Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытса (тĕпĕ: тыт) more information about the word form can be found here.
Паллах, палӑртнин шӑнӑрне санӑнах ҫирӗп тытса пымалла.

Help to translate

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫав чыспа ята тивӗҫлӗ тытса пырас тесен ай-ай! нумай ӗҫлемелле.

Help to translate

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

- Хаксене ҫулла-хӗлле пӗр пек тытса тӑма чӗртавара сутакансен тата туянакансен калаҫса-килӗшсе ӗҫлеме вӗренмелле.

Help to translate

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Вӑл хӗллехи тапхӑрта рынокра сӗт сахаллипе, ӗнесене тытса тӑма тӑкаклипе те ҫыхӑннӑ.

Help to translate

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пурӑннӑран Павел Федоров халӗ пачах та чирлемест.

Из-за того, что Павел Федоров ведет здоровый образ жизни, сейчас совсем не болеет.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Чӗлхе Киева ҫитерет пулсан, ӗҫченлӗх тӗнче тытса тӑрать темелле.

Help to translate

Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫавӑнпа алла хаҫат-журнал тытса вуланинчен лайӑххи ҫук теҫҫӗ.

Поэтому нет ничего лучше, чем читать газеты и журналы в руках.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Управлени ӗҫченӗсем ӗҫ укҫинчен алимент тытса юлмалла тунӑ организацисен бухгалтерне тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ӑна хӗрарӑмӑн шалӑвӗнчен тытса юлӗҫ.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Кил-ҫурта пӑрахса тухса каясси, пурнӑҫа кирек ӑҫта та ҫӗнӗрен йӗркелесси хӑратмасть мана. Питӗ ватӑ мар-ха эпир, вӑй-хал пур. Анчах хуҫалӑха тытса пыма пӗлмен ҫынсене хамӑн ҫурта епле парса хӑварас-ха? Пуррине юхӑнтарма нумай кирлӗ мар вӗт. Ахаль те пӑтранса пурӑннипе вӑхӑта сая ятӑм», — калаҫрӗ Владимир Катырев.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кӳренӗве ӗмӗр тӑршшӗпех асра тытса пурӑнмалла мар, ачисен амӑшӗпе хутшӑнмаллах.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Маҫака ҫын ҫӑхавне пула икӗ хут тытса кайнӑ.

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Настя йӑмӑкне унта вырттарнӑ, шӑллӗне алӑра тытса утьӑкка сиктернӗ, ларнӑ ҫӗртех кравате силленӗ — Сара ҫапла ҫывӑрса кайнӑ.

Help to translate

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ятарлӑ станци шыври хлор шайне тытса тӑрать.

Help to translate

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Сумлӑ юбилейре кунти ӗҫченсен, тилхепене ҫирӗп тытса пыракан хуҫалӑх пуҫлӑхӗ П.Крылов ячӗпе ырӑ сӑмахсем нумай пулчӗҫ.

Help to translate

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Пукан хыҫӗнчен тытса 3 хут ярӑна-ярӑна кукленсе илмелле, каялла тӑмалла.

Help to translate

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

11. Урасене хулпуҫҫисен сарлакӑшӗнче тытса тӑмалла, алӑсене аялалла усмалла.

Help to translate

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

9. Алӑсемпе пукан хыҫӗнчен тытса тӑмалла, купарчасемпе сулахай тата сылтӑм еннелле ҫавра хусканусем тумалла.

Help to translate

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

1. Урасене хулпуҫҫисен сарлакӑшӗнче тытса лармалла, алӑсене аялалла усмалла.

Help to translate

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

«Ҫӗршыври экономикӑн ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑвӗнче те регион ҫурт-йӗр строительстви енӗпе аван ӗҫлесе пырать. Паян регион хӑйӗн строительство комплексне тивӗҫтерсе тата патшалӑх программисене пурнӑҫласа халӑх умӗнчи яваплӑха тӳрре кӑларать, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерессине кирлӗ шайра тытса тӑма май парать», – тенӗ федераци министрӗ.

Help to translate

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed