Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выльӑх the word is in our database.
выльӑх (тĕпĕ: выльӑх) more information about the word form can be found here.
15. Ҫакна хӑвӑр чунӑрта ҫирӗп тытӑр: Ҫӳлхуҫа Хорив [тӑвӗ] ҫинче тӑрса сирӗнпе вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫнӑ кун эсир нимӗнле сӑн та курман, 16. ирсӗрленсе, сирӗн хӑвӑр валли суя турӑ кӗлеткисем, арҫын е хӗрарӑм евӗрлӗ йӗрӗхсем, 17. ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр выльӑх кӗлетки, пӗлӗт айӗнче вӗҫсе ҫӳрекен пӗр-пӗр ҫунатлӑ кайӑк кӗлетки, 18. ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пӗр-пӗр [ҫӗлен-калта] кӗлетки, ҫӗртен аялта шывра ишсе ҫӳрекен пӗр-пӗр пулӑ кӗлетки тумалла ан пултӑр; 19. санӑн тата тӳпе ҫине пӑхса, хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене [тата] ҫӳлти пӗтӗм ҫара курса, сӑхланса ӳксе, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр, вӗсене пӑхӑнса тӑмалла ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, вӗсене пӗтӗм тӳпе айӗнчи пур халӑх валли те туса панӑ.

15. Твердо держите в душах ваших, что вы не видели никакого образа в тот день, когда говорил к вам Господь на [горе] Хориве из среды огня, 16. дабы вы не развратились и не сделали себе изваяний, изображений какого-либо кумира, представляющих мужчину или женщину, 17. изображения какого-либо скота, который на земле, изображения какой-либо птицы крылатой, которая летает под небесами, 18. изображения какого-либо [гада,] ползающего по земле, изображения какой-либо рыбы, которая в водах ниже земли; 19. и дабы ты, взглянув на небо и увидев солнце, луну и звезды [и] все воинство небесное, не прельстился и не поклонился им и не служил им, так как Господь, Бог твой, уделил их всем народам под всем небом.

Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ҫавӑн чухне эпӗ сире ҫапла хушса каларӑм: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ҫак ҫӗре сире еткерлӗхе пачӗ; ҫапӑҫма пултаракансем пурте, вӑрҫа хатӗрленсе, хӑвӑрӑн тӑванӑрсенчен — Израиль ывӑлӗсенчен — малта пырӑр; 19. арӑмӑрсемпе ачӑрсем анчах, выльӑх-чӗрлӗхӗр анчах [эпӗ сирӗн выльӑх нумаййине пӗлетӗп] эпӗ хӑвӑра панӑ хуласенче юлччӑр, 20. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн тӑванӑрсене, сире хӑвӑра панӑ пек, тӑнӑҫлӑх париччен, вӗсем те Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, хӑйсене Иордан леш енче паракан ҫӗре еткерлӗхе иличчен вӗсемпе пӗрле пулӑр; вара кашнийӗ эпӗ сире панӑ еткер ҫӗрӗре таврӑнӑр, терӗм.

18. И дал я вам в то время повеление, говоря: Господь, Бог ваш, дал вам землю сию во владение; все способные к войне, вооружившись, идите впереди братьев ваших, сынов Израилевых; 19. только жены ваши и дети ваши и скот ваш [ибо я знаю, что скота у вас много,] пусть останутся в городах ваших, которые я дал вам, 20. доколе Господь [Бог] не даст покоя братьям вашим, как вам, и доколе и они не получат во владение землю, которую Господь, Бог ваш, дает им за Иорданом; тогда возвратитесь каждый в свое владение, которое я дал вам.

Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. акӑ Эпӗ Израилӗн вар уҫса ҫуралакан мӗнпур малтанхи ывӑлӗсем вырӑнне Израиль ывӑлӗсен хушшинчен левитсене илтӗм [вӗсем ҫавсем вырӑнне пулӗҫ]; левитсем Манӑн пулмалла, 13. мӗншӗн тесессӗн малтан ҫуралнисем пурте — Манӑн; Эпӗ Египет ҫӗрӗнче малтан ҫуралнӑ мӗнпур ывӑл ачана пӗтерсе тухнӑ кун Израилӗн малтан ҫуралнисене — этемрен пуҫласа выльӑх таранах — Хама халалларӑм; вӗсем Манӑн пулмалла.

11. И сказал Господь Моисею, говоря: 12. вот, Я взял левитов из сынов Израилевых вместо всех первенцев, разверзающих ложесна из сынов Израилевых [они будут взамен их]; левиты должны быть Мои, 13. ибо все первенцы - Мои; в тот день, когда поразил Я всех первенцев в земле Египетской, освятил Я Себе всех первенцев Израилевых от человека до скота; они должны быть Мои.

Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Вӑл Ҫӳлхуҫана парне пама юраман таса мар выльӑх пулсассӑн, ӑна священник патне илсе пырас пулать, 12. священник ӑна хак хурӗ: аван-и вӑл, начар-и — священник епле хак хурӗ, ҫапла пулӗ; 13. кам та пулин ӑна каялла тӳлесе илес тесессӗн, вӑл эсӗ хунӑ хак ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр.

11. Если же то будет какая-нибудь скотина нечистая, которую не приносят в жертву Господу, то должно представить скотину священнику, 12. и священник оценит ее, хороша ли она, или худа, и как оценит священник, так и должно быть; 13. если же кто хочет выкупить ее, то пусть прибавит пятую долю к оценке твоей.

Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Хӑвӑр пусса ҫиекен пӗр-пӗр выльӑх вилсессӗн, унӑн виллине сӗртӗннӗ ҫын каҫченех таса мар пулӗ; 40. ҫав виле ашне ҫиекенӗн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑй каҫченех таса мар пулӗ; кам та кам ҫав вилене йӑтса каять, унӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑй каҫченех таса мар пулӗ.

39. И когда умрет какой-либо скот, который употребляется вами в пищу, то прикоснувшийся к трупу его нечист будет до вечера; 40. и тот, кто будет есть мертвечину его, должен омыть одежды свои и нечист будет до вечера; и тот, кто понесет труп его, должен омыть одежды свои и нечист будет до вечера.

Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Йӗкӗр чӗрнеллӗ кирек хӑш выльӑх та, чӗрнисем хушшинче тарӑн ҫурӑк пулмасассӑн тата ҫинӗ апатне кавлемесессӗн, вӑл сирӗншӗн таса мар: ӑна сӗртӗнекен кирек камӑн та [каҫченех] таса мар пулӗ.

26. Всякий скот, у которого копыта раздвоены, но нет глубокого разреза, и который не жует жвачки, нечист для вас: всякий, кто прикоснется к нему, будет нечист [до вечера].

Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ҫав аш мӗнле те пулин таса мар япала ҫумне сӗртӗнсессӗн, ӑна ҫиме юрамасть, ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла; таса аша вара кирек мӗнле таса ҫын та ҫиме пултарать; 20. пӗр-пӗр ҫын хӑй таса мар чухнех Ҫӳлхуҫана кӳнӗ канӑҫлӑх парнийӗн ашне ҫисессӗн, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, 21. е пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин таса мар япала ҫумне, этем тасамарлӑхӗ ҫумне е таса мар выльӑх ҫумне, е мӗнле те пулин таса мар ҫӗлен-калта ҫумне сӗртӗннӗ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫана кӳнӗ канӑҫлӑх парнийӗн ашне ҫисессӗн, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, тенӗ.

19. Мяса сего, если оно прикоснется к чему-либо нечистому, не должно есть, но должно сжечь его на огне; а мясо чистое может есть всякий чистый; 20. если же какая душа, имея на себе нечистоту, будет есть мясо мирной жертвы Господней, то истребится душа та из народа своего; 21. и если какая душа, прикоснувшись к чему-нибудь нечистому, к нечистоте человеческой, или к нечистому скоту, или какому-нибудь нечистому гаду, будет есть мясо мирной жертвы Господней, то истребится душа та из народа своего.

Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вӑл ҫакна хӑшне те пулин туса айӑплӑ пулсассӑн, кайран хӑй тунӑ ҫылӑхне йышӑнса каласа парать пулсассӑн, 6. хӑй тунӑ ҫылӑхшӑн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни вак выльӑх, сурӑх е качака, кӳтӗр, вара священник ӑна ҫылӑхӗнчен тасатӗ.

5. Если он виновен в чем-нибудь из сих, и исповедается, в чем он согрешил, 6. то пусть принесет Господу за грех свой, которым он согрешил, жертву повинности из мелкого скота, овцу или козу, за грех, и очистит его священник от греха его.

Лев 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Пӗтӗм Израиль халӑхӗ йӑнӑшпа ҫылӑха кӗрес пулсассӑн, ҫылӑхне пӗтӗм пуху куҫӗнчен пытарса хӑварсассӑн тата тума кирлӗ маррине туса Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ мӗн те пулин тусассӑн, ҫапла айӑплӑ пулса тӑрсассӑн, 14. вӗсем тунӑ ҫылӑх ҫиеле тухсассӑн, вӗсем пӗтӗм халӑхран ҫылӑх парни шултӑра выльӑх, пӑру, кӳччӗр, ӑна пуху чатӑрӗ умне ҫавӑтса пыччӑр; 15. вара халӑх пуҫлӑхӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче аллисене пӑру пуҫӗ ҫине хуччӑр, пӑрӑвне Ҫӳлхуҫа умӗнче пусса пӑрахчӑр.

13. Если же все общество Израилево согрешит по ошибке и скрыто будет дело от глаз собрания, и сделает что-нибудь против заповедей Господних, чего не надлежало делать, и будет виновно, 14. то, когда узнан будет грех, которым они согрешили, пусть от всего общества представят они из крупного скота тельца в жертву за грех и приведут его пред скинию собрания; 15. и возложат старейшины общества руки свои на голову тельца пред Господом и заколют тельца пред Господом.

Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее пуху чатӑрӗнчен чӗнсе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: сирӗн хушшӑртан кам та пулин Ҫӳлхуҫана парне кӳрес тесессӗн, вӑл выльӑх-чӗрлӗх парни пулсассӑн, хӑвӑр парнӗре шултӑра тата вак выльӑх кӳрӗр.

1. И воззвал Господь к Моисею и сказал ему из скинии собрания, говоря: 2. объяви сынам Израилевым и скажи им: когда кто из вас хочет принести жертву Господу, то, если из скота, приносите жертву вашу из скота крупного и мелкого.

Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: малтанхи чул хӑмасем евӗрлӗ икӗ чул хӑма якатса ту, [вара Ман патӑма ту ҫине улӑх,] Эпӗ ҫав чул хӑмасем ҫине эсӗ ҫӗмӗрнӗ малтанхи чул хӑмасем ҫинчи сӑмахсене ҫырӑп; 2. ир тӗлне хатӗр пул, ирхине Синай тӑвӗ ҫине улӑх, унта, ту тӑрринче, Ман умӑма пырса тӑр; 3. санпа пӗрле никам та улӑхмалла мар, ту ҫинче нихӑш тӗлте те никам та ан курӑнтӑр; выльӑх таврашӗ те — вак выльӑх-и, шултӑра выльӑх-и — ҫак ту ҫывӑхӗнче ҫӳремелле мар, тенӗ.

1. И сказал Господь Моисею: вытеши себе две скрижали каменные, подобные прежним, [и взойди ко Мне на гору,] и Я напишу на сих скрижалях слова, какие были на прежних скрижалях, которые ты разбил; 2. и будь готов к утру, и взойди утром на гору Синай, и предстань предо Мною там на вершине горы; 3. но никто не должен восходить с тобою, и никто не должен показываться на всей горе; даже скот, мелкий и крупный, не должен пастись близ горы сей.

Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Вара Манӑн сӑваплӑ ҫыннӑмсем пулатӑр; хирте тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ выльӑх ашне ан ҫийӗр, ӑна йытта парӑр.

31. И будете у Меня людьми святыми; и мяса, растерзанного зверем в поле, не ешьте, псам бросайте его.

Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Эхер те кам та пулин шӑтӑк уҫса хурсассӑн е шӑтӑк алтса ӑна витмесӗр хӑварсассӑн, унта вӑкӑр е ашак кӗрсе ӳксессӗн, 34. шӑтӑк хуҫи тӳлеме тивӗҫлӗ, унӑн выльӑх хуҫине кӗмӗл памалла, вилли вара ӑна пулӗ.

33. Если кто раскроет яму, или если выкопает яму и не покроет ее, и упадет в нее вол или осел, 34. то хозяин ямы должен заплатить, отдать серебро хозяину их, а труп будет его.

Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Кайран хӑвӑн ывӑлу санран: ку мӗн? тесе ыйтсассӑн, ӑна кала: Ҫӳлхуҫамӑр пире Египетран, чуралӑх ҫуртӗнчен, хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ; 15. фараон пире ярасшӑн мар пулса кутӑнланса тӑнӑ чухне Ҫӳлхуҫамӑр Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене пурне те — ҫынсен малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа малтанхи выльӑх таранчченех — вӗлерсе тухрӗ, ҫавӑнпа эпӗ вар уҫса ҫуралаканнисене, арсене, пурне те Ҫӳлхуҫана парне кӳретӗп, кашни малтанхи ывӑлӑма тӳлесе илетӗп; 16. ҫакӑ санӑн аллу ҫинчи карт пултӑр, ҫамкуна ҫыхмалли хӑю вырӑнне пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫамӑр пире Египетран хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ, те, тенӗ.

14. И когда после спросит тебя сын твой, говоря: что это? то скажи ему: рукою крепкою вывел нас Господь из Египта, из дома рабства; 15. ибо когда фараон упорствовал отпустить нас, Господь умертвил всех первенцев в земле Египетской, от первенца человеческого до первенца из скота, - посему я приношу в жертву Господу все, разверзающее ложесна, мужеского пола, а всякого первенца из сынов моих выкупаю; 16. и да будет это знаком на руке твоей и вместо повязки над глазами твоими, ибо рукою крепкою Господь вывел нас из Египта.

Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ку ҫул иртсе кайнӑ; вӗсем тепӗр ҫулхине те ун патне пынӑ та каланӑ: кӗмӗл пӗтнине, пирӗн выльӑх кӗтӗвӗсем хуҫамӑр аллине куҫнине эпир хамӑр хуҫамӑртан пытараймастпӑр; ӗнтӗ хамӑр ӳтсӗр пуҫне, хамӑр ҫӗрсӗр пуҫне хуҫамӑр умӗнче пирӗн нимӗн те юлмарӗ; 19. мӗншӗн пирӗн хамӑрӑн та, хамӑрӑн ҫӗрӗмӗрсен те санӑн куҫу умӗнчех пӗтес-ха? тырӑшӑн пире хамӑра та, пирӗн ҫӗрсене те ил, вара эпир ҫӗрӗ-мӗнӗпех фараон чурисем пулӑпӑр, эсӗ пире вӑрлӑх пар, эпир чӗрӗ юлар, вилер мар, ҫӗр пушанса ан юлтӑр, тенӗ.

18. И прошел этот год; и пришли к нему на другой год и сказали ему: не скроем от господина нашего, что серебро истощилось и стада скота нашего у господина нашего; ничего не осталось у нас пред господином нашим, кроме тел наших и земель наших; 19. для чего нам погибать в глазах твоих, и нам и землям нашим? купи нас и земли наши за хлеб, и мы с землями нашими будем рабами фараону, а ты дай нам семян, чтобы нам быть живыми и не умереть, и чтобы не опустела земля.

Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Фараон сире чӗнтерсе: эсир мӗн ӗҫ туса пурӑнатӑр? тесе ыйтсассӑн, 34. хӑвӑра Гесем ҫӗрне вырӑнаҫтарччӑр тесе, эсир ҫапла калӑр: эпир, санӑн чурусем — хамӑр та, пирӗн аттесем те — мӗн ачаранпах выльӑх пӑхатпӑр, тейӗр.

33. Если фараон призовет вас и скажет: какое занятие ваше? 34. то вы скажите: мы, рабы твои, скотоводами были от юности нашей доныне, и мы и отцы наши, чтобы вас поселили в земле Гесем.

Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Иосиф, вӗсем хушшинче Вениамина [хӑйӗн пӗртӑванне, хӑйӗн амӑшӗн ывӑлне] курсассӑн, хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне каланӑ: ҫак ҫынсене пӳрте илсе кӗр те мӗнле те пулин выльӑх пусса пӗҫерсе-хатӗрлесе хур, ҫак ҫынсем кӑнтӑрла манпа пӗрле апатланӗҫ, тенӗ.

16. Иосиф, увидев между ними Вениамина [брата своего, сына матери своей], сказал начальнику дома своего: введи сих людей в дом и заколи что-нибудь из скота, и приготовь, потому что со мною будут есть эти люди в полдень.

Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Иаков хӑйӗн хӗрне Динӑна [Еммор ывӑлӗ] чыссӑрлани ҫинчен илтнӗ, анчах ывӑлӗсем выльӑх кӗтӗвӗпе пӗрле хирте пулнӑран вӗсем таврӑниччен нимӗн те шарламан.

5. Иаков слышал, что [сын Емморов] обесчестил Дину, дочь его, но как сыновья его были со скотом его в поле, то Иаков молчал, пока не пришли они.

Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Иаков хӑй умӗнчен Исав пиччӗшӗ патне Эдом ҫӗршывне, Сеир ҫӗрне, хыпарҫӑсем янӑ, 4. вӑл вӗсене хытарса каланӑ: манӑн Исав хуҫама ҫапла калӑр: санӑн Иаков чуру акӑ ҫапла калать, тейӗр: эпӗ Лаван патӗнче пурӑнтӑм, халичченех унта пурӑнтӑм; 5. манӑн вӑкӑрсем, ашаксем, вак выльӑх, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем те пур, хамӑн [Исав] хуҫамӑм умӗнче ырӑлӑх тупасчӗ тесе, эпӗ [санӑн чуру] хам ҫинчен пӗлтермешкӗн хыпарҫӑсем ятӑм, тейӗр.

3. И послал Иаков пред собою вестников к брату своему Исаву в землю Сеир, в область Едом, 4. и приказал им, сказав: так скажите господину моему Исаву: вот что говорит раб твой Иаков: я жил у Лавана и прожил доныне; 5. и есть у меня волы и ослы и мелкий скот, и рабы и рабыни; и я послал известить о себе господина моего [Исава], дабы приобрести [рабу твоему] благоволение пред очами твоими.

Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл мана улисем сана парне пулӗҫ тесессӗн, пур выльӑх та ула пӑранлама пуҫларӗ.

А когда он сказал: пестрые будут тебе в награду, то скот весь и родил пестрых.

Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed