Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытса (тĕпĕ: тыт) more information about the word form can be found here.
15. Вӑл тата каланӑ: пӗркенчӗкне пар-ха, тытса тӑр-ха, тенӗ.

15. И сказал ей: подай верхнюю одежду, которая на тебе, подержи ее.

Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ноеминь вӗсене каланӑ: ӗнтӗ мана Ноеминь# тесе ан чӗнӗр, мана Мара# тесе чӗнӗр, мӗншӗн тесессӗн Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ ман ҫине пысӑк хурлӑх ячӗ; 21. кунтан кайнӑ чухне эпӗ тулли пурӑнӑҫпа тухса кайрӑм, таврӑнасса вара Ҫӳлхуҫа мана пушӑ алӑпа таврӑнмалла турӗ; Ҫӳлхуҫа мана ҫапла асаплантарчӗ пулсассӑн, Пурне те Тытса Тӑракан мана хӗн-асап пачӗ пулсассӑн, мӗншӗн-ха мана Ноеминь тесе чӗнес? тенӗ.

20. Она сказала им: не называйте меня Ноеминью, а называйте меня Марою, потому что Вседержитель послал мне великую горесть; 21. я вышла отсюда с достатком, а возвратил меня Господь с пустыми руками; зачем называть меня Ноеминью, когда Господь заставил меня страдать, и Вседержитель послал мне несчастье?

Руфь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Израиль халӑхне тӳресем тытса тӑнӑ вӑхӑтра ҫӗр ҫинче выҫлӑх пулнӑ.

1. В те дни, когда управляли судьи, случился голод на земле.

Руфь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ҫав асӑх ҫынсене, Гивӑра пурӑнакансене, пире тытса парӑр; вӗсене вӗлерсе, эпир Израильри усала кӑкласа тӑкӑпӑр, тенӗ.

13. Выдайте развращенных оных людей, которые в Гиве; мы умертвим их и искореним зло из Израиля.

Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Самсон вара ҫурта тытса тӑракан варринчи икӗ юпана, пӗрне — сылтӑм хулӗпе, тепӗрине сулахай хулӗпе хирсе, вырӑнтан хускатнӑ.

29. И сдвинул Самсон с места два средних столба, на которых утвержден был дом, упершись в них, в один правою рукою своею, а в другой левою.

Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсем каланӑ: эпир Самсона тытса ҫыхасшӑн, вӑл пире мӗн кӑтартрӗ, эпир те ӑна ҫавна кӑтартасшӑн, тенӗ.

Они сказали: мы пришли связать Самсона, чтобы поступить с ним, как он поступил с нами.

Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ каланӑ: эсӗ мана тытса тӑрас пулсан та, эпӗ сан ҫӑкӑрна ҫиес ҫук; Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрес тетӗн пулсан, парне кӳр, тенӗ.

16. Ангел Господень сказал Маною: хотя бы ты и удержал меня, но я не буду есть хлеба твоего; если же хочешь совершить всесожжение Господу, то вознеси его.

Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Маной Ҫӳлхуҫа Ангелне каланӑ: эпир сан валли качака путекки хатӗрлӗпӗр, хӑвна ҫавӑнччен тытса тӑма ирӗк парсамччӗ, тенӗ.

15. И сказал Маной Ангелу Господню: позволь удержать тебя, пока мы изготовим для тебя козленка.

Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Кӳкен йывӑҫсене ҫапла каланӑ: эсир мана хӑвӑра тытса тӑма патшана лартса тӗрӗс тӑватӑр пулсан — килӗр, ман сулхӑнӑмра канӑр; апла мар пулсан, кӳкенрен вут тухӗ те Ливан кедрӗсене ҫунтарса ярӗ, тенӗ.

15. Терновник сказал деревам: если вы по истине поставляете меня царем над собою, то идите, покойтесь под тенью моею; если же нет, то выйдет огонь из терновника и пожжет кедры Ливанские.

Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Пӗррехинче йывӑҫсем хӑйсене тытса тӑма патша лартасшӑн пулнӑ, вӗсем ҫу йывӑҫҫине каланӑ: пирӗн патша пулсамччӗ, тенӗ.

8. Пошли некогда дерева помазать над собою царя и сказали маслине: царствуй над нами.

Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Гедеон вӗсене каланӑ: эпӗ сирӗн пуҫ пулаймӑп, ман ывӑлӑм та пуҫ пулаймӗ; сире Ҫӳлхуҫа тытса тӑтӑр, тенӗ.

23. Гедеон сказал им: ни я не буду владеть вами, ни мой сын не будет владеть вами; Господь да владеет вами.

Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Израиль халӑхӗ Гедеона каланӑ: эсӗ пире мадиансен аллинчен хӑтартӑн, ҫавӑнпа пирӗн пуҫ пул, ывӑлу та, ывӑлун ывӑлӗ те пире тытса тӑччӑр, тенӗ.

22. И сказали Израильтяне Гедеону: владей нами ты и сын твой и сын сына твоего, ибо ты спас нас из руки Мадианитян.

Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ӗнтӗ виҫӗ ушкӑнӗ те какӑрпа кӑшкӑртса янӑ, кӑкшӑмӗсене ҫапса салатнӑ, сулахай алӑпа ҫутаткӑҫ тытса, сылтӑммипе какӑрпа кӑшкӑртнӑ, хӑйсем: Ҫӳлхуҫапа Гедеон хӗҫӗ! тесе кӑшкӑрнӑ.

20. И затрубили все три отряда трубами, и разбили кувшины, и держали в левой руке своей светильники, а в правой руке трубы, и трубили, и кричали: меч Господа и Гедеона!

Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Мадиансем Израиле хытӑ алӑра тытса тӑнӑ, ҫавӑнпа Израиль ывӑлӗсем мадиансенчен ту хушӑкӗсенче, ҫӗр хӑвӑлӗсенче пытанса пурӑннӑ, вӗсенчен хӳтӗленме хӑйсем валли хӳме ҫавӑрса тӗреклӗлетнӗ вырӑнсем тунӑ.

2. Тяжела была рука Мадианитян над Израилем, и сыны Израилевы сделали себе от Мадианитян ущелья в горах и пещеры и укрепления.

Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Хуралҫӑсем хула енчен килекен ҫынна асӑрханӑ та [ӑна ярса тытса] ҫапла каланӑ: хулана хӑш тӗлтен кӗмеллине кӑтарт пире, вара сана тивмӗпӗр, тенӗ.

24. И увидели стражи человека, идущего из города, [и взяли его] и сказали ему: покажи нам вход в город, и сделаем с тобою милость.

Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. [Ҫав кун Израиль ывӑлӗсем Турӑ саккунӗн арчине илсе хӑйсемпе пӗрле ҫӗклесе ҫӳренӗ; Елеазар вырӑнне унӑн ывӑлӗ Финеес юлнӑ, вӑл мӗн виличченех священник пулнӑ, ӑна хӑйӗн хулинче Гаваафра пытарнӑ. 35. Израиль ывӑлӗсем вара пурте хӑйсен ҫӗрне, хӑйсен хулисене таврӑннӑ. 36. Пурӑна киле Израиль ывӑлӗсем Астартӑпа Астарофа, таврари халӑхсен туррисене пуҫҫапа пуҫланӑ; Ҫӳлхуҫа вара вӗсене Моав патши Еглон аллине панӑ, Еглон вӗсене вунсакӑр ҫул хушши тытса тӑнӑ.]

34. [В тот день сыны Израилевы, взяв ковчег Божий, носили с собою, и Финеес был священником вместо Елеазара, отца своего, доколе не умер и не был погребен в городе своем Гаваофе. 35. И сыны Израилевы пошли каждый в свое место и в свой город. 36. И стали сыны Израилевы служить Астарте и Астарофу и богам окрестных народов; и предал их Господь в руки Еглона, царя Моавитского, и он владел ими восемнадцать лет.]

Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Паян эсир Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑратӑр, ыран вара [Ҫӳлхуҫа] Израилӗн пӗтӗм халӑхне ҫилленӗ; 19. ытах та сире хӑвӑр тытса тӑракан ҫӗр таса мар пек туйӑнать пулсассӑн, эсир Ҫӳлхуҫа ҫӗрне, Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ ларакан ҫӗре, куҫӑр та пирӗн хушшӑмӑрта еткер ҫӗр илӗр, анчах Ҫӳлхуҫанӑн, хамӑр Туррӑмӑрӑн, парне вырӑнӗсӗр пуҫне тепӗр парне вырӑнӗ туса, эсир Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ан тӑрӑр, пире хирӗҫ те ан тӑрӑр; 20. Зара ывӑлӗ Ахан тупаланӑ япалана илсе, пӗр-пӗчченех усал ӗҫ тумарӗ-и? ҫилӗ вара пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫине ӳкмерӗ-и? йӗркесӗр ӗҫӗшӗн вӑл хӑй пӗччен кӑна пӗтмерӗ, тенӗ.

Сегодня вы восстаете против Господа, а завтра прогневается [Господь] на все общество Израилево; 19. если же земля вашего владения кажется вам нечистою, то перейдите в землю владения Господня, в которой находится скиния Господня, возьмите удел среди нас, но не восставайте против Господа и против нас не восставайте, сооружая себе жертвенник, кроме жертвенника Господа, Бога нашего; 20. не один ли Ахан, сын Зары, сделал преступление, взяв из заклятого, а гнев был на все общество Израилево? не один он умер за свое беззаконие.

Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Иисус Рувим йӑхне, Гад йӑхне, Манассиян ҫур йӑхне чӗнсе илнӗ те каланӑ: 2. эсир Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра мӗн каласа хӑварнине пурне те пурӑнӑҫларӑр, эпӗ мӗн хушнине те пурне те итлерӗр; 3. эсир хӑвӑр тӑванӑрсене пӑрахса хӑвармарӑр, нумай хушӑ, паян кунчченех, вӗсемпе пӗрле пултӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, пурӑнӑҫлама хушнине пурӑнӑҫларӑр: 4. халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, вӗсене мӗн каланине турӗ — сирӗн тӑванӑрсене тӑнӑҫлӑх пачӗ; эппин, килӗр чатӑрӑрсене, Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ еткерлӗх ҫӗрӗре таврӑнӑр; 5. анчах эсир ӳкӗтсене тата Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра халалланӑ саккуна тӗрӗс тытса тӑма тӑрӑшӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑра юратӑр, Вӑл кӑтартнӑ ҫулпа ҫӳрӗр, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнӑр, Ун ҫумне ҫыпӑҫӑнӑр, пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа Ӑна пӑхӑнса тӑрӑр, тенӗ.

1. Тогда Иисус призвал колено Рувимово, Гадово и половину колена Манассиина и сказал им: 2. вы исполнили все, что повелел вам Моисей, раб Господень, и слушались слов моих во всем, что я приказывал вам; 3. вы не оставляли братьев своих в продолжение многих дней до сего дня и исполнили, что надлежало исполнить по повелению Господа, Бога вашего: 4. ныне Господь, Бог ваш, успокоил братьев ваших, как говорил им; итак возвратитесь и пойдите в шатры ваши, в землю вашего владения, которую дал вам Моисей, раб Господень, за Иорданом; 5. только старайтесь тщательно исполнять заповеди и закон, который завещал вам Моисей, раб Господень: любить Господа Бога вашего, ходить всеми путями Его, хранить заповеди Его, прилепляться к Нему и служить Ему всем сердцем вашим и всею душею вашею.

Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Египет чиккинчи Сихор шывӗнчен пуҫласа Екронӑн ҫурҫӗр чиккине ҫитиччен тӑсӑлакан ҫӗр те — Ханаан ҫӗрӗ, ӑна пилӗк патша, Филисти патшисем — Газа, Азот, Аскалон, Геф, Екрон, Аввей патшисем — тытса тӑраҫҫӗ; 4. кӑнтӑр енчи ҫӗр Меарӑран, Сидон ҫыннисен ҫӗрӗнчен, пуҫласа Афека, аморрейсен чиккине ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗр те — ханаансен ҫӗрӗ, 5. ҫавӑн пекех [Филисти ҫӗрӗ] Гевла та, тухӑҫ енче, Ермон тӑвӗ ҫумӗнчи Ваал-Гадран пуҫласа Емаф хулине ҫитиччен сарӑлса выртакан пӗтӗм Ливан та — пӗтӗмпех Ханаан ҫӗрӗ.

3. От Сихора, что пред Египтом, до пределов Екрона к северу, считаются Ханаанскими пять владельцев Филистимских: Газский, Азотский, Аскалонский, Гефский, Екронский и Аввейский; 4. к югу же вся земля Ханаанская от Меары Сидонской до Афека, до пределов Аморрейских, 5. также [Филистимская] земля Гевла и весь Ливан к востоку солнца от Ваал-Гада, что подле горы Ермона, до входа в Емаф.

Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7-8. Иордан шывӗн ку енче анӑҫалла выртакан, Ливан айлӑмӗнчи Ваал-Гад патӗнчен пуҫласа Сеир патнелле тӑсӑлакан Халак тӑвӗ патне ҫитиччен сарӑлса выртакан [аморрейсен] ҫӗрӗн патшисене Иисуспа Израиль ывӑлӗсем вӗлерсе пӗтернӗ те вӗсен пӗтӗм ҫӗрне — сӑртлӑхӗсене, айлӑмӗсене, тӳремлӗхне, ту тайлӑмӗсене, пушхире, кӑнтӑрти ҫӗре, хетсен, аморрейсен, ханаансен, ферезейсен, евейсен, иевусейсен ҫӗрӗсене — Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе валеҫсе панӑ; ҫав ҫӗрсене тытса тӑнӑ аморрейсен патшисем ҫаксем пулнӑ: 9. пӗр Иерихон патши, Вефиль ҫывӑхӗнчи пӗр Гай патши, 10. пӗр Иерусалим патши, пӗр Хеврон патши, 11. пӗр Иармуф патши, пӗр Лахис патши, 12. пӗр Еглон патши, пӗр Газер патши, 13. пӗр Давир патши, пӗр Гадер патши, 14. пӗр Хорма патши, пӗр Арад патши, 15. пӗр Ливна патши, пӗр Одоллам патши, 16. пӗр Макед патши, пӗр Вефиль патши, 17. пӗр Таппуах патши, пӗр Хефер патши, 18. пӗр Афек патши, пӗр Шарон патши, 19. пӗр Мадон патши, пӗр Асор патши, 20. пӗр Шимрон-Мерон патши, пӗр Ахсаф патши, 21. пӗр Фаанах патши, пӗр Мегиддон патши, 22. пӗр Кедес патши, Кармил ҫывӑхӗнчи пӗр Иокнеам патши, 23. Нафаф-Дор патӗнчи пӗр Дор патши, Галгалри пӗр Гоим патши, 24. пӗр Фирца патши.

7-8. И вот цари [Аморрейской] земли, которых поразил Иисус и сыны Израилевы по эту сторону Иордана к западу, от Ваал-Гада на долине Ливанской до Халака, горы, простирающейся к Сеиру, которую отдал Иисус коленам Израилевым в наследие, по разделению их, на горе, на низменных местах, на равнине, на местах, лежащих при горах, и в пустыне и на юге, Хеттеев, Аморреев, Хананеев, Ферезеев, Евеев и Иевусеев: 9. один царь Иерихона, один царь Гая, что близ Вефиля, 10. один царь Иерусалима, один царь Хеврона, 11. один царь Иармуфа, один царь Лахиса, 12. один царь Еглона, один царь Газера, 13. один царь Давира, один царь Гадера, 14. один царь Хормы, один царь Арада, 15. один царь Ливны, один царь Одоллама, 16. один царь Македа, один царь Вефиля, 17. один царь Таппуаха, один царь Хефера, 18. один царь Афека, один царь Шарона, 19. один царь Мадона, один царь Асора, 20. один царь Шимрон-Мерона, один царь Ахсафа, 21. один царь Фаанаха, один царь Мегиддона, 22. один царь Кедеса, один царь Иокнеама при Кармиле, 23. один царь Дора при Нафаф-Доре, один царь Гоима в Галгале, 24. один царь Фирцы.

Нав 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed