Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Сӑваплӑ пӳлӗмри священниксене, кирек хӑш ушкӑнӗнчисене те, пурне те тасалӑх тивлечӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа вӗсем унтан тухнӑ; 12. виссон тӑхӑннӑ юрӑҫӑ левитсем — Асаф, Еман, Идифун тата вӗсен ывӑлӗсемпе тӑванӗсем — пурте парне вырӑнӗн тухӑҫ енче кимвалсемпе, псалтирьсемпе, цитрӑсемпе тӑнӑ, вӗсемпе пӗрле трупа кӑшкӑртакан ҫӗр ҫирӗм священник тӑнӑ, 13. пурте вӗсем — юрлакансемпе трупа кӑшкӑртакансем, Ҫӳлхуҫана пӗр кӗвӗллӗн мухтаса та аслӑласа тӑраканскерсем — пӗр ҫын пек пулнӑ; ӗмӗр ырӑлӑхлӑ Ҫӳлхуҫана мухтаса трупасемпе кимвалсен, ытти кӗвӗ сӑпрайӗсен сасси кӗрлесе кайсассӑн, Ҫурта, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, пӗлӗт кӗрсе тулнӑ, 14. ҫавӑнпа ӗнтӗ священниксем кӗлӗре тӑма пултарайман: Турӑ Ҫуртне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Каштисем вӑрӑм пулнӑ, вӗсен вӗҫӗсем сӑваплӑ пӳлӗмренех курӑнса тӑнӑ, анчах тулаллах тухса тӑман; вӗсем мӗн паянхи кунчченех ҫавӑнта.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Херувимсем ҫуначӗсене арча вырӑнӗ ҫийӗн сарса тӑнӑ, херувимсем арчапа унӑн каштисене ҫӳлтен хупӑрласа тӑнӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Соломонӑн ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли туса тӑнӑ пӗтӗм ӗҫӗ вӗҫленнӗ.1. И окончилась вся работа, которую производил Соломон для дома Господня.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тинӗс вуникӗ вӑкӑр кӗлетки ҫинче тытӑнса тӑнӑ: виҫҫӗшӗ ҫурҫӗрелле пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ анӑҫалла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ кӑнтӑралла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ тухӑҫалла пӑхнӑ, вӗсем ҫинче ҫӳлте — тинӗс; вӑкӑрсен хыҫӗ шалалла, тинӗс варринелле, пулнӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Тата шӑратса кӑларса пилӗк чике ҫӳллӗш вӑр-ҫаврака тинӗс тунӑ, — унӑн хире-хирӗҫ хӗррисен хушши вунӑ чике пулнӑ; йӗри-тавралла ӑна вӑтӑр чике тӑршшӗ сӑнчӑр явакласа тӑнӑ; 3. унӑн айӗпе йӗри-тавралла пур енче те шӑратса тунӑ вӑкӑр ӗренкисем туса ҫаврӑннӑ; кашни чике тӑршшӗне вуншарӑн вырӑнаҫса, тинӗсе вӗсем йӗри-тавра пур енчен те икӗ ӗретӗн эрешлесе тӑнӑ, вӗсене тинӗспе пӗрлех шӑратса кӑларнӑ пулнӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫурт умӗ валли вӑтӑр пилӗкшер чике тӑршшӗ икӗ юпа тунӑ, кашни юпине пилӗк чике ҫӳллӗш кӑшӑл тӑрӑласа тӑнӑ.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫуначӗсене херувимсем ҫирӗм чике сарлакӑш сарса янӑ пулнӑ; вӗсем, Ҫурт ӑшнелле пӑхса, урисем ҫинче тӑнӑ.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пилӗк чике тӑршшӗ пӗр ҫуначӗ Ҫуртӑн пӗр енне перӗнсе тӑнӑ, пилӗк чике тӑршшӗ иккӗмӗш ҫуначӗ тепӗр херувимӑн ҫуначӗпе пӗрлешӗнсе тӑнӑ; 12. ҫавӑн пекех тепӗр херувимӑн пилӗк чике тӑршшӗ ҫуначӗ те Ҫурт енне перӗнсе тӑнӑ, пилӗк чике тӑршшӗ иккӗмӗш ҫуначӗ тепӗр херувимӑн ҫуначӗпе пӗрлешӗнсе тӑнӑ.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Соломон ӗнтӗ Тир патши Хирам патне ҫапла калама янӑ: эсӗ манӑн Давид аттемпе мӗнле пулнӑ, ӑна хӑй валли ҫурт лартма кедр йывӑҫӗ кӳрсе тӑнӑ, манпа та ҫаплах пулсамччӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн пек йӗркепех вӗсем ҫакна хетсен патшисемпе арамейсен патшисене те кӳрсе тӑнӑ.Таким же образом они руками своими доставляли это всем царям Хеттейским и царям Арамейским.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫар урапине ултҫӗр сикль кӗмӗлле, утне ҫӗр аллӑпа Египетра туянса кӳрсе тӑнӑ.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ут-урхамахне Соломон валли Египетпа Куваран кӳрсе тӑнӑ: патша купсисем вӗсене Куваран укҫалла иле-иле килнӗ.16. Коней Соломону приводили из Египта и из Кувы; купцы царские из Кувы получали их за деньги.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ пуканӗ ҫине, хӑйӗн ашшӗ Давид вырӑнне, патша пулма ларнӑ, унӑн ӗҫӗсем ӑнӑҫса пынӑ, ӑна пӗтӗм Израиль пӑхӑнса тӑнӑ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид вара Соломона, хӑйӗн ывӑлне, Турӑ Ҫурчӗн ӗлкине, ун пӑлтӑрӗн ӗлкине, хуралчӗсен, пӳлӗмӗсен, кӗлечӗсен, ҫӳлти пӳлӗмсемпе шалти пӳлӗмсен, саккун арчи пӳлӗмӗн ӗлкисене панӑ, 12. чӗринче шухӑшласа хунӑ ӗлкесене, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗсен ӗлкине, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ тавра вырӑнаҫнӑ пӳлӗмсен, Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшӗсен, Ун ячӗпе кӳнӗ япаласен управӑшӗсен ӗлкине, 13. священниксемпе левитсен пӳлӗмӗсен, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи тӗрлӗ ӗҫ тумалли пӳлӗмсен ӗлкине, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи савӑтсен, 14. Турра ӗҫлесе тӑнӑ чухне тыткаламалли ылтӑн савӑтсемпе кӗмӗл савӑтсен ӗлкине панӑ, вӗсене тума кашни савӑчӗ валли мӗн чухлӗ ылтӑн-кӗмӗл кирлине каласа панӑ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Давид ура ҫине тӑнӑ та ҫапла каланӑ: итлӗр мана, тӑванӑмсем, халӑхӑм! Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи валли канлӗ Ҫурт тӑвас шухӑш, Туррӑмӑр валли ура сакки тӑвас шухӑш яланах чӗремреччӗ, эпӗ ӗнтӗ ӑна тума мӗн кирлине хатӗрленӗччӗ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Патша пурлӑхне Адиил ывӑлӗ Азмавеф сыхланӑ, уй-хирти, хуласемпе ялсенчи тата пашнесенчи пурлӑха вара Уззия ывӑлӗ Иоанафан пӑхса тӑнӑ; 26. уй-хирте ҫӗр ӗҫӗ тӑвакансене — Хелув ывӑлӗ Езрий; 27. иҫӗм ҫырли пахчисене — Рама ҫынни Шимей, иҫӗм ҫырли эрехне упракан вырӑнсене — Шефам ҫынни Завдий; 28. айлӑмри ҫу йывӑҫӗсемпе смоква йывӑҫӗсене — Гедер ҫынни Баал-Ханан, йывӑҫ ҫӑвне — Иоас; 29. Шаронра кӗтӳре ҫӳрекен шултӑра выльӑха — Шарон ҫынни Шитрай, айлӑмри выльӑха — Адлай ывӑлӗ Шафат; 30. тӗвесене — Исмаил ҫынни Овил, ашаксене — Мерониф ҫынни Иехдия; 31. вак выльӑха Агарь ҫынни Иазиз пӑхса тӑнӑ.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем, уйрӑм ушкӑнсене пайланса, уйӑхсерен киле-киле тӑрса, ҫулталӑк тӑршшӗпех патшанӑн мӗнпур ӗҫне туса тӑнӑ.которые по отделениям служили царю во всех делах, приходя и отходя каждый месяц, во все месяцы года.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ патшана ӗҫлесе тӑнӑ Израиль ывӑлӗсем: вӗсем — кил-йыш пуҫӗсем, пинпӳсем, ҫӗрпӳсем тата пӑхавҫӑсем.1. Вот сыны Израилевы по числу их, главы семейств, тысяченачальники и стоначальники и управители,
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Хеврон ӑрӑвӗнчен: Хашавияпа ун тӑванӗсем — хастар ҫынсем, пин те ҫичҫӗр ҫын — Израильре, Иордан ку енчи анӑҫ ҫӗрӗнче Ҫӳлхуҫашӑн мӗнле ӗҫлесе тӑнине, патша ӗҫӗ мӗнле пулса пынине сӑнаса тӑнӑ.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.