Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Паян Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑр патӑрта иудейсем хушшинчен упӑшкӑрсемпе арӑмӑрсене, ҫитӗнсе ҫитнӗ яшсемпе пӗчӗк ачӑрсене тӗппипе, пӗр ҫын юлмиччен пӗтерсе, 8. хӑвӑр аллӑр ӗҫӗпе, хӑвӑр пурӑнма пынӑ Египет ҫӗрӗнче ют турӑсене тӗтӗрнипе Мана ҫиллентерсе мӗншӗн хӑвӑр чунӑршӑн ҫав тӗрлӗ усал ӗҫ тӑватӑр-ха эсир — хӑвӑра пӗтерес, ҫӗр ҫинчи ытти халӑхсем умӗнче ылханпа мӑшкӑл айне пулас тесе-и?
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Моав ҫӗрӗнчи, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗнчи, Идумейӑри тата ытти ҫӗршывсенчи иудейсем те Вавилон патши иудейсен пӗр пайне хӑварса вӗсен пуҫлӑхӗ пулма Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне Годолийӑна лартни ҫинчен илтнӗ; 12. вара ҫак иудейсем пурте хӑйсене хӑваласа янӑ вырӑнсенчен Иудея ҫӗрне Годолия патне Массифа хулине таврӑннӑ, вӗсен ӗнтӗ ҫуллахи ҫимӗҫӗ те, эрехӗ те ытлӑ-ҫитлӗ пулнӑ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫав ҫынсене пула вара Вавилонра, ҫавӑнта куҫарса килнӗ иудейсем хушшинче, ылханнӑ чухне ҫапла калама пуҫланӑ: «Ҫӳлхуҫа Седекияпа Ахава мӗн тунӑ, сана та ҫапла тутӑр» тенӗ; Седекияпа Ахава вара Вавилон патши вут-ҫулӑм ҫинче ӑшаланӑ; 23. ҫакӑ вӗсене Израильре ирсӗр ӗҫсем тунӑшӑн — хӑйсен ҫывӑх ҫыннисен арӑмӗсемпе аскӑнланса пурӑннӑшӑн, Ман ятӑмпа Эпӗ хушман ҫӗртенех суйса калаҫнӑшӑн — ҫитнӗ; Эпӗ ҫакна пӗлетӗп, Эпӗ ҫакна курса тӑнӑ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑн пекех унта иудей ҫынни Мардохей ӗнтӗ Артаксеркс патша ҫумӗнче иккӗмӗш ҫын пулнине, иудейсем хушшинче мухтавлӑ пулнине, йышлӑ тӑванӗсем ӑна мӗнле юратнине ҫырса хӑварнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑй халӑхне ырӑ тӑвасшӑн пулнӑ, хӑйӗн пӗтӗм йӑхне хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Патша майри Эсфирь, Абихаил хӗрӗ, тата иудей ҫынни Мардохей тӗплӗ те хытарса ҫырса янӑ — ҫак ҫӗнӗ ҫырура Пурим ҫинчен ҫырнине ҫирӗп тытса пымалла; 30. тӑнӑҫлӑхпа ырӑлӑх сунса Артаксеркс патшалӑхӗнчи ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре ҫырусем янӑ, вӗсене пӗтӗм иудей патне ҫитернӗ: 31. ҫав Пурим кунӗсене пурте яланах пӗр вӑхӑтра — иудей ҫынни Мардохей тата патша майри Эсфирь кӑтартнӑ вӑхӑтра — ҫирӗп тытса пыччӑр; тата иудейсем хӑйсем те ҫак уяв умӗн типӗ тытасси, хӳхлесси пирки хыпар янӑ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа та, ҫырура мӗн каланине шута илсе тата хӑйсем мӗн курнине, мӗн шухӑшланине шута илсе, 27. иудейсем хӑйсем валли, хӑйсен ачисем валли, вӗсем енне куҫнӑ мӗнпур ҫын валли ҫапла йышӑннӑ: ҫак икӗ куна, ҫырура кӑтартнӑ пек, кашни ҫул хӑй вӑхӑтӗнче уявлас; 28. ҫак кунсене асра тытас, вӗсене кашни ӑрура, кашни сыпӑкра, кашни ҫӗрте, кашни хулара уявлас; ҫак Пурим кунӗсем ӗмӗрлӗхех асра юлччӑр, вӗсене иудейсем ан пӑрахӑҫлаччӑр, ҫак уява вӗсен ачисем те манӑҫа ан кӑларччӑр.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара иудейсем, хӑйсем те шӑпах ҫавӑн пек тума пуҫланӑскерсем, Мардохей ҫырса янине хапӑл тунӑ.23. И приняли Иудеи то, что уже сами начали делать, и о чем Мардохей написал к ним,
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Мардохей вара Артаксеркс патша ҫӗрӗнче пурӑнакан иудейсем патне — ҫывӑхрисем патне те, аякрисем патне те — ҫак ӗҫ ҫинчен ҫыру ҫырса янӑ, 21. вӑл иудейсене кашни ҫулах адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш тата вунпиллӗкмӗш кунӗсенче уяв ирттерме хушнӑ, 22. мӗншӗн тесессӗн ҫак кунсенче иудейсем хӑйсен тӑшманӗсенчен хӑтӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫав уйӑхра вӗсем патне хурлану вырӑнне савӑнӑҫ, хуйхӑ-суйхӑ вырӑнне уяв кунӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа ҫак кунсене ӗҫкӗ-ҫикӗ те савӑнӑҫ кунӗсем туччӑр, пӗр-пӗрне парне паччӑр, кӗлмӗҫсене пушӑ алӑпа ан яччӑр.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫавӑнпа та ялсенче, уҫӑ вырӑнсенче пурӑнакан иудейсем адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче уяв тӑваҫҫӗ, ӗҫкӗ-ҫикӗ туса савӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне парне параҫҫӗ; [хуласенче пурӑнакансем вара адар уйӑхӗн вунпиллӗкмӗш кунӗнче те савӑнаҫҫӗ, уяв тӑваҫҫӗ; ҫывӑх ҫыннисене парне параҫҫӗ].
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Сузӑ хулинче пурӑнакан иудейсем вара ҫав уйӑхӑн вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче те, вунтӑваттӑмӗш кунӗнче те пуҫтарӑннӑ, вунпиллӗкмӗш кунӗнче вара лӑпланнӑ та ӑна ӗҫкӗ-ҫикӗпе савӑнӑҫ кунӗ тунӑ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Патшалӑхра ытти ҫӗрте пурӑнакан иудейсем те хӑйсен пурӑнӑҫне хӳтӗлеме, хӑйсен тӑшманӗсенчен хӑтӑлма пӗрле пуҫтарӑннӑ, вӗсем ҫитмӗл пилӗк пин тӑшмана пӗтернӗ, анчах аллине ҫаратупа вараламан.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сузӑ хулинче пурӑнакан иудейсем адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче те пуҫтарӑннӑ, унта вӗсем ҫичҫӗр ҫынна вӗлернӗ, анчах аллине ҫаратупа вараламан.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсфирь каланӑ ӑна: патша хирӗҫ мар пулсассӑн, Сузӑ хулинче пурӑнакан иудейсем ыран та паян тунинех туччӑр, Аманӑн вунӑ ывӑлне вара юпаран ҫакчӑр, тенӗ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Патша Эсфире, патша майрине, каланӑ: тӗп хулара иудейсем пилӗкҫӗр ҫынна тата Аманӑн вунӑ ывӑлне вӗлернӗ; патшан ытти ҫӗрӗсенче мӗн тунӑ вӗсем?
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иудейсем вӗлерме вӗлернӗ, анчах вӗсем аллине ҫаратупа вараламан.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тӗп хулара, Сузӑ хулинче, иудейсем пилӗкҫӗр ҫынна вӗлернӗ; 7. тата вӗсем Паршандафӑна, Далфона, Асфафӑна, 8. Порафӑна, Адальяна, Аридафӑна, 9. Пармашфӑна, Арисая, Аридая, Ваиезафӑна вӗлернӗ — 10. ҫак ҫынсем иудейсен тӑшманӗн, Амидаф ывӑлӗн Аманӑн, вунӑ ывӑлӗ пулнӑ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иудейсем вара хӑйсен пӗтӗм тӑшманне пӗтернӗ, вӗсене хӗҫпе вакланӑ, вӗлернӗ, кӑкланӑ, тӑшманӗсене мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тунӑ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вырӑнти улпутсем, сатрапсем, аслӑ пуҫлӑхсем тата патша ӗҫӗсене туса тӑракансем пурте иудейсем майлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мардохейрен хӑраса ӳкнӗ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑн чухне Артаксеркс патшан пӗтӗм ҫӗрӗнчи хуласенче иудейсем хӑйсене усал сунакансене пӗтерме пӗрле пуҫтарӑннӑ; вӗсен умӗнче никам та чӑтса тӑрайман, мӗншӗн тесессӗн халӑхсем пурте вӗсенчен хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, — патша хушӑвне пурӑнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ кун, иудейсене тӑшманӗсем пӑхӑнтарма шутласа хунӑ кун, — пачах урӑхла пулса тухнӑ, иудейсем хӑйсем ҫӗнтернӗ, пӗтӗм тӑшманне парӑнтарнӑ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.