Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
33. Кимӗ ҫинчисем Ун патне пырса пуҫҫапса каланӑ: Эсӗ чӑн-чӑнах Турӑ Ывӑлӗ, тенӗ.

33. Бывшие же в лодке подошли, поклонились Ему и сказали: истинно Ты Сын Божий.

Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Иисус ҫавӑнтах аллине тӑсса ӑна ярса тытнӑ та: эй сахал ӗненекен! мӗншӗн эсӗ иккӗлентӗн? тенӗ.

31. Иисус тотчас простер руку, поддержал его и говорит ему: маловерный! зачем ты усомнился?

Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Иисус ӑна: кил, тенӗ.

29. Он же сказал: иди.

Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Петр Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! ку Эсех пулсассӑн, мана Хӑвӑн патна шыв ҫийӗн пыма хуш, тенӗ.

28. Петр сказал Ему в ответ: Господи! если это Ты, повели мне придти к Тебе по воде.

Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Иисус вӗсене ҫавӑнтах сасӑ парса каланӑ: лӑпланӑр, ку — Эпӗ, ан хӑрӑр, тенӗ.

27. Но Иисус тотчас заговорил с ними и сказал: ободритесь; это Я, не бойтесь.

Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Вӗренекенӗсем Вӑл шыв ҫийӗн утса пынине курсассӑн шикленсе ӳкнӗ: мӗлке ку, тенӗ; хӑранипе кӑшкӑрсах янӑ.

26. И ученики, увидев Его идущего по морю, встревожились и говорили: это призрак; и от страха вскричали.

Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Вӑл: ҫавна кунта Ман патӑма илсе килӗр-ха, тенӗ.

18. Он сказал: принесите их Мне сюда.

Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Иисус вӗсене каланӑ: вӗсен кайма кирлӗ мар, ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр, тенӗ.

16. Но Иисус сказал им: не нужно им идти, вы дайте им есть.

Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Каҫ пулсассӑн вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: кунта ҫын пурӑнман вырӑн, каҫ та пулчӗ, халӑха яр — вӗсем, ялсене кайса, хӑйсем валли ҫимелли туянччӑр, тенӗ.

15. Когда же настал вечер, приступили к Нему ученики Его и сказали: место здесь пустынное и время уже позднее; отпусти народ, чтобы они пошли в селения и купили себе пищи.

Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Хӗрӗ вара амӑшӗ хӗтӗртнипе каланӑ: мана Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне халех тирӗк ҫине хурса илсе килсе пар, тенӗ.

8. Она же, по наущению матери своей, сказала: дай мне здесь на блюде голову Иоанна Крестителя.

Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ирод хӑйӗн Филипп пиччӗшӗн арӑмне Иродиадӑна пула Иоана тӗрмене тытса хуптарнӑ пулнӑ, 4. мӗншӗн тесессӗн Иоанн ӑна: «сана унпа пурӑнма юрамасть» тенӗ.

3. Ибо Ирод, взяв Иоанна, связал его и посадил в темницу за Иродиаду, жену Филиппа, брата своего, 4. потому что Иоанн говорил ему: не должно тебе иметь ее.

Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫав вӑхӑтра Ирод, ҫӗршывӑн тӑваттӑмӗш пайне тытса тӑраканскер, Иисус ҫинчен сарӑлнӑ сӑмаха илтнӗ те 2. хӑйӗн тарҫисене каланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн ку; вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа хӑватсем тӑвать, тенӗ.

1. В то время Ирод четвертовластник услышал молву об Иисусе 2. и сказал служащим при нем: это Иоанн Креститель; он воскрес из мертвых, и потому чудеса делаются им.

Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иисус вӗсене каланӑ: пророка хисеплеҫҫӗ, хисеплемесен те ӑна тӑван ҫӗршывӗнче, тӑван килӗнче ҫеҫ хисеплемеҫҫӗ, тенӗ.

Иисус же сказал им: не бывает пророк без чести, разве только в отечестве своем и в доме своем.

Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

56. Унӑн аппӑшӗ-йӑмӑкӗ те пурте пирӗн хушшӑмӑртах мар-и вара? апла ҫакӑ ӑҫтан тухать-ши Унӑн? тенӗ.

56. И сестры Его не все ли между нами? откуда же у Него все это?

Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

52. Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен вӗреннӗ кирек хӑш кӗнекеҫӗ те кил хуҫи евӗрлӗ — ҫав хуҫа хӑй мулӗ управӑшӗнчен ҫӗннине те, киввине те илсе тухать, тенӗ.

52. Он же сказал им: поэтому всякий книжник, наученный Царству Небесному, подобен хозяину, который выносит из сокровищницы своей новое и старое.

Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

51. Иисус вӗсенчен ыйтнӑ: эсир ҫакна пурне те ӑнлантӑр-и? тенӗ; вӗсем Ӑна: ӑнлантӑмӑр, Вӗрентекен! теҫҫӗ.

51. И спросил их Иисус: поняли ли вы все это? Они говорят Ему: так, Господи!

Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

49. Тӗнче пӗтнӗ чухне те ҫапла пулӗ: ангелсем килӗҫ те усаллисене сӑваплисен хушшинчен уйӑрса илӗҫ; 50. вара вӗсене ҫунакан кӑмакана пӑрахӗҫ; унта йӗни-макӑрни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ, тенӗ.

49. Так будет при кончине века: изыдут Ангелы, и отделят злых из среды праведных, 50. и ввергнут их в печь огненную: там будет плач и скрежет зубов.

Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Илтме хӑлха пурри — илттӗр! тенӗ.

Кто имеет уши слышать, да слышит!

Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та каланӑ: хирти пукра ҫинчен каланӑ ытарӑша ӑнлантарса пар-ха пире, тенӗ.

И, приступив к Нему, ученики Его сказали: изъясни нам притчу о плевелах на поле.

Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Ҫакна пурне те Иисус халӑха ытарлӑн каланӑ, ытарӑшсӑр каламан вӗсене: 35. ҫапла пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: «ҫӑварӑма ытарӑш калама уҫӑп, тӗнче пулнӑранпа пытарӑнса тӑнине ытарлӑн каласа пӗлтерӗп» тенӗ.

34. Все сие Иисус говорил народу притчами, и без притчи не говорил им, 35. да сбудется реченное через пророка, который говорит: отверзу в притчах уста Мои; изреку сокровенное от создания мира.

Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed