Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хапха the word is in our database.
Хапха (тĕпĕ: хапха) more information about the word form can be found here.
Кухньӑра, лавккара, хапха умне пухӑнса тӑнӑ ҫынсем хушшинче, кашни кунах вӑл: пурнӑҫӑм начар, манӑнни пек ухмах улпут пуррине халиччен илтмен, тесе ӳпкелешет, пӗр сӑмахпа каласан, ун патӗнче тертленсе пурӑниччен вилни авантарах, тет.

В кухне, в лавочке, на сходках у ворот он каждый день жалуется, что житья нет, что этакого дурного барина еще и не слыхано: и капризен-то он, и скуп, и сердит, и что не угодишь ему ни в чем, что, словом, лучше умереть, чем жить у него.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Захар та тарҫӑсемпе хапха умӗнче пухӑнса калаҫнӑ чух е лавккара чун-чӗререн калаҫнӑ чухне, хӑй улпучӗ патне килекен хӑнасене пурне те тӗрлӗрен сӑнарласа кӑтартаканскер, ҫак… калӑпӑр, Алексеев ҫинчен каланӑ чух яланах аптраса ӳкет.

Даже Захар, который, в откровенных беседах, на сходках у ворот или в лавочке, делал разную характеристику всех гостей, посещавших барина его, всегда затруднялся, когда очередь доходила до этого… положим хоть, Алексеева.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑй ҫак ҫуртран тухса Гаврик кӗтсе тӑракан хапха айне мӗнле чупса ҫитнине те астумасть.

Он не помнил, как выбрался и добежал до подворотни, где его ждал Гаврик.

XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Петя чӗрне веҫҫӗн утса хапха патне пычӗ те урамалла пӑхса илчӗ.

Петя на цыпочках подошел к воротам и выглянул.

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ачасен ӗнтӗ застава патне ҫитесси те инҫех юлмарӗ, сасартӑк Гаврик, Петяна аллинчен ярса тытса ҫывӑхри хапха айне сӗтӗрсе кӗчӗ.

Мальчики подходили уже к заставе, как вдруг Гаврик схватил Петю за руку и быстро втащил в ближайшую подворотню.

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах хулара пулса пыракан ӗҫсем пирки Петяна килтисем хапха хыҫне те тухма чарнӑ.

Но дело в том, что Пете ввиду событий самым строжайшим образом было запрещено выходить за ворота.

XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Миҫе хутчен Гаврик, хапха патӗнчи тенкел ҫинче ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе хурал ларса, ҫын курӑнсанах хуллен шӑхӑрса ирттернӗ-ши?

Сколько раз приходилось Гаврику просиживать на скамеечке у калитки почти всю ночь, давая тихий свисток, когда возле дома появлялись чужие люди!

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑш ялавсем пӗчӗккӗ, тӗсӗ кайнӑ, вӗсене кӗске туясемпе хапха ҫумне аран ҫаккаласа хунӑ.

Были флаги небольшие, полинявшие, на коротких палках, кое-как привязанных к воротам.

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Городовой вара хӗҫне хул хушшине хӗстерсе, нимӗн те пулман пек, каллех хапха патне таврӑнать.

И городовой с шашкой под мышкой неторопливо возвращался к воротам, делая вид, что ничего особенного не произошло.

XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хапха хупӑнчӗ.

Ворота закрылись.

XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Терёша, каҫа ан юл! — тилмӗрсе каларӗ арӑмӗ, упӑшкине хапха патне ҫитиччен ӑсатса.

— Тереша, не ходи, поздно, — умоляюще сказала жена, провожая мужа до калитки.

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫав ҫуртсен хушшинчи хапха патне пыракан пусма ҫине хӑпарсан, эпӗ ҫыранран ҫыран патне ҫити сарӑлан бухта куртӑм та, мана каллех пӗр вӑранса та пӗр лӑпланса илен кӑмӑлӑм асӑма ҫук ҫӗклентерчӗ.

Поднявшись на высокую лестницу, которая вела под арку, перекинутую между этими домами, я увидел бухту от берега до берега, и непонятное волнение, которое всё утро то пробуждалось, то утихало в душе, вновь овладело мною с какой-то пронзительной силой.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр енчен, ун ҫывӑхӗнче урамри ҫапӑҫусем тума питӗ аван — унӑн икӗ хапха.

Во-первых, он был незаменим для уличных сражений, так как в нем было двое ворот.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Сарӑ, пысӑк хырӑмлӑ, шоколад тӗслӗ пысӑк ҫилхеллӗ, пӗчӗкҫӗ, тачка хӳреллӗ, хӑлхисем валли шӑтӑк тунӑ улӑм шӗлепкепе, акацисен сулхӑнӗнче ҫӑра куҫхаршисене тӑратса, вӑл хапха умӗнче, лайӑх вӗрентсе ӳстернӗ хӗрача пек, лӑпкӑн та йӑвашшӑн тӑнӑ.

Бежевая, пузатенькая, с шоколадной гривкой и маленьким, но пышным хвостом, в соломенной шляпке с дырами для ушей, она стояла, подняв мохнатые ресницы, смиренно и скромно, как благовоспитанная девочка, возле подъезда в тени акации.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Агентствӑран тухнӑ ҫӗрте, хапха умӗнче, подсумка ҫакнӑ, винтовка тытнӑ часовой тӑнӑ.

При выезде из агентства у ворот стоял часовой в подсумках, с винтовкой.

IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Виҫҫӗшӗ те хӑйсене ӑсатма хапха умне тухнӑ хуҫисемпе чӗререн ырӑ сунса уйӑрӑлчӗҫ те, дилижанс ҫине ларса, тапранса кайрӗҫ.

Все трое сердечно простились с хозяевами, вышедшими их проводить к воротам, уселись в дилижанс и поехали.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Дилижанс хапха патӗнче ҫул ҫине кайма хатӗр тӑрать.

Дилижанс уже стоял на дороге против ворот.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Акӑ хай, нимӗҫсем хупма тӑрӑшакан хапха, — терӗ те вӑл, Баренц тинӗсӗнчен Карск тинӗсне тухакан вырӑна ҫавӑнтах аллаппипе витрӗ, — вӗсем мӗншӗн тесен авиаци моторӗсем тӑвас ӗҫре Энск рудникӗсем мӗнле пысӑк усӑ кӑтартнине питӗ лайӑх тӗшмӗртеҫҫӗ.

Вот ворота, которые немцы стремятся захлопнуть, — живо сказал он и закрыл ладонью выход из Баренцева в Карское море, — потому что они прекрасно понимают хотя бы значение энских рудников для авиамоторостроения.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темӗн вӑрттӑн пӗлтересшӗн вӑл мана, кӗсйине ҫапса кӑтартать, вара, пурте хапха патнелле ҫитсен, эпир конторӑна ӑшӑнма кӗретпӗр.

Он делает мне Таинственный знак, хлопает по карману, и, когда все направляются к воротам, мы заходим в контору — погреться.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑҫтан асра тӑрса юлчӗ-ха ҫак самант: хӗвел ҫутатса таран Восстани площачӗ, тинӗс ҫарӗн шинельне тӑхӑннӑ ҫӳлӗ доктор пусма тӑрӑх хӑпарать те унӑн пусма картлашкинче хуҫланса пыракан мӗлки ун хыҫҫӑн хӑпарать, аслӑ хапха умӗнче чуна пӑшӑрхантаракан пушлӑх…

Удивительно, как запомнилась мне эта минута: площадь Восстания, залитая солнцем; длинный доктор в морской шинели, поднимающийся по ступеням; тень, которая сломилась на ступенях, поднималась за ним; тревожная пустота у главного входа.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed