Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапса (тĕпĕ: ҫап) more information about the word form can be found here.
Ҫав тери тарӑхнипе консулӑн питҫӑмарти ҫине хӗрлӗ пӑнчӑсем персе тухрӗҫ, вара вӑл чӑмӑрӗпе сӗтел ҫине ҫапрӗ, консул умӗнче тӑракан агент, ҫак американец хӑйне ҫапса ан ятӑр тесе, аллипе питне хупласа тытрӗ, анчах леш ӑна ҫапмарӗ.

Консул, щеки которого от ярости покрылись рыжими пятнами, ударил кулаком по столу, потом поднял кулак вверх так, что агент закрыл лицо рукой, ожидая, что американец его ударит, но удара не последовало.

Америка консулӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Икӗ хӑма ҫапса алӑк евӗрлӗ туса хунӑскер ҫинче те пӗчӗк ҫӑра ҫакӑнса тӑрать.

Да, маленький замок висел на двух жалких досочках.

Лахорти рабочисен кварталӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Эпир хресченсене вӑл кӗлтесенчи тырра хӑйсем валли ҫапса илсе, миххисем ӑшне пуш кӗлтесем тултарса хума канаш патӑмӑр, — пучахӗсене шалалла туса чиксен нимӗҫсем асӑрхаса та юлас ҫук.

Мы посоветовали крестьянам вымолачивать ночью снопы для себя, а потом вкладывать их в мешки колосьями вниз.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вырса илнӗ тыр-пула ҫапса тӑма вӑхӑт ҫук пирки вӗсем хресченсене ҫапман кӗлтесенех михӗсем ӑшне тултарса пӗр вырӑна пухса хума хушнӑ.

Они заставляли крестьян укладывать в мешки для отправки на станцию необмолоченные снопы.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Хӑш-хӑш ротӑсем шыв урлӑ каҫаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтра ытти ротӑсем Медыньпе Блудникире нимӗҫсене флангран пырса ҫапса, пирӗн пата ямасӑр тытса чарса тӑраҫҫӗ.

Одни роты переходили реку, а другие сковывали боем немецкие гарнизоны на флангах — в Медыне и Блудниках.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Припять шывӗ урлӑ каҫнӑ хыҫҫӑн ӑна ҫав тери вӑйлӑ ревматизм пырса ҫапса ураран ӳкерчӗ.

После переправы через Припять его разбил ревматизм.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Туппа сӗтӗрсе пыракан ҫынсене шыв юхӑмӗ ураранах ҫапса ӳкерет.

Людей, тянувших пушку, течение сбивало с ног.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпир кунти нимӗҫсене ҫапса аркатса ҫак ял витӗр хӑвӑрт тухса кайма пултаратпӑр пулӗ, тесе шутланӑччӗ.

Мы рассчитывали прорваться через село, опрокинув немецкий гарнизон внезапным ударом с хода.

Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пӗлнӗ-ши ҫав офицер пирӗн Хӗрлӗ Ҫар нимӗҫсене Сталинград патӗнче питӗ вӑйлӑ ҫапса аркатнине, е ҫук-и, анчах та хӑй сурӑх тирӗ, тӑхӑннӑ кашкӑр пекех йӑпӑлтатса калаҫать.

Не знаю, известно ли ему было уже об ударе, нанесенном Красной Армией немецкой группировке под Сталинградом, но этот волк уже напялил на себя овечью, шкуру и научился блеять.

Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Полицире ӑна каллех ҫапса ҫӗмӗрсе пӗтернӗ.

Её снова избили в полиции.

«Хӗрлӗ ҫарпа пӗрле таврӑнӑп!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Следовательсем патӗнчен ҫынсем юн юхтарса, ҫапса кӑвакартнӑ хуралнӑ сӑнарпа тухаҫҫӗ.

Люди уходили от следователя с чёрными от кровоподтёков и синяков лицами.

«Олег, ӑҫта эс?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

— Мӗнле илсе кайма пултартӑр-ха эсир ӑна? — алла шарт ҫапса ыйтрӑм эпӗ, икӗ маттур ҫине пӑхса.

— Да как же вы это сделали? — всплеснула я руками, глядя на двух удальцов.

Чи ҫамрӑккисем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Кам вӑйран кайса ӳкет — уншӑн инкек вара: ӑна ҫавӑнтах прикладпа ҫапса вӗлереҫҫӗ.

Горе было тому, кто терял силы и падал, — его тут же добивали прикладом.

Йӗплӗ пралук леш енче // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Флангсенчен пыра-пыра ҫапса эпир тата тепӗр атакӑна сирсе ятӑмӑр та Брянск вӑрманне кӗме решени йышӑнтӑмӑр.

Ударом во фланг мы отразили ещё одну атаку, после чего решено было прорываться в Брянские леса.

Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пӗр ушкӑнӗн нимӗҫсем каялла чакмалли ҫулне пӳлсе хумалла пулнӑ, тепӗр ушкӑнӗн, тӑшмана тылран пырса ҫапса, Клевень шывӗ хӗррине хӗстерсе лартмалла пулнӑ.

Он хотел отрезать движение противнику вперёд, одновременно зайти ему в тыл и прижать к реке Клевень.

Хӗл ҫывӑхарать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫав вӑхӑтра вӗсен тӗп вӑйӗсем пирӗн ҫине тылран пырса ҫапса аркатмалла пулнӑ иккен.

После чего главные силы должны были ударить нам в тыл.

Хӗл ҫывӑхарать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Нимӗҫ пропаганди Ленинград нимӗҫсен аллинче ӗнтӗ, Сталинград та нимӗҫ ҫарӗсем хӗснине чӑтса тӑрас ҫук, Хӗрлӗ Ҫара ҫапса аркатнӑ, тесе ӗнентеретчӗ.

Немецкая пропаганда уверяла, что один советский город за другим не выдерживает натиска немецких войск, что Красная Армия разбита.

Тупа // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Юрӑхлӑрах сӑмахсем шыраса, нимӗҫ ҫамкине пӗркелерӗ, унтан хӑйне чӗркуҫҫинчен ҫапса:

Подыскивая подходящие слова, он сморщил лоб, потом хлопнул себя по коленям:

Нимӗҫсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Нимӗҫсене пирӗннисем Чудь кӳлли ҫинче те ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Мускав патӗнче Наполеона та лекнӗ, халӗ пирӗннисем фашистсене ҫапса ҫӗмӗреймӗҫ-и вара?

Наши разбили немцев и на Чудском озере, и под Москвой попал Наполеон, а теперь разве наши не разбьют фашистов?

Ҫула тухма хатӗрленни // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫапса ӳкереймерӗ те ҫав…

Ну, я удержался, конечно…

Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed