Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫивӗч the word is in our database.
ҫивӗч (тĕпĕ: ҫивӗч) more information about the word form can be found here.
Ҫӗнӗ технологисен тытӑмӗн условийӗсенче экономикӑн наукӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ ҫул-йӗрӗсем валли пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсем ҫитменни ҫивӗчрен те ҫивӗч ыйту пек палӑрать.

В условиях нового технологического уклада дефицит квалифицированных специалистов наукоемких направлений экономики становится все более острой проблемой.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Ҫавӑнпа та паян пахалӑхлӑ шкул хутлӑхне йӗркелесси ҫивӗч ыйтусен шутне кӗрсе пырать.

Поэтому сегодня все актуальнее становится организация качественной школьной среды.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Районта ҫулсем тӑвасси, унччен сарнисене юсасси те – ҫивӗч ыйтусен шутӗнче.

Help to translate

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Чӑваш наци конгресӗ те ку ҫивӗч ыйтӑва пӗр-пӗр ҫавра сӗтел йӗркелесе пӑхса тухса усӑллӑччӗ пуль.

Help to translate

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Чӗрчунӑн куҫӗсем вӑйсӑртарах, шӑршӑ лайӑх пӗлет, хӑлхи — ҫивӗч.

Help to translate

Чӗрӗп шaши тытать-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрринче пурӑнакансен шухӑшӗ тӗрлӗрен: пӗрисем паян хускатакан ҫивӗч ыйту хӑҫан та пулсан татӑласса ӗненмеҫҫӗ, ҫавӑнпах ун ҫине алӑ сулнӑ, теприсем лару-тӑрӑва улӑштарассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Шухӑ водительсем саккуна уямаҫҫӗ, ҫынсене шеллемеҫҫӗ // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Нумай ҫӗршывра, регионта технологи, финанс тата ҫынсен ресурсӗсемшӗн чӑн-чӑн ҫивӗч кӗрешӳ пырать.

Борьба за технологические, людские и финансовые ресурсы разворачивается на уровне целых стран, регионов.

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Чӑваш Енри лару-тӑру аплах ҫивӗч мар пулас та - пирӗн полици ертӳҫисене сӑмах памарӗҫ, анчах конференцин Шупашкарти студийӗнче пухӑннӑ журналистсене республикӑри ӗҫ-пуҫпа ЧР шалти ӗҫсен министрӗн заместителӗ - полици пуҫлӑхӗ Андрей Тимофеев тата унӑн йӗркелӗхе сыхлас енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Валерий Жуковец паллаштарчӗҫ.

Help to translate

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Иртнӗ эрне вӗҫӗнче ОК председателӗ Анатолий Кучерена ертсе пынипе иртнӗ канашлура ҫул ҫитменнисем преступлени тӑвассипе тата ӗҫкӗпе сӑлтавланнӑ преступленисемпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Help to translate

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Вӑл Резников Правительствӑна килнӗ май ЖКХри ҫивӗч ыйтусене татса пама май килессе шаннине палӑртрӗ.

Help to translate

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Вӑл ҫивӗч ыйтусем ҫинче те — халӑхӑн тупӑшӗ ӳсессин хӑвӑртлӑхӗ чакни, хаксемпе тарифсем ӳсни — чарӑнса тӑчӗ, вӗсене ҫӗнӗ суйлаври депутатсемпе пӗрле татса парасса шаннине пытармарӗ.

Help to translate

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

«Влаҫ — полномочисем ҫеҫ мар, халӑх умӗнчи пысӑк яваплӑх та. Паян пирӗн умра тӑракан тӗп тӗллев — ҫынсен шанӑҫне тӑрӑшуллӑ ӗҫпе тӳрре кӑларасси. Эпир халӑхшӑн ӗҫлетпӗр! Граждансен ҫивӗч ыйтӑвӗсене халӑхран уйрӑм, пӳлӗмсенче ҫеҫ ларнипе татса параймӑн. Суйлавҫӑсемпе ҫывӑхарах пулмалла, ҫынсемпе хастартарах хутшӑнмалла, вӗсене итлемелле тата илтмелле», — калаҫӑва тӑсрӗ регион Пуҫлӑхӗ.

Help to translate

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Пирӗн вара хальлӗхе ку енӗпе опыт ҫукрах, ҫавӑнпа наци культура пӗрлӗхӗсен /республикӑра вӗсем 34, вӗсенчен 24-не регистрациленӗ/ ертӳҫисем хӑйсен умӗнче тӑракан ҫивӗч ыйтусен шутӗнче, тӗпрен илсен, йышпа пуҫтарӑнмалли пӳлӗм, вырӑн ҫукки, халӑхсен йӑли-йӗркине, тӑван чӗлхине упраса хӑварасси тӗп тӗллев тесе палӑртатчӗҫ.

Help to translate

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

ЧР Пуҫлӑхӗ ҫӗр лаптӑкӗсемпе усӑ курнӑшӑн, пурлӑхшӑн тытакан налук енӗпе пысӑк парӑма кӗнисемпе тунӑ килӗшӳсене татас ыйтӑва ҫивӗч лартмалла терӗ.

Help to translate

Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Анчах ҫакнашкал мерӑсемпе кӑна транспорт предприятийӗсен ҫивӗч ыйтӑвне татса параймӑн — ҫакӑ та иккӗленӳсӗр.

Их число хотят сократить, маленькие автобусы хотят заменить большими.

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Чун тасалӑхӗ, ҫивӗч ӑсӗ, тӳрӗ кӑмӑл-туйӑмӗ, йӗркелӗхӗ, тӗрӗслӗх туртӑмӗ тата ыттисене хисеплеме пӗлни — унӑн паха енӗсем.

Чистота души, острота ума, честность, дисциплина, стремление к справедливости и умение уважать других — его ценные качества.

Халӑха, тӑван ҫӗре парӑннӑ чӑн-чӑн чӑваш // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Михаил Игнатьев район тата администраци пуҫлӑхӗсемпе Николай Николаевпа тата Анатолий Мясниковпа муниципалитетшӑн пӗлтерӗшлӗ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗ.

Михаил Игнатьев с главами района и администрации Николаем Николаевым и Анатолием Мясниковым обсудил важнейшие для муниципалитета вопросы.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Михаил Игнатьев район тата администраци пуҫлӑхӗсемпе Николай Николаевпа тата Анатолий Мясниковпа муниципалитетшӑн пӗлтерӗшлӗ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗ.

Михаил Игнатьев с главами района и администрации Николаем Николаевым и Анатолием Мясниковым обсудил важные вопросы развития муниципалитета.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Райадминистраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин каланӑ тӑрӑх — районта медицина кадрӗсен ыйтӑвӗ чӑнласах та питӗ ҫивӗч.

Help to translate

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Тирпей-илем ыйтӑвӗ те, право йӗркине пӑсакансемпе кӗрешесси те халӗ ялсенче ҫивӗч пулни каламасӑрах паллӑ.

Help to translate

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed