Шырав
Шырав ĕçĕ:
34. Ахав патшара ларнӑ вӑхӑтра Вефиль ҫынни Ахиил вара Иерихон хулине юсаса лартнӑ: хула никӗсӗ ун малтанхи ывӑлӗ Авирам пуҫне пулнӑ, хула хапхи кӗҫӗн ывӑлӗ Сегуб пуҫне пулнӑ, ҫакӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх — Нав ывӑлӗ Иисус урлӑ каланӑ сӑмахӗ тӑрӑх — пулнӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иудея патши Аса патшалӑха тытса тӑра пуҫланӑранпа ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫулхине Замврий вара Фирца хулинче ҫичӗ кун хушши патшара ларнӑ, шӑпах ҫак вӑхӑтра халӑх Филисти ҫӗрӗнчи Гавафон хулине хупӑрласа тӑнӑ пулнӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑтра Иеровоам ывӑлӗ Авия чирлесе ӳкнӗ.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ ӗнтӗ Иеровоам тӗтӗркӗчпе тӗтӗрес тесе парне вырӑнӗ умӗнче тӑнӑ вӑхӑтра Вефиле, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх, Иудейӑран Турӑ ҫынни ҫитнӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫав вӑхӑтра пӗррехинче Иеровоамӑн Иерусалимран кайса килмелли ӗҫ тупӑннӑ; ҫул ҫинче ӑна Силом хули ҫынни Ахия пророк тӗл пулнӑ, ун ҫийӗнче ҫӗнӗ тумтир пулнӑ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ Ангелӗ ҫав вӑхӑтра иевусей ҫынни Орна йӗтемӗ патӗнче пулнӑ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Давид тулӑ вырнӑ вӑхӑтра мур чирне суйласа илнӗ.]
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ванея — паттӑр арӑн Иодайӑн ывӑлӗ, Кавцеил ҫынни — хӑйӗн ӗҫӗсемпе чапа тухнӑ; вӑл моавсен икӗ ҫулпуҫне вӗлернӗ; вӑлах юр ӳкнӗ вӑхӑтра арӑслан шӑтӑкне анса арӑслана вӗлернӗ; 21. вӑлах тата Египетӑн пӗр паллӑ ҫыннине вӗлернӗ; Египет ҫыннин аллинче сӑнӑ пулнӑ, Ванея ӑна хирӗҫ патакпа ҫеҫ тухнӑ, Египет ҫыннин аллинчен сӑннине туртса илнӗ те ӑна ҫав сӑнӑпах вӗлерсе пӑрахнӑ: 22. акӑ мӗн тума пултарнӑ Ванея, Иодай ывӑлӗ; ӑна леш виҫӗ паттӑр та чаплӑ ҫын вырӑнне хунӑ; 23. вӑл вӑтӑр ҫарпуҫран чаплӑраххи пулнӑ, анчах та леш виҫӗ паттӑрпа танлашайман.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫав вӑхӑтра Давид икӗ хапха хушшинче ларнӑ.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ахитофел канашӗсем ҫав вӑхӑтра Турӑ вӗрентсе калани пекех шутланнӑ.
2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Саул килӗпе Давид килӗ хушшинче хирӗҫӳ пынӑ вӑхӑтра Авенир вара Саул килӗ майлӑ пулнӑ.6. Когда была распря между домом Саула и домом Давида, то Авенир поддерживал дом Саула.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑтра филистимсем Израиле хирӗҫ ҫапӑҫма ҫар пухнӑ.1. В то время Филистимляне собрали войска свои для войны, чтобы воевать с Израилем.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид унта хӑйӗн ҫыннисене — вунӑ яш ачана — янӑ, яш ачасене вӑл ҫапла каланӑ: Навал патне Кармила хӑпарӑр та ӑна ман ятӑмран саламлӑр 6. тата ҫапла калӑр: «[сывӑ-и?] сана, санӑн килне, санӑн мӗн пуррине пурне те тӑнӑҫлӑх пултӑр; 7. эсӗ сурӑх ҫӑмӗ касни ҫинчен илтрӗм эпӗ. Акӑ санӑн кӗтӳҫӳсем пирӗн таврарах ҫӳрерӗҫ, эпир вӗсене кӳрентермерӗмӗр, вӗсем Кармил тӑвӗ ҫинче ҫӳренӗ вӑхӑтра вӗсен нихӑҫан та нимӗн те ҫухалмарӗ; 8. тарҫусенчен ыйт-ха, вӗсем те ҫапла калӗҫ; эппин, манӑн тарҫӑмсене кӑмӑл тусам: эпир ырӑ сунса килтӗмӗр; хӑвӑн чурусене тата Давид ывӑлна хӑвӑн аллу мӗн пама пултарнине парсамччӗ» тейӗр, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсене вӑл Моав патши патне илсе пынӑ, вӗсем вара Давид пытанса пурӑннӑ вӑхӑтра тӑршшӗпех унта пурӑннӑ.4. И привел их к царю Моавитскому, и жили они у него все время, доколе Давид был в оном убежище.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Тепӗр кунхине ирхине, Давида каласа хунӑ вӑхӑтра, Ионафан хире тухнӑ, унпа пӗрле тарҫӑ, ҫамрӑк ача, пулнӑ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Давид ирхине ирех тӑрса сурӑхӗсене хуралҫӑна шанса панӑ та ҫӗклемне илсе, хӑйне Иессей хушнӑ пек, ҫула тухнӑ; вӑл лавсем патне пырса ҫитнӗ, ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра ҫар йӗркеленсе тӑнӑ пулнӑ, кӑшкӑрашса, ҫапӑҫӑва хатӗрленнӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иессей Иуда хулинче Вифлеемра пурӑннӑ, унӑн сакӑр ывӑл пулнӑ; ҫав ҫын Саул пурӑннӑ вӑхӑтра ватӑлса ҫитнӗ те арсем хушшинче чи асли шутланнӑ.Этот человек во дни Саула достиг старости и был старший между мужами.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Саул священникпа калаҫнӑ вӑхӑтра филистимсен тапӑрӗнчи шуйхашу ытларах та ытларах [сарӑлса] вӑйлансах кайнӑ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саул хуравланӑ: эпӗ хам патӑмран халӑх тарма пуҫланине куртӑм, эсӗ вара палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫитеймерӗн, филистимсем ав Михмаса пухӑнчӗҫ; 12. эпӗ ӗнтӗ ҫапла шухӑшларӑм: «филистимсем халь-халь ман патӑма Галгала ҫитӗҫ, эпӗ вара Ҫӳлхуҫана ҫырлахтарман та-ха» терӗм, ҫавӑнпа пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме шут тытрӑм, тенӗ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Саул килсе ҫитиччен пӗр кун маларах Ҫӳлхуҫа Самуила ҫапла пӗлтерсе каланӑ: 16. ыран ҫак вӑхӑтра Эпӗ сан патна Вениамин ҫӗрӗ ҫинчен пӗр ҫынна илсе килӗп, эсӗ ӑна Манӑн халӑхӑма, Израиле, тытса тӑраканӗ пулма ҫу сӗрсе яр, вӑл Манӑн халӑхӑма филистимсен аллинчен хӑтарӗ: Хамӑн халӑхӑм йӗрсе йӑлӑнни Ман патӑма ҫитрӗ, ҫавӑнпа Эпӗ ун ҫине хӗрхенсе пӑхрӑм, тенӗ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.