Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗнӗ (тĕпĕ: кӗр) more information about the word form can be found here.
Ивук хыҫҫӑн ҫурални, вун ик ҫулхи чӗлхесӗр Ярмул, ҫулла шыва кӗнӗ чух ашшӗ куҫӗ умӗнчех пӗвене «путса» вилнӗ…

Родившийся после Ивука немой Ярмул «утонул» двенадцати лет от роду летом на речке, прямо на глазах у отца…

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юман анчах вӑрманта Хӑй кӳршине систерчӗ: Ҫав вӑрмана кӗнӗ ҫын Пирӗн тӑван Сетнерччӗ.

Help to translate

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вӗсем чун тулашнӑ вӑхӑтра килсе кӗнӗ айванла шухӑшсем кӑна.

Help to translate

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Памарӗ-и? — терӗ вӑл хута кӗнӗ саспа.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫав вӑхӑтра хыҫалтан ун патне Ашмарина пырса тӑрать, — хӑш вӑхӑтра кӗнӗ вӑл, председатель ӑна туйман та.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗнтӗркенӗ пӗчӗк ача пӑрлӑ кӑҫаттисемпе шакӑртаттарса киле васкаса кӗнӗ пек, пӳрте кӗчӗ, амӑшӗ пӗр сӑмах калама ӗлкӗриччен ун кӑкӑрӗ ҫине ӳкрӗ…

Help to translate

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Яла таврӑнсанах вӑл хӑйӗн хуйхи-суйхи ҫинчен каласа пама фермӑна Кӗтерне патне кӗнӗ.

Help to translate

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хыпӑнса ӳкнӗ Сехре ҫавӑнтах тепӗр ещӗкне уҫнӑ — унтан та ҫӗрӗк шӑршӑ ҫеҫ кӗнӗ, виҫҫӗмӗш ещӗкӗ те, тӑваттӑмӑшӗ те, пиллӗкмӗшӗ те йӑлтах пӑсӑлнӑ пулнӑ.

Help to translate

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унӑн ӗҫрен таврӑнакан савӑнӑҫлӑ хӗрсене шӑп ҫав сӑрт ҫинче, яла кӗнӗ ҫӗрте тӗл пулса кӗтсе илес килчӗ, — вӗсем юрласа аялалла анччӑр, эсӗ тӑвалла хӑпар.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл пырса кӗнӗ вӑхӑтра унта тин ҫеҫ хиртен таврӑннӑ хӗрсем кӗпӗрленсе тӑратчӗҫ.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халап мар вӗт-ха вӑл, чӑн япала: чӑваш ачисем Тутаркаса пырса кӗрсен, тутар ачисем вӗсене чулпа пенӗ, хӑйсем чӑваш ялне пырса кӗрсен, лешсем вӗсене ҫӗҫӗпе хӑваланӑ, икӗ ял ҫыннисем пӗр-пӗринне выльӑхӗсене вӑрланӑ, лаша вӑрлани те пулкаланӑ, пасарта-мӗнре ҫапӑҫса кайсан, чӑвашсем тутарсене, тутарсем чӑвашсене вӗлерес пек хӗненӗ, ҫӗрле ҫурчӗсене вут тӗрте-тӗрте янӑ, икӗ ял айккинчи улӑха кашни ҫул тенӗ пекех юнпа хӗретнӗ, утта пӗр ҫулхине, маттуртарах пулса, атӑлкассем ҫулнӑ, тепӗр ҫулхине, пуртӑсемпе хӑратса, тутаркассем пуҫтарса кӗнӗ, лашасемпе выртма каяс умӗн ачасем кашни ҫулах ваттисенчен «Кӑҫал ҫаран камӑн пулать?» тесе ыйтнӑ, выртма кайсан та атӑлкассем килсе тапӑнасса кӗтнӗ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫрен пушанса каялла кӗнӗ ҫӗре Хаят ҫукчӗ, амӑшӗ кӑмака патӗнче айкашатчӗ.

Help to translate

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Акӑ пирӗн пахча-ҫимӗҫ бригадин бригадирӗ, — терӗ Ятман, паҫӑрах пуҫа килсе кӗнӗ шухӑшне Куҫмана пӗлтерсе.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапла ҫав, кунта ларакансем ҫине пӗрре пӑхса илсех паллӑ — организацине ҫӗнӗ ҫынсем нумай кӗнӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсӗ члена кӗнӗ пуль ӗнтӗ?

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл тӗкме урлӑ мӗнле ҫӑмӑллӑн сиксе кӗнӗ, ҫавӑн пекех маттуррӑн каҫса кайрӗ.

Help to translate

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

…Анушка паҫӑрах пӳрте кӗнӗ ӗнтӗ, ун чӳречи витӗр лампӑ ҫути йӑлтӑртатни курӑнать.

Help to translate

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗншӗн айӑпа кӗнӗ вӗсем ашшӗ умӗнче, мӗншӗн ятламалла унӑн — кӑна вӗсем хӑйсем те каласа парайман пулӗччӗҫ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Марине, Кӑтра Михаларан ҫакна пӗрре те кӗтменскер, ун умӗнче пысӑк айӑпа кӗнӗ пек хӗрелсе кайрӗ, ку сӑмахсем ҫине тӑруках ним тавӑрса калама та пултараймарӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳрте Марине бригадир кӗнӗ хушӑра вӑл шӑп кӑна йӗпе ҫӳҫне тирпейлесе тӑратчӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed