Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Колоннӑллӑ залӑн тӑршшӗ аллӑ чике, сарлакӑшӗ вӑтӑр чике пулнӑ; ҫав юпасем зал тӑррине тытса тӑнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑнӑ, пӗрин ҫуначӗ Ҫуртӑн пӗр енне, тепӗр херувимӗн ҫуначӗ тепӗр енне перӗнсе тӑнӑ; иккӗмӗш ҫуначӗсем вӗсен Ҫурт варринче ҫунатпа ҫунат сӗртӗнсе тӑнӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫурт ӑшчиккине сӑрнӑ кедр хӑмасене йӑлтах хӑяр, ҫурӑлакан ҫеҫке ӗренкисем каса-каса кӑларса эрешленӗ; чул пачах та курӑнман, пурне те кедр витсе тӑнӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫурт лартнӑ ӗҫе чутласа янтӑланӑ чул ярса тӑнӑ; Ҫурт лартнӑ чухне унта ҫапкӑч, чусла е ытти нимӗнле тимӗр сӑпрай сасси те илтӗнмен.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Адонирам вӗсене пуҫлӑх пулса тытса тӑнӑ.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсене Ливана вуншар пин ҫыннӑн, ылмаштарса, уйӑхлӑха ярса тӑнӑ; пӗр уйӑх вӗсем Ливанра пулнӑ, икӗ уйӑх хӑйсен килӗнче пурӑннӑ.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Соломон вара Хирам килне апат-ҫимӗҫ валли ҫирӗм пин кор тулӑ, ҫирӗм кор чи паха йывӑҫ ҫӑвӗ панӑ: Соломон Хирама ҫулсерен ҫавӑн чухлӗ парса тӑнӑ.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хирам ӗнтӗ Соломона, ун кӑмӑлне ҫырлахтарса, ҫителӗклех кедр йывӑҫҫипе кипарис йывӑҫӗ парса тӑнӑ.10. И давал Хирам Соломону дерева кедровые и дерева кипарисовые, вполне по его желанию.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Патша тӑнӑ вырӑна лашасемпе мулсем валли, кашнийӗ хӑйӗн черечӗпе, урпа тата улӑм кӳре-кӳре панӑ.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Халӑх хушшине пуҫлӑха лартнӑ леш вуникӗ пуҫлӑх Соломона патша сӗтелӗ валли мӗн кирлине пурне те кашнийӗ хӑйӗн уйӑхӗнче кӳрсе тӑнӑ, вӗсем нимӗн тӗлӗшӗнчен те ҫителӗксӗр паманни пулман.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Соломон килне кунсерен ҫакӑн чухлӗ апат-ҫимӗҫ парса тӑнӑ: тулӑ ҫӑнӑхӗ — вӑтӑр кор, ытти йышши ҫӑнӑх — утмӑл кор, 23. пӑлансемпе ту качакисемсӗр, сайгаксемсӗр, самӑртнӑ кайӑк-кӗшӗксӗр пуҫне тата вунӑ самӑртнӑ вӑкӑр, кӗтӳлӗхрен илсе килнӗ ҫирӗм вӑкӑр, ҫӗр сурӑх; 24. Соломон вӑл Евфрат шывӗн ку енчи пӗтӗм ҫӗре, Типсах хулипе Газа хули хутлӑхне, шыв ку енчи мӗнпур патшана тытса тӑнӑ, тата унӑн таврари пур ҫӗршывпа та килӗшӳ пулнӑ.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем парнесем кӳрсе тӑнӑ, Соломон ӗмӗрӗ тӑршшӗпех ӑна пӑхӑнса тӑнӑ.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Акӑ вӗсен ячӗсем: Бен-Хур — Ефрем тӑвӗ ҫинче; 9. Бен-Декер — Макацра тата Шаалбимра, Вефсамисра тата Елонра, Беф-Хананра; 10. Бен-Хесед — Арюбофра; Соко тата пӗтӗм Хефер ҫӗрӗ те ун аллинче пулнӑ; 11. Бен-Авинадав — пӗтӗм Нафаф-Дора тытса тӑнӑ; Соломон хӗрӗ Тафафь унӑн арӑмӗ пулнӑ; 12. Ахилуд ывӑлӗ Ваана — Фаанахпа Мегиддора тата Изреельтен анатарахри Цартан ҫывӑхӗнчи пӗтӗм Беф-Санра, тата Беф-Санпа Абел-Мехол хутлӑхӗнче, тата Иокмеам леш енчи ҫӗрсенче те; 13. Бен-Гевер — Галаад ҫӗрӗнчи Рамофра; ун аллинче Манассия ывӑлӗн Иаирӑн Галаадри ялӗсем пулнӑ; ҫавӑн пекех Васанри Аргов тӑрӑхӗ тата хӳме хӳнӗ, пӑхӑр хӑлӑплӑ хапхасем лартнӑ утмӑл пысӑк хула та унӑнах пулнӑ; 14. Гиддо ывӑлӗ Ахинадав — Маханаимра; 15. Ахимаас — Неффалим ҫӗрӗнче; вӑл Соломон хӗрне Васемафана качча илнӗ; 16. Хушай ывӑлӗ Ваана — Асир ҫӗрӗнче тата Баалофра; 17. Паруах ывӑлӗ Иосафат — Иссахар ҫӗрӗнче; 18. Ела ывӑлӗ Шимей — Вениамин ҫӗрӗнче; 19. Урий ывӑлӗ Гевер — Галаад ҫӗрӗнче, Амморей патшийӗн Сигон ҫӗрӗнче, Васан патшийӗн Ог ҫӗрӗнче.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тата Соломонӑн пӗтӗм Израиль хушшинче пуҫлӑх туса лартнисем вуниккӗн пулнӑ, вӗсем патшапа унӑн килӗ валли апат-ҫимӗҫ кӳрсе тӑнӑ: ҫулталӑкра кашнийӗн пӗр уйӑхлӑха апат-ҫимӗҫ тӑратмалла пулнӑ.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша умӗнче вӗсем ҫапла тавлашса тӑнӑ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пӗр хӗрарӑмӗ каланӑ: ах хуҫамӑм! эпир ҫак хӗрарӑмпа иксӗмӗр пӗр ҫуртра пурӑнатпӑр; эпӗ вӑл курса тӑнӑ ҫӗрте ҫав ҫуртра ача ҫуратрӑм; 18. эпӗ ҫуратсассӑн виҫҫӗмӗш кунне ҫак хӗрарӑм та ача ҫуратрӗ; пӗрле пулнӑ эпир, ҫуртра пирӗнпе пӗрле пӗр ют ҫын та пулман; ҫуртра эпир иксӗмӗр анчах пулнӑ; 19. вара ҫӗрле ҫак хӗрарӑмӑн ывӑлӗ вилнӗ: вӑл ӑна ыйхӑ тӗлӗшшӗн хӑй айне туса вӗлернӗ; 20. хайхискер тӑнӑ та ҫӗрле, эпӗ, санӑн чуру, ҫывӑрнӑ чухне, ман ывӑлӑма манран илсе ӑна хӑй кӑкӑрӗ ҫумне хунӑ, хӑйӗн вилнӗ ывӑлне вара ман кӑкӑрӑм ҫумне хунӑ; 21. ирхине ывӑлӑма ӗмӗртес тесе тӑтӑм та, ак хайхи, вӑл вилнӗ-мӗн; ҫутӑларахпа тинкеререх пӑхатӑп та — ку вӑл хам ҫуратнӑ ывӑл мар, тенӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн чухне патша умне икӗ аскӑн арӑм пырса тӑнӑ.16. Тогда пришли две женщины блудницы к царю и стали пред ним.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑйӗн ашшӗ Давид панӑ йӗркепе пурӑнса, Соломон Ҫӳлхуҫана юратса-ӗненсе пурӑннӑ; анчах вӑл та сӑрт тӳпемӗсем ҫинче парнесем кӳрсе тӑнӑ, унта ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Халӑх парнесене ҫаплах сӑрт тӳпемӗсем ҫинче кӳрсе тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ячӗпе Ҫурт лартман пулнӑ-ха.2. Народ еще приносил жертвы на высотах, ибо не был построен дом имени Господа до того времени.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Соломон пуҫарнӑ ӗҫсене астуса тӑма лартнӑ тӗп пуҫлӑхсем виҫӗ пин те ултҫӗрӗн пулнӑ, вӗсем ӗҫ ӗҫлекен халӑха йӗркере тытса тӑнӑ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.