Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлес (тĕпĕ: пӗл) more information about the word form can be found here.
Ӑҫтан пӗлес иксӗмӗрӗн хӗрлисен Донец патӗнчи вӑйӗ ҫинчен?

Почем мы с тобой знаем, какие у красных силы на Донце?

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Манка ҫури» хӗрлӗармеец пули тирсе кайичченех хӑйне хупӑрласа тӑракан вӑрҫӑ тӗнчи ҫине кайӑкӑнни евӗр тӗлӗнсе хытса кайнӑ куҫпа пӑхать, ҫав самантсенчех, пӗлес килнипе ҫунса, «хӗрлисене» лайӑхрах курса илме тӑрӑшса, окопран пуҫне ҫӗкле-ҫӗкле тинкерет.

И до тех пор «куженок» смотрит на окружающий его мир войны изумленным, птичьим взглядом, до тех пор подымает голову и высматривает из окопчика, сгорая от любопытства, пытаясь рассмотреть «красных», пока не щелкнет его красноармейская пуля.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Апла-капла сӑмахличчен пӗлес пулать малтан, кайран калаҫ унта.

Допрежь чем брехню задавать, ты узнай, а тогда уж гутарь.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорин Хопер казакӗсен шухӑш-кӑмӑлне пӗлес килчӗ.

Григорию захотелось проведать о настроении хоперцев.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсен умӗнче Дон тӑрӑхӗнчи лару-тӑрупа лайӑхрах паллашас тата большевиксемпе малалла кӗрешни хӑйсене ӳлӗмрен мӗн пама пултарассине пӗлес задачӑсем тӑнӑ.

В задачу их входило ознакомиться с положением на Дону и перспективами дальнейшей борьбы с большевиками.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗлес килет.

Help to translate

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тумланса лартнӑ — шухӑшлама пӗлес ҫук.

Так одета она — и не вздумаешь.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫапах та пӗлес килет ман: эсӗ мӗн тума шутлатӑн Аксиньӑпа?

Но я хочу знать, как ты думаешь поступить с Аксиньей.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл хуҫа хӗрӗ хӑй ҫине темскер пӗлес килнӗ пек куҫӗсемпе хыпашласа пӑхнине пӗрре мар асӑрхарӗ; иккӗшӗн куҫӗсем тӗл пулсан, ҫамрӑк казачкӑн питҫӑмартийӗсем ӑна кӑштах хӗрелнӗ пек те, тути хӗррисенче вӑрттӑн кулӑ ӑшшӑн йӑлкӑшса илнӗ майлӑ та туйӑнса кайрӗ.

Он не раз встречал ее щупающий, любознательный взгляд, и даже показалось ему, что, столкнувшись с ним взглядом, порозовела в скулах молодая казачка и согрела в углах губ припрятанную усмешку.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Площадь енчен килекен хӗрарӑмсемпе казаксем вӗсем ҫине темскер пӗлес килнӗ пек сӑнаса пӑхаҫҫӗ.

На них любопытствующе поглядывали шедшие с плаца бабы и казаки.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ӑҫтан пӗлес? —

— А почем знать?

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сывлӑхне пӗлес тесе, Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитессипе саламлас тӗллевпех Анатолий Ивановича чӑрмантарас терӗм.

Чтобы узнать о здоровье и чтобы поздравить с 75-летием Победы, я решил побеспокить Анатолия Ивановича.

«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3

Кунта урлӑ-пирлӗ пӑхма пӗлес пулать.

Тут оглядеться надо.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗлес килет: ревкома кам-кам кӗрет-ши?

Любопытно — кто пройдет в члены.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Турӑҫӑм, ара вӗт, хайхи, пӗлес килет!..

— Господи божа, да ить, стал-быть, любопытственно!..

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗлес килсен, пуякан ҫын апат ҫитерсе чухӑна юлмасть…

И ежели ты хочешь знать, то тот, кто богатеет, обедом не обеднеет…

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Строительсем тӑрӑшса ӗҫлени, пур ҫӗре те — хирсене те, станицӑсене те юпасем лартса тухни, станица площачӗсенче трансформаторлӑ подстанцисем туса лартни, кӗтнӗ кун — электростанцие ӗҫе ярас вӑхӑт ҫывхарса пыни — пурте савӑнтарнӑ ӑна, ахаль чухне ҫулталӑк хушшинче те ҫынсене хальхи пек, икӗ уйӑх пӗрле пулса ӗҫленӗ хушӑра пӗлсе ҫитнӗ чухлӗ пӗлес ҫук — ҫак ӑна пушшех савӑнтарнӑ.

Сергея радовала и активность строителей, и то, что всюду — и на полях и в станицах — маячили столбы, а на станичных площадях вырастали трансформаторные подстанции, и то, что приближался заветный день — пуск гидростанции, а особенно то, что за эти месяцы, постоянно живя с людьми, он узнал их так, как бы не мог в обычной обстановке узнать и за год.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑнисем кайма васкаман, — вӗсен пурне те пӗлес килне, куҫпа анчах мар, алӑпа тытса пӑхас килнӗ.

Гости были людьми дотошными — все им хотелось разузнать, и все они старались не только увидеть пшеницу, но и пощупать ее руками.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пулма пултарӗ — килӗшрӗ Рагулин, хӑй ӑшӗнче Ефима пурне те калама юрать тесе шухӑшларӗ — Санӑн тырпул тухӑҫӗн планне пӗлес килет?

— Могло быть, конешно, — согласился Рагулин, уже окончательно решив, что Ефиму можно во всем открыться, — Ты заинтересовался моими планами на урожай?

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗлес килет…

— Из интереса…

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed