Шырав
Шырав ĕçĕ:
27. Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ [ҫав вӑхӑтра Турӑ саккунӗн арчи ҫавӑнта пулнӑ, 28. Финеес — Аарон ывӑлӗн Елеазарӑн ывӑлӗ — ун умӗнче тӑнӑ]: манӑн Вениамин ывӑлӗсене, тӑванӑм ывӑлӗсене, хирӗҫ татах ҫапӑҫӑва тухмалла-и е тухмалла мар-и? тенӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсем чунран-чӗререн савӑнса ларнӑ вӑхӑтра акӑ ҫав хула ҫыннисем, аскӑнчӑксем, вӗсен килне ҫавӑрса илнӗ, алӑкран шакканӑ, ватӑ кил хуҫине каланӑ: ху патна илсе кӗнӗ ҫынна илсе тух-ха, эпир унпа хутшӑнасшӑн, тенӗ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне, Израилӗн патша пулман вӑхӑтра, Ефрем тӑвайккийӗнче пӗр левит пурӑннӑ.1. В те дни, когда не было царя у Израиля, жил один левит на склоне горы Ефремовой.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Дан ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑйсем патӗнче кӗлетке лартнӑ; Ионафан вара — Манассия ывӑлӗн Гирсонӑн ывӑлӗ — тата унӑн ывӑлӗсем Дан йӑхӗнче ҫак вырӑнти халӑх урӑх ҫӗре куҫса кайичченех священниксем пулнӑ; 31. Турӑ ҫурчӗ Силом хулинче ларнӑ вӑхӑтра вӗсем Миха тунӑ кӗлеткене пуҫҫапса пурӑннӑ.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑтра Израиль халӑхӗн патша пулман; ҫав вӑхӑтра Дан йӑхӗ вырӑнаҫса ҫитме пайлӑх ҫӗр шыранӑ, мӗншӗн тесессӗн Израиль йӑхӗсем хушшинче ун валли ҫаплах-ха тулли пай пулман.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Ҫав вӑхӑтра пӗри ҫывӑрмалли пӳлӗмре пытанса ларнӑ.]
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Темиҫе кунран, тулӑ вырнӑ вӑхӑтра, качака путекки ертсе Самсон арӑмӗпе курӑнӑҫма пынӑ, вӑл: «арӑм патне ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗрем-ха» тесен, хӗр ашшӗ ӑна унта кӗме паман.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫав вӑхӑтра Цора хулинче Маной ятлӑ ҫын пурӑннӑ; вӑл Дан йӑхӗнчен тухнӑ; ун арӑмӗ хӗсӗр пулнӑ, ача ҫуратман.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Аммонсемпе Израиль хушшинче вӑрҫӑ пынӑ вӑхӑтра Галаадӑн аслӑ ҫыннисем Тов ҫӗрне Иеффая чӗнме пынӑ, 6. вӗсем Иеффая ҫапла каланӑ: таврӑн, пирӗн ҫулпуҫ пул, аммонсемпе ҫапӑҫар, тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсир вара, Мана манса, ытти турӑсене пуҫҫапма тытӑнтӑр; ҫавӑншӑн Эпӗ сире урӑх ҫӑлассӑм ҫук; 14. кайӑр та хӑвӑр суйласа илнӗ турӑсене йӑлӑнӑр, хӑвӑршӑн хӗн-асаплӑ вӑхӑтра сире ҫавсем ҫӑлса тӑччӑр, тенӗ.
Тӳре 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫав вӑхӑтра мадиансемпе амаликсем тата тухӑҫ енче пурӑнакансем, пӗрле пухӑнса, [юханшыв] урлӑ каҫнӑ та Изреель айлӑмӗнче чарӑнса тӑнӑ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анаф ывӑлӗ Самегар пурӑннӑ вӑхӑтра, Иаиль пурӑннӑ вӑхӑтра ҫулсем ҫинче ҫын та курӑнман, ӗлӗк тӳрӗ ҫулпа ҫӳренисем ун чухне тавраран ҫаврӑнса ҫӳренӗ.
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав вӑхӑтра Израиль тӳри Девора пророк, Лапидоф арӑмӗ, пулнӑ; 5. вӑл Ефрем тӑвӗ ҫинче, Рама хулипе Вефиль хули хушшинче ларакан пальма, Девора Пальми, айӗнче пурӑннӑ; Израиль ывӑлӗсем ун патне [ҫавӑнта] сута ҫӳренӗ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӗсем нимӗн тума аптӑраса тӑнӑ вӑхӑтра Аод тухса кайнӑ, [ӑна никам та аса илмен,] чул йӗрӗхсем тӗлӗнчен иртсе, Сеираф теекен вырӑна тарса ӳкнӗ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Хӗвел аннӑ вӑхӑтра, Иисус хушнипе, вӗсен виллисене йывӑҫ ҫинчен антарнӑ та малтан хӑйсем тарса пытаннӑ ҫӗр хӑвӑлне пӑрахнӑ, хӑвӑлӗ анине пысӑк чулсем йӑвантарса хунӑ, ҫав чулсем паян кун та пулин ҫавӑнтах выртаҫҫӗ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: ҫивӗч [чул] ҫӗҫӗсем ту та Израиль ывӑлӗсене иккӗмӗш хут ӳт касса тух, тенӗ.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. [Иисус] пӗтӗмпех туса пӗтериччен — Ҫӳлхуҫа халӑха Иисус урлӑ мӗн каланине, Моисей Иисуса мӗн халалланине туса ҫитериччен — [Ҫӳлхуҫа саккунӗн] арчине ҫӗклесе пыракан священниксем Иордан варринче тӑнӑ; халӑх ҫав вӑхӑтра васкавлӑн Иордан урлӑ каҫнӑ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара халӑх Иордан урлӑ каҫмашкӑн хӑйӗн чатӑрӗсем патӗнчен тапранса тухнӑ, священниксем халӑх умӗнчен [Ҫӳлхуҫа] саккунӗн арчине ҫӗклесе пынӑ, 15. ҫапла [Ҫӳлхуҫа саккунӗн] арчине йӑтса пыракансем Иордана пырса кӗрсессӗнех, арча ҫӗкленӗ священниксем урине шыва чиксессӗнех [Иордан вара тулӑ вырнӑ вӑхӑтра яланах ҫыранӗнчен тухса ейӗве кайса выртать], 16. тури енчен юхакан шыв тӑпах чарӑннӑ та Цартан ҫывӑхӗнчи Адам хули патне ҫитичченех хӳме пек пӳлӗнсе тӑнӑ; анаталла юхакан шывӗ тӳремлӗх тинӗсне, Тӑварлӑ тинӗсе, юхса кайса пӗтнӗ.
Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа ырӑ пуянлӑхӗн ҫӳпҫине — тӳпене — уҫӗ те санӑн ҫӗрӳ ҫине вӑхӑтра ҫумӑр ҫутарса тӑрӗ, санӑн аллу мӗн тунине пурне те пиллӗх парса тӑрӗ: эсӗ нумай халӑха кивҫен парса тӑрӑн, ху кивҫене кӗмӗн, [нумай халӑха хӑвӑн аллунта тытса тӑрӑн, вӗсем сана хӑйсен аллинче тытса тӑраймӗҫ].
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, парас нихӑш кил-ҫуртра та Пасха пусма пултараймастӑн; 6. ӑна Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, Хӑйӗн ячӗ валли Хӑй суйласа илнӗ вырӑнта ҫеҫ каҫпала, хӗвел аннӑ чухне, шӑпах хӑв Египетран тапранса тухнӑ вӑхӑтра, пус; 7. ӑна вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илнӗ вырӑнта пӗҫерсе ҫи, тепӗр кунне ӗнтӗ каялла таврӑнма, хӑвӑн чатӑрусене кӗме пултаратӑн.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.