Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерӗшлӗ the word is in our database.
пӗлтерӗшлӗ (тĕпĕ: пӗлтерӗшлӗ) more information about the word form can be found here.
Яваплӑ должноҫра ӗҫлекенсем ял-хуласене тухса ҫӳресе вырӑнти халӑхпа тӗл пулаҫҫӗ, ҫынсем патне хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан информацине ҫитереҫҫӗ, пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ.

Help to translate

Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch

Кӑҫал сысна ҫулталӑкӗ пулнӑран, виҫӗ йӑрӑ та асамлӑ «сысна ҫурисем» чупкаласа ҫӳрени те пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятие хӑйне евӗрлӗ хаваслӑхпа илӗртӳлӗх кӳчӗ.

Благодаря тому, что в этом году был год Свиньи, бегство трех бойких и волшебных «поросят» принесло мероприятию своебразную радость и привлекательность.

Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06

— Ку вӑл, тӑванӑмҫӑм, — нумай пӗлтерӗшлӗ пӑшӑлтатупа тавӑрчӗ Клодт, — ҫыртмаллийӗ ҫавнашкал ку вӑл пирӗн.

— А это, родной мой, — многозначительным шепотом ответил Клодт, — это у нас такая закуска.

XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Паян ирхинехи пысӑк пӗлтерӗшлӗ те мӑнаҫлӑ шухӑшсем хыҫҫӑн хӑйне вӑл халӗ пӗчӗк, мӗскӗн, шурӑхнӑ шкул ачи пек ҫеҫ, темле никам юратман, йӑваш та пӑрахӑҫа кӑларнӑ ҫапкаланчӑк евӗр кӑна туйрӗ, — ҫак улшӑну вара питӗ намӑслӑччӗ.

После сегодняшних утренних важных и гордых мыслей он чувствовал себя теперь маленьким, жалким, бледным школьником, каким-то нелюбимым, робким и заброшенным мальчуганом, и этот переход был постыден.

VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ансат чӑнлӑх, каларӑш, пуриншӗн те паллӑ терӗш, — ун тупсӑмне вӑл тахҫанах ӗнтӗ илте-илте хӑнӑхнӑ, — ҫаксем шалти, темле пач кӗтмен ҫуталупа ҫиҫсе хӗмленеҫҫӗ те сасартӑках философилле тарӑн пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ, ун пек чух вара ҫавсене пурне те пӗрремӗш хут илтнӗн, вӗсене пӗтӗмпех хӑй уҫнӑн туйӑна-туйӑна каять.

Простая истина, поговорка, общеизвестное изречение, смысл которого он давно уже механически знал, вдруг благодаря какому-то внезапному внутреннему освещению приобретали глубокое философское значение, и тогда ему казалось, что он впервые их слышит, почти сам открыл их.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Кампани шӑпине пӗтӗмӗшпех татса паракан пысӑк пӗлтерӗшлӗ тытӑҫу ку.

Это генеральный бой, решающий всю судьбу кампании.

II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

В. И. Ленин хӑйӗн «Мӗн тумалла?» ятлӑ кӗнекинче ҫакӑн пек ҫырнӑ: «Малта пыракан кӗрешӗвҫӗ рольне малта тӑракан теори тӑрӑх ӗҫлекен парти кӑна пурнӑҫа кӗртме пултарать. Ҫакӑ вӑл мӗне пӗлтернине кӑшт та пулин конкретлӑ ӑнланса илес тесен, вулакан ӗнтӗ вырӑс социал-демокрачӗсем умӗнхи ҫынсене — Герцена, Белинские, Чернышевские тата 70-мӗш ҫулсенчи революционерсен ушкӑнне аса илтӗр; вырӑс литератури хальхи вӑхӑтра мӗнле пӗтӗм тӗнчипе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑни ҫинчен те шухӑшласа пӑхтӑр; шухӑшласа пӑхтӑр… вара ҫакӑ та ҫителӗклӗ!»

Help to translate

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Эсир, тархасшӑн, ан кӳренӗр, кунта ӗҫ эпир сире шанманнинче мар, анчах пирӗншӗн пит пысӑк пӗлтерӗшлӗ операцие тӗп тума право ҫук пирӗн, — ӑнлантарса пачӗ Бойко-Глухов, Нагульнов та курнӑ хӗрлӗ кӗнекине кӗсьене чиксе.

Вы, ради бога, не обижайтесь, тут дело не в том, что мы вам не доверяем, но, к сожалению, иногда так бывает, а рисковать операцией, имеющей для нас весьма важное значение, мы не имеем права, — снисходительно пояснил Бойко-Глухов, пряча в карман красную книжечку после того, как с ней ознакомился и Нагульнов.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Инҫетрен ӑна ут ҫинче мӗнле ларнинчен пӗлме пулать, ҫывӑхран вара — сӑнӗнчен, хӑтланчӑшӗнчен, тата хӗрарӑмсемпе мӗнле калаҫнинчен те вӑл казак иккенӗ паллӑ, именчӗк мар… — пысӑк пӗлтерӗшлӗ япала ҫинчен каланӑ пек каласа хучӗ вӑл.

Его издали по посадке угадаешь, а вблизу — по обличью, по ухватке, да и по обхождению с женщиной видать, что он казачьей закваски, не из робких… — многозначительно добавила она.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Социаллӑ пособисем, ача амӑшӗн капиталӗсем, ҫамрӑк ҫемьесене ҫурт-йӗр ҫавӑрма паракан ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Туслӑ кил-йышра ӳсеҫҫӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Вӗсем социаллӑ пӗлтерӗшлӗ темӑсене, наци тата регион проекчӗсене епле пурнӑҫланине ҫутатсах тӑраҫҫӗ, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас, тӑван чӗлхене юратма вӗрентес ӗҫе те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ ыйтнисене тӗпе хурса // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Массӑллӑ информацин пичет хатӗрӗсен халӑха социаллӑ пӗлтерӗшлӗ информацисемпе тивӗҫтерес ӗҫри пӗлтерӗшӗ хальхи вӑхӑтра та пысӑк.

Help to translate

Пурнӑҫ ыйтнисене тӗпе хурса // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

«Вӑл Раҫҫей гражданӗсемшӗн — уйрӑм пӗлтерӗшлӗ уяв, — терӗ.

Help to translate

Ҫак ӑнтӑлу халӗ те пӗрремӗш вырӑнта // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015.06.16

Ку чӗлхере пӗр сӑмах майлашӑвех питӗ нумай пӗлтерӗшлӗ пулма пултарать.

Help to translate

Тӗнчери чӗлхесен кӑсӑк енӗсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23415.html

Ҫавӑн пекех вӑл залра ларакансене савӑнӑҫлӑ та пӗлтерӗшлӗ хыпар пӗлтерчӗ: Шупашкарти Радужный ятлӑ ҫӗнӗ микрорайонти пӗр урама Василий Алентей ятне панӑ.

Help to translate

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

Обломовпа Ольга хушшинче вӑрттӑн, ыттисем асӑрхама пултарайман ҫыхӑну пуҫланчӗ: кирек хӑҫан пӑхни те, ыттисем умӗнче каланӑ кашни пӗчӗк сӑмах та вӗсемшӗн хӑйне майлӑ пӗлтерӗшлӗ пулчӗ.

Между Обломовым и Ольгой установились тайные невидимые для других отношения: всякий взгляд, каждое незначительное слово, сказанное при других, имело для них свой смысл.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӑнлануллӑн систерсе каланисем, пӗлтерӗшлӗ йӑл кулнисем, сирень чечекӗсен саманчӗ каялла тавӑрма ҫук иртсе кайрӗ.

Момент символических намеков, знаменательных улыбок, сиреневых веток прошел невозвратно.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑрманта ҫав йывӑҫсемех, анчах вӗсен шавӗ уйрӑм пӗлтерӗшлӗ пулни палӑрчӗ: вӗсемпе ун хушшине чӗрӗ килӗшӳ пырса кӗчӗ.

В лесу те же деревья, но в шуме их явился особенный смысл: между ними и ею водворилось живое согласие.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗр-пӗрне илсе кӑтартакан шухӑшсем пирӗн кашни минутрах ҫивӗчленсе те тарӑнланса пыраҫҫӗ; уйрӑм сӑмахсем, мӗн унта, сӑмахри уйрӑм саспаллисем те, сасартӑк виҫсе пӗтермелле мар пысӑк пӗлтерӗшлӗ вӑрттӑнлӑх пулса каяҫҫӗ, ҫакӑнпа пӗрлех тата пуҫран пӗр-пӗрин хыҫҫӑн чӑлах софизмсем турттара-турттара кӑларттаракан та тахҫанах йӑлӑхтарнӑ тавлашӑва чарса лартма чӑрмантаракан никам пӗлмен, тӗнчере ҫук синкерлӗ вӑй умӗнче пушшех вирлӗн ҫавӑра-ҫавӑра илет мана йӗрӗнчӗк сехӗрленӳ…

С каждой минутой доводы, которые мы приводили друг другу, становились все более тонкими и глубокими; отдельные слова и даже буквы слов принимали вдруг таинственное, неизмеримое значение, и вместе с тем меня все сильнее охватывал брезгливый ужас перед неведомой, противоестественной силой, что выматывает из моей головы один за другим уродливые софизмы и не позволяет мне прервать давно уже опротивевшего спора…

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Вӑл ҫарҫӑ йӗркипе кӗлисене шаклаттарса илчӗ те тутӑ ҫыннӑн пӗлтерӗшлӗ йывӑр уттипе сотски, ял старости тата Ярмола ҫӗлӗкӗсене хывсах чыслӑн кӗтсе тӑракан экипажӗ патнелле таплаттарчӗ.

Он по-военному пристукнул каблуками и грузной походкой сытого важного человека пошел к своему экипажу, около которого в почтительных позах, без шапок, уже стояли сотский, сельский староста и Ярмола.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed