Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кукша Ваҫҫи килти кӗҫӗн ачине юратать пулсан та, шеллеме хӑнӑхман.
Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.
Унта кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли сӑвӑсем пухса кӗртнӗ.
Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/
Кӗҫӗн класрисем пушшех те унтан уйрӑлма та пӗлмеҫҫӗ: кӑлӑк чӑххи чӗпписем пек хыҫранах ҫӳреҫҫӗ, мӗн хушнине-каланине йӑлт пурнӑҫлаҫҫӗ.
IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Сала варрипе Тӗрер юхан шывӗ, ҫырмасенчи ҫумӑрлӑ кунсенчи те ҫурхи юр шывӗсемпе тулса, Кӗҫӗн Ҫавала васкать.
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Амӑшӗ, чипер Евлампи, самай вӑхӑт килте пулман кӗҫӗн хӗрне савӑнса кӗтсе илчӗ.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Улька кӗҫӗн ывӑлӗн тупӑкне шӑтӑка янӑ чухне татах тӑнне ҫухатнӑ та эрнерен ҫеҫ вай илнӗ…
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Кӗҫӗн ывӑлӗ Ҫеркуш ҫартан ырӑ-сывӑ, чылай ӳссе-тӗрекленсе таврӑнчӗ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
— Пурӑннӑ ҫеҫ мар, Кӗҫӗн Шетмӗне ҫывӑх пысӑках мар ялта суралнӑ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ним тума та ҫук — патша хӑйӗн кӗҫӗн хӗрне Ивана качча парать.
Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.
Вӑл вара ҫавӑнтах хӑйӗн кӗҫӗн чипер хӗрне сав салтака качча пама килӗшет.
Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.
Виҫӗ капитан хӑйӗн пӗрремӗш ҫулҫӳревӗ вӑхӑтӗнче утрав ҫинче хӑйсен ҫемйисене, кӗҫӗн дворянсен пысӑках мар ушкӑнне, пуянах мар ҫынсене тата темиҫе ватӑ ирӗкрен хӑтарнӑ ҫынна хӑварнӑ.
Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0
Арсентьевсен кӗҫӗн ывӑлӗ, Ҫимун, Раманран пӗр ҫул аслӑскер, салтакран таврӑнсанах авланса янӑ-мӗн.
2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Юман Митрахванӗн кӗҫӗн ывӑлӗ халӗ ак, салтак атти, галифе, фуфайка, сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ каччӑ, ун умӗнче пӑхаттир пек тӑрать.
1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Киле йӗркепе палӑртнӑ пек, кӗҫӗн кинӗ Эля пусӑран ӑсса тулли витре шыв йӑтса кӗчӗ.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Санька, манӑн кӗҫӗн ывӑлӑм, тӑван киле кӗр, урамра паян сивӗ.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Кӗҫӗн Йӑмраллӑра мӗнпурӗ ҫӗр ҫурт та пулмасть, ҫавах Самаркинсен йӑхӗнчен ҫеҫ вун виҫӗ тӑван вӑрҫӑра ӗмӗрлӗхех юлнӑ, — Нюҫҫа ку инкеке хӑйӗнни пекех йышӑнни паллӑ пулчӗ.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Пӗр «вилӗм хучӗ» — вӗлернисен черетлӗ вӑчӑри: вилнӗ салтакӑн ачи пулаймасть, ачисенчен — мӑнукӗсем, мӑнуксенчен — кӗҫӗн мӑнуксем.
Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кӳршӗри Кӗҫӗн Йӑмраллӑ ялӗнчи Егоров Митяпа Славин Ваҫҫи ҫапла госпитальтен таврӑннӑ хыҫҫӑн ураланайманччӗ, ваттисем патне ӑсатрӗҫ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫуркунне йӑмраллӑсем, акана вӗҫлесен, кунта кӗҫӗн чӳк ирттернӗ: пулас тухӑҫшӑн выльӑх пуснӑ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Анчах та Хвекла йӗпсем ҫинчен куҫне илмерӗ, кӗҫӗн ачине асӑрхамарӗ те тейӗн.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.