑшса вӑй хунинчен, мӗнле хӑватсем, мӗнле ырӑ малашлӑх кӗтме пултарнӑ пулӗччӗҫ!..Каких чудес, каких благих последствий могли бы ожидать от такого высокого усилия!..
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Ӗҫӗм ман ҫӗр те пӗр, сирӗн те нумай», — тесе ырӑ малашлӑх суннӑ вӑл шкула чупакан ачасене «Сывӑ-и, сентябрь» сӑввинче.
Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27
«Ҫӗрле хӑраттӑмччӗ» пулин те пӗтӗм тертӗм-сертӗм, пӗтӗм хуйхӑм-суйхӑм йӑлтах иртнӗ пек туйӑнчӗ мана, умӑмра ӗнтӗ чӗре хӗпӗртесе тӑракан ҫӗнӗ малашлӑх та ҫӗнӗ телейлӗх пулмалла пек.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Юрать, малашлӑх умра-ха!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Малашлӑх тӗллевӗсене те сӳтсе яврӗҫ.
Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16