Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫут the word is in our database.
ҫут (тĕпĕ: ҫут) more information about the word form can be found here.
Вӑл ҫут тӗнчере халӗ те пурӑнасса эп ним чухлӗ те тӗлленменччӗ пулин те, вӑл иккенне эпӗ ҫинчех тавҫӑрса илтӗм.

Я сразу понял, что это он, хотя до сих пор мне даже и в голову никогда не приходило, что этот человек существует на свете.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ халӗ санӑн аҫу ҫинчен санран хӑвӑнтан та ытларах, ҫут тӗнчери мӗнпур ҫынсенчен ытларах пӗлетӗп.

— Я знаю теперь о твоём отце больше тебя, больше всех людей на свете.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мансӑр пуҫне пӗтӗм ҫут тӗнче ҫывӑрать; пӗр эпӗ ҫеҫ ҫак тӗттӗмре выртатӑп.

Весь мир спал, кроме меня; и только я лежал в темноте.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑвӑр пӗр шухӑшпа кӑна пурӑнса курнӑ пулсан, ҫут тӗнчере урӑх шухӑш, урӑх ӗмӗт пур тени те сире тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ пулӗччӗ.

Бывает, вы полны одной мыслью, так что даже странным кажется, что есть на свете какие-нибудь другие желания и мысли.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сахал-и-ха ҫут тӗнчере Григорьевсем!

Мало ли Григорьевых на свете!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кун пекки ҫут тӗнчере пурнас килмен чухне кӑна пулать вӑл.

Так бывает, когда больше не хочется жить.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрре ӑмӑрткайӑк ҫӑханран: Кала мана, ҫӑхан тусӑм, мӗнле эсӗ ҫут тӗнчере виҫҫӗр ҫул, эпӗ мӗнпурӗ те вӑтӑр виҫӗ ҫул кӑна пурӑнатӑп? — тесе ыйтнӑ, тет.

Однажды орел спрашивал у ворона: скажи, ворон-птица, отчего живешь ты на белом свете триста лет, а я всего-навсе только тридцать три года?

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ун чухне вара пӗтӗм ҫут тӗнчепе сывпуллашмалла пулать!

Тогда все на свете прощай!

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир вӗт сана пӗтӗм ҫут тӗнче тӑрӑх шырарӑмӑр.

Ведь мы тебя по всему свету искали.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗтӗм ҫут тӗнче ҫинченччӗ пулас!

Кажется, обо всем на свете!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку вӑл ҫав тери илемлӗ, маншӑн вара ҫут тӗнчере пурте илемлӗ пек туйӑнать.

Это очень красиво, и я почувствовал, что все на свете хорошо.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Кам эсӗ, мӗншӗн ҫут тӗнчере пурӑнатӑн?» тенӗччӗ вӑл.

«Кто ты такой и зачем существуешь на белом свете?»

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ху кам иккенӗ ҫинчен шухӑшлама, ҫут тӗнчере мӗншӗн пурӑннине пӗлме вӑхӑт ҫитнӗ ӗнтӗ сана!

— И вообще пора тебе подумать, кто ты такой и зачем существуешь на белом свете!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫут тӗнче те кӗрӗк арки чухлӗ ҫеҫ туйӗнче пулӗ…

Я чаю, небо с овчинку показалось…

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Ас тӑватӑр-ха, юратнӑ доктор, — терӗм эпӗ; — ухмахсемсӗр ҫут тӗнчере те питӗ кичем пулнӑ пулӗччӗ…

— Заметьте, любезный доктор, — сказал я, — что без дураков было бы на свете очень скучно!..

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫулӑн икӗ айккипе якалнӑ хура чулсем мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ, юр айӗнчен унта-кунта йывӑҫ тӗмӗсем курӑнкалаҫҫӗ, пӗр ҫулҫӑ та вырӑнӗнчен хускалмасть, ҫакӑн пек вырӑнта, вилнӗ пек тӗлӗрсе ҫывӑран ҫут ҫанталӑкра, вырӑс шӑнкӑравне, ӗшеннӗ почтӑ тройки пыни питех те савӑнтарать.

По обеим сторонам дороги торчали голые, черные камни; кой-где из-под снега выглядывали кустарники, но ни один сухой листок не шевелился, и весело было слышать среди этого мертвого сна природы фырканье усталой почтовой тройки и неровное побрякиванье русского колокольчика.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗчӗк кокетка иккӗ пӑхса илсех хӑй мана килӗшнине сисрӗ; вӑл пысӑк сенкер куҫӗсене ҫӗрелле антарчӗ: эпӗ унпа калаҫма тытӑнтӑм, вӑл, ҫут тӗнче курса ҫӳренӗ хӗр пекех, манпа пӗр именмесӗр калаҫрӗ.

Маленькая кокетка со второго взгляда заметила впечатление, произведенное ею на меня; она потупила большие голубые глаза; я стал с нею разговаривать, она отвечала мне безо всякой робости, как девушка, видевшая свет.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Пӗри питӗрсе лартнӑ камерӑсенче пулса иртет, ӑна ҫут тӗнчерен пӗтӗмпех уйӑрнӑ, анчах та вӑл унпа пурпӗр тачӑ ҫыхӑнса тӑрать.

Одна проходит в запертых камерах, тщательно изолирована от внешнего мира и тем не менее всюду связана с ним самым тесным образом.

Ҫынсем тата II-мӗш марионеткӑсем (Панкрац) // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Тепри тата, ҫав хут листисене илсе кайса, вӗсене хӑҫан та пулин, вӑхӑт ҫитсен, каллех ҫут тӗнчене кӑлармалла тума тӗплӗн пытараканни?

А тот, другой, инициатор этих записок, который уносит и заботливо прячет эти листки, чтобы когда-нибудь, когда придет время, они снова появились на свет?

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Вара пӗр-пӗрине алӑран тытса (кун пек ҫӳрени вӗсен шкулта вӗреннӗ чух та пулман), ҫут тӗнчере пурин ҫинчен те манса кайса, вӗсем Атӑлӑн чӑнкӑ ҫыранӗ хӗррине кайнӑ.

И, взявшись за руки, чего они не делали даже в годы отрочества, позабыв обо всем на свете, они отправились на крутоярье — высокий, обрывавшийся к Волге холм.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed