Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Халӗ вара Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тепӗр виҫӗ ҫултан, — ҫулӗсене тара кӗрӗшнӗ ҫын пек шутласассӑн, — Моавӑн аслӑлӑхӗ мӗнпур шутсӑр йышлӑ халӑхӗпе пӗрле намӑса тӑрса юлӗ, чӗрӗ юлнисем питӗ сахал пулӗҫ, тет.
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Турӑ вара ҫапла калать: ун пек пулмӗ, ун пек пулас ҫук: 8. Сири пуҫӗ — Дамаск, Дамаск пуҫӗ — Рецин; тепӗр утмӑл пилӗк ҫултан Ефрем халӑх пулма пӑрахӗ.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӗрарӑм илемне пула нумайӑшӗ ҫултан аташса кайнӑ: илемрен, ҫулӑм хыпнӑ пек, юрату хыпса илет.9. многие совратились с пути чрез красоту женскую; от нее, как огонь, загорается любовь.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫынни ҫултан аташса кайсассӑн, ӑслӑлӑх пӑрахса хӑварать те, лешӗ вара пӑсӑлсах каять.22. Если он совратится с пути, она оставляет его и отдает его в руки падения его.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫамрӑка хӑй ҫулӗн пуҫламӑшӗнче вӗрент, вара вӑл ватӑлса ҫитсен те ҫав ҫултан пӑрӑнмӗ.6. Наставь юношу при начале пути его: он не уклонится от него, когда и состарится.
Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫултан пӑрӑнакана хаса ҫитӗ, питленине курайманни те тӗп пулӗ.10. Злое наказание - уклоняющемуся от пути, и ненавидящий обличение погибнет.
Ытар 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Манӑн ура тӳрӗ ҫултан пӑрӑннӑ пулсассӑн, чӗрем куҫ илӗртни хыҫҫӑн кайнӑ пулсассӑн, аллӑм ҫумне таса марри ҫыпҫӑннӑ пулсассӑн, 8. эпӗ акнине тепӗри ҫитӗр, манӑн калчана кӑкласа пӑрахчӑр.
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах та Вӑл халалланӑ ҫултан пӑрӑнсан, вӗсене чылай вӑрҫӑра хӑрушла аркатса-ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсене ют ҫӗре тыткӑна илсе кайнӑ, вӗсен Туррийӗн Ҫуртне аркатса пӗтернӗ, вӗсен хулисене тӑшмансем ярса илнӗ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Суккӑрланнӑ чухне вӑл сакӑрвунӑ саккӑрта пулнӑ, сакӑр ҫултан унӑн куҫӗ уҫӑлнӑ.2. Он был восьмидесяти восьми лет, когда потерял зрение, и чрез восемь лет прозрел.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Нумайӑшӗ пуҫ хунӑ, ҫултан аташнӑ, хӗрарӑмсене пула ҫылӑха кӗнӗ.27. Многие погибли и сбились с пути и согрешили через женщин.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Тепӗр ҫултан Навуходоносор ун патне ҫынсем янӑ та ӑна Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсемпе пӗрле Вавилона илсе пыртарнӑ, 46. Иудейӑпа Иерусалим патшине ҫирӗм пӗр ҫулхи Седекияна лартнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Темиҫе ҫултан вӑл Самарие Ахав патне кайнӑ; Ахав ун валли тата унпа пӗрле пынӑ ҫынсем валли темӗн чухлӗ шултӑра выльӑхпа вак выльӑх пусса тултарнӑ, Иосафата хӑй майлӑ ҫавӑрса Галаадри Рамоф хули ҫине вӑрҫӑпа кайма сӗннӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иехонияна, Иудея патшине, тыткӑна илсе кайнӑ хыҫҫӑн вӑтӑр ҫичӗ ҫултан, ҫав ҫулӑн вуниккӗмӗш уйӑхӗнче, ҫав уйӑхӑн ҫирӗм ҫиччӗмӗш кунӗнче, Вавилон патши Евилмеродах хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Иехонияна тӗрме ҫуртӗнчен кӑларнӑ, 28. вӑл унпа кӑмӑллӑн калаҫнӑ, вӑл ӑна хӑй патӗнчи Вавилонри патшасенчен мала хунӑ; 29. унӑн тӗрме тумтирне улӑштарнӑ, вӑл ӗнтӗ ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Вавилон патши патӗнче апатланса пурӑннӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Езекия тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Осия — Ила ывӑлӗ, Израиль патши — ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ассири патши Салманассар Самарие тапӑннӑ, ӑна хупӑрласа илнӗ, 10. ӑна вӑл виҫӗ ҫултан ҫӗнсе илнӗ: Езекия улттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, эппин, Израиль патши Осия тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӑл Самарие парӑнтарнӑ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче — хӑйсене Египет ҫӗрӗнчен, Египет патшийӗн, фараонӑн, аллинчен хӑтарса илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа умӗнче — ҫылӑха кӗме пуҫласа, урӑх турӑсене пуҫҫапма тытӑннӑ, 8. вӗсем Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа кӑларса янӑ халӑхсен тата Израиль патшисенӗн йӑли-йӗркипе пурӑнма пуҫланӑ, 9. Израиль ывӑлӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тума тытӑннӑ, хӑйсен мӗнпур хулинче чӳк тумашкӑн тӳпем вырӑнсем туса лартнӑ, хурал пашнисенчен пуҫласа тӗреклӗлетнӗ хуласем таран чӳк вырӑнӗсем туса тултарнӑ, 10. кашни ҫӳллӗ сӑрт тӑрринчех, кашни лаштра йывӑҫ айӗнчех чул палӑксемпе Астарта юпине лартнӑ, 11. хӑйсем патӗнчен Ҫӳлхуҫа хӑваласа янӑ халӑхсем пек, тӳпем вырӑнсенче чӳк тума, тӗтӗрме, Ҫӳлхуҫана ҫиллентермелли киревсӗр ӗҫсем тума пуҫланӑ, 12. Ҫӳлхуҫа «апла ан тӑвӑр» тесе асӑрхаттарнине пӑхмасӑрах, йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ, 13. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мӗнпур пророкӗ урлӑ, витӗркурансем урлӑ Израиле тата Иудӑна ҫапла асӑрхаттарса каланӑ: хӑвӑр суйласа илнӗ киревсӗр ҫултан пӑрӑнӑр, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса, Эпӗ каланисене пӑхӑнса пурӑнӑр, Эпӗ сирӗн аҫӑрсене тата сире хӑвӑра Хамӑн пророк чурамсем урлӑ вӗрентсе кӑтартнӑ ҫул ҫине каялла таврӑнӑр, тенӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫичӗ ҫултан ҫав хӗрарӑм Филисти ҫӗрӗнчен таврӑннӑ, хӑйӗн ҫурчӗпе ҫӗрӗ пирки ыйтма патша патне пынӑ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Анчах тепӗр виҫӗ ҫултан Семейӗн икӗ чури Анхус патне — Геф патши, Мааха ывӑлӗ патне — тарнӑ.39. Но через три года случилось, что у Семея двое рабов убежали к Анхусу, сыну Маахи, царю Гефскому.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Икӗ ҫултан Авессаломӑн Ефрем ҫӗрӗнчи Ваал-Гацорта сурӑх ҫӑмӗ касмалла пулнӑ та, вӑл патша ывӑлӗсене пурне те унта хӑнана чӗннӗ.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Самуил ӗнтӗ пурӑнӑҫӗ тӑршшӗпех Израиль тӳри пулнӑ: 16. ҫултан ҫулах вӑл Вефиль, Галгал тата Массифа хулисене ҫитсе ҫаврӑнса тухнӑ, ҫавӑнти мӗнпур вырӑнта Израиле сут тунӑ; 17. кайран вӑл Рамӑна таврӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн килӗ-ҫурчӗ ҫавӑнта пулнӑ, унта вӑл Израиле сут тунӑ, унта вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли вырӑн туса лартнӑ.
1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тата каланӑ: кашни ҫулах Силом хулинче Ҫӳлхуҫа уявӗ пулать, хули вӑл Вефиль хулинчен ҫурҫӗр енче, Вефильтен Сихеме каякан ҫултан тухӑҫ енче, Левона хулинчен кӑнтӑр енче ларать, тенӗ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.