Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тунӑ (тĕпĕ: ту) more information about the word form can be found here.
Ӗҫӗ пӗртте ун пек мар-мӗн: хуняма карчӑкӗ, аллӑран тахҫанах иртнӗ пулин те, ҫӳҫне кӑтралатса, тутине пӗветсе ҫӳрекенскер, ниҫта та ӗҫлеменскер, спекулянтсемпе ҫыхланса кайнӑ, тӗрлӗ капӑр плащсем, нейлон кофтӑсем вӑрттӑн сутса ҫӳренӗ, хӑш чухне, киле ӳсӗр таврӑнса, асар та писер скандалсем тунӑ.

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Куншӑн вара Энтрей арӑмӗ ӑна тем пекех тав тунӑ.

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Ҫав хушӑра пур ӗҫсене те арӑмӗ тунӑ — пасара та ҫӳренӗ (сывӑ чухне Энтрей ӑна пасара яман, эс унта укҫа нумай пӗтеретӗн, спекулянтсем мӗн чухлӗ ыйтаҫҫӗ — ҫавӑн чухлӗ паратӑн, кӗлешсе тӑмастӑн, ма тесессӗн укҫине ху ӗҫлесе илместӗн те ун хакне пӗлместӗн, тенӗ), шыв ӑсма та кайнӑ, вуттине те ҫурса йӑтса кӗнӗ.

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

— Хуть те мӗн тунӑ пултӑр, сан ӗҫ ҫук унта!

Help to translate

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Ҫуркунне, ҫӗршыв типнӗ вӑхӑтра, кӗтмен-туман ҫӗртенех вӑл мана грузовик ҫине лартса хуларан чылай инҫете, темле вӑрман хӗррине, илсе кайрӗ те, ҫамрӑк кӑна улма-ҫырла йывӑҫҫисем хушшинче ятарласа ман валли тунӑ йытӑ вити, вырӑсла каласан конура ҫумне тем тӑршшӗ сӑнчӑрпа кӑкарса лартрӗ.

Help to translate

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Пӗррехинче эпӗ — хамӑн шутсӑр выляс килнипе — унӑн хура-хӑмӑр тилӗрен тунӑ ҫухавине йӑлт туласа тӑкрӑм, ним хӑвармарӑм, тепри пулсан мана уншӑн ҫаксах вӗлермелле, анчах Раиса Ивановна чӗн пиҫиххипе ҫурӑм урлӑ ячӗшӗн виҫҫӗ-тӑваттӑ туртса ҫапнипех каҫарчӗ.

Help to translate

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Ҫав пур ӗҫсене тунӑ хушӑрах, 1930 ҫултан пуҫласа шутласан, 52 кӗнеке ҫырса кӑларнӑ, вӗсенчен саккӑрӑшӗ — кулӑшла калавсемпе фельетонсен кӗнекисем.

Help to translate

Умсӑмах // Паллӑ мар. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 2 с.

Ҫак лапама республика хыснинчи укҫа-тенкӗпе тунӑ.

Эта площадка создана на средства республиканского бюджета.

Ҫӗнӗ Шупашкарта суту-илӳ вырӑнӗсене ҫӗнетнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35288.html

Муркаш районӗнчи Алексей Петровичпа Римма Михайловна Петровсем пӗрлешнӗренпе 70 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.

Алексей Петрович и Римма Михайловна из Моргаушского района отметили 70-летие супружеской жизни Петровых.

Муркаш районӗнчи Петровсем 70 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35274.html

Вӑл кулленех рейс хыҫҫӑн рейс тунӑ.

Он ежедневно совершал рейс за рейсом.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Тӗрӗслӗхшӗн ҫунакан автор тунӑ ҫитӗнӳсемпе кӑна лӑпланса лармасть.

Help to translate

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Студентсем Вӑрмар районӗнчи Сӗнтӗр ялӗнче 3 хутлӑ шкул ҫуртне хӑпартнӑ: йӗкӗтсем кирпӗч хунӑ, сварка ӗҫӗсене тунӑ, хӗрсем бетон ҫӗкленӗ.

Help to translate

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

— Ҫамрӑк гвардеецсен тӑван тавралӑх тасалӑхӗшӗн, сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн тӑрӑшса тунӑ ӗҫӗсем те курӑмлӑ.

Help to translate

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/

Ыркӑмӑллӑх шучӗпе тунӑ ӗҫӗрсем пирки чарӑнса тӑрар-ха?

Help to translate

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/

Вӗсем управлени йышӑнӑвӗсем тата пӗтӗмлетӳ тунӑ чухнехи хӑвӑртлӑха ӳстерме витӗм кӳрӗҫ.

Help to translate

Чӑваш Ен икӗ банкпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/chav ... i-pirki-ki

2022 ҫулта антрахинон мелӗпе усӑ курса водород перекиҫне туса кӑларас енӗпе контрактсем тунӑ.

Help to translate

Денис Мантуровпа Олег Николаев Чӑваш Енӗн малашлӑх аталанӑвӗн ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсене сӳтсе явнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/deni ... nn-malashl

Сӑвап кӑна тунӑ эс ҫынсене.

Help to translate

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тутрине вӑл янах айӗнчен ҫавӑрса хыҫалалла ҫыхнӑ, икӗ питҫӑмарти тӗлӗнчен икӗ хутлам тунӑ, ҫамка тӗлӗнчен — кӗтес.

Help to translate

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫырма леш енчен ҫирӗк хуппинчен тунӑ какӑр сасси илтӗнчӗ.

Help to translate

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Алли-ури ҫавӑрса тунӑ пек…

Help to translate

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed