Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тискер the word is in our database.
тискер (тĕпĕ: тискер) more information about the word form can be found here.
Пушӑ хирте пӗр пӗччен тӑрса, эпӗ хамӑн юратнӑ ачана пытарнӑ юнпа пӗвеннӗ ҫӗр ҫинчен тискер те пушӑ тӳпе ҫине пӑхатӑп.

Один стою я в пустыне и перевожу взор с залитой кровью земли, где зарыт свет моих очей, к страшным, пустым небесам.

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Анчах вӑл вӗҫерӗнчӗ те, хаярланса кайнӑ тискер кайӑк пек, вӗсен куҫӗнчен пӑхрӗ.

Но он вырвался и посмотрел им в глаза взглядом разъяренного дикого зверя.

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Ҫав мӗнпур тискер ҫулсенче эпӗ шанчӑка ҫухатман пулсан, халӗ сана турӑ каялла тавӑрчӗ пулсан, епле-ха ман ҫав шанчӑка сирсе ярас?

Если я сохранил свою веру все эти страшные годы, то могу ли я потерять ее теперь, когда Бог вернул мне тебя?

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Вӑл тискер кушак пекех хаяр.

Он неукротим, как дикая кошка.

V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Романьере халӑх тискер, ҫӗҫӗсемпе те пӗр-пӗрне чикме тытӑнсан…

Здесь, в Романье, народ бесшабашный, и раз уж будут пущены в ход ножи…

V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Ҫавнашкал хытӑ туртса ҫыхни — ытла та тискер ӗҫ!

Истинное варварство — затягивать их так туго.

V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Пӳлӗмре Пӑван хӑйӗн тискер мӗлкине хӑварнӑ пекех туйӑнчӗ ӑна.

Овод как будто оставил за собой свою страшную тень.

III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Вӑл тискер кайӑк, хӑйӗн тӑшманне тавӑрмасӑр лӑпланас ҫук.

Это мстительное животное: он не упустит случая отомстить врагу.

II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Кун пек хӑрушӑ пулассине малтанах пӗлнӗ пулсан, урӑх вырӑн суйласа илме пулатчӗ, ун чухне вара хӑй те, Монтанелли те, ҫав ухмахла та тискер мыскарана курман пулӗччӗ.

Если бы с самого начала он объявил этот проект опасным, они избрали бы другое место, и тогда и он и Монтанелли были бы избавлены от этого страшного и смешного фарса.

XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Вӑл таса мар хӳшше, хӑй унта пулнӑ пекех, уҫҫӑн курчӗ, унпа пӗрле вӑл кӗмӗл рудникӗсенче, кофе плантацийӗсенче, куҫса ҫӳрекен тискер циркра асапланнӑ пек туйӑнчӗ…

Так ясно видела она эту грязную индейскую хижину, как будто сама была там с ним, и казалось ей: она страдала вместе с ним на серебряных рудниках, на кофейных плантациях, в отвратительном бродячем цирке.

IX // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Вӑл хӑйне яланах: манӑн ӗҫ малта тесе йӑпатнӑ; ӗлӗк тискер ӗҫ тунӑ шухӑша сирсе яма тӑрӑшнӑ.

Она не переставала твердить себе, что работа ее — в будущем, не переставала закрывать глаза и уши перед страшным призраком прошлого.

IX // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Ҫутҫанталӑк илемлӗхӗнчен ытла мана ҫав тискер ҫӗршывра пурнӑҫ питех те ирӗклӗ пулни илӗртет, — терӗ Галли.

— Меня, пожалуй, больше привлекает полная свобода жизни в дикой стране, чем красота природы, — заметил Галли.

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Вӑл нумайччен калаҫрӗ, пӗр ӗҫ хыҫҫӑн тепӗр ӗҫ ҫинчен, Аргентинӑри вӑрҫӑ ҫинчен, Бразилири экспедици ҫинчен, дикарьсемпе тӗл пулни ҫинчен, тискер кайӑксем тытма сунара кайни ҫинчен каласа пачӗ.

И пошел рассказывать анекдот за анекдотом — из аргентинской войны, из бразильской экспедиции, о встречах с дикарями, об охоте на диких зверей.

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Сирӗн ҫине тискер кайӑксем тапӑнман пулсан?

Разве только в драке с дикими зверями?

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Паллах ӗнтӗ, тискер ҫӗршывсенче мыскарасем курмасӑр пурӑнма май ҫук, — терӗ Пӑван.

— Разумеется, в диких странах не проживешь без приключений, — сказал Овод небрежно.

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Чӑнах та, хӑш-пӗр таран вӑрҫӑра, хӑш-пӗр таран тискер вырӑнсенче сунарта ҫӳренӗ чухне… пӗрре унта, тепре урӑх ҫӗрте…

— Да, частью на войне, частью на охоте в диких местах… и здесь и там досталось.

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Вӑл вӗсене тӗлӗнмелле тискер ӗҫсем ҫинчен: пӑлхавҫӑсем ӑна мӗнле тыткӑна илни, унтан тусем хушшине сӗтӗрсе кайса, калама ҫук хытӑ асаплантарни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Целый день ехал он с ними в одной повозке, рассказывал им душераздирающие истории о том, как он был взят в плен бунтовщиками и как его притащили в горное убежище этих разбойников; расписывал им ужасные пытки, которым его подвергали.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Дюпре экспедицийӗ ӑна Кӑнтӑр Америка чӑтлӑхӗсенче тупнӑ; вӑл унта тискер кайӑк пекех пулса кайнӑ, вара ӑна хӗрхенсе кунта илсе килнӗ, теҫҫӗ.

Говорят, что экспедиция Дюпре подобрала его из милости где-то в пустынных местах тропической Южной Америки.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Вӑл алӑк хӑлӑпӗнчен тытса, хӑратнӑ тискер кайӑк пекех пӗрре пиччӗшӗ, тепре Джули ҫине пӑхса тӑчӗ.

Он держался за дверную ручку и, как испуганный зверь, смотрел то на брата, то на Джулию.

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Нивушлӗ ҫутҫанталӑкӑн тискер вӑйӗ ҫиеле тухать, пирӗн хӗрлӗ ҫунатлӑ «РД», пӑр катӑкӗ пек, персе анать?

Неужели слепые силы природы восторжествуют и наш краснокрылый «РД», как ледышка, грохнется вниз?

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed