Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чи the word is in our database.
чи (тĕпĕ: чи) more information about the word form can be found here.
Мероприяти вӗҫӗнче пултаруллӑ та чи лайӑх вӗренекен Юлия Потапова выпускница 1-мӗш класри Карим Гарифуллинпа пӗрле юлашки шӑнкӑрав пачӗҫ.

Help to translate

«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Чи пӑлхануллӑ та чуна тивекен самант вара выпускниксем куҫҫуль витӗр хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсене тав сӑмахӗсем калани пулчӗ.

Help to translate

«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Ак ҫапла ӗнтӗ вӑл чӑваш халӑхӗн чи сӑваплӑ уявӗ — Ҫимӗк.

Help to translate

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Ҫимӗк — чӑваш халӑхӗн чи лайӑх, ырӑ йӑлисенчен пӗри.

Help to translate

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

«Нарспи» драмӑри Тӑхтаман сӑнарне ӑста калӑпланӑ хӑйпултаруллӑ артист Николай Петров та, Л.Агаковӑн «Ылтӑн вӑчӑринчи» штурмпанфюрер Генрих Шварцпа «Муҫҫа Хӗветӗрӗ хӗр парать» комединчи Муҫҫа, «Нарспири» Михетер, «Ҫӗрпе хӗр» драмӑри Астахви пуп сӑнарӗсене вылянӑ ялти чи юратнӑ «артист» Самсон Васильевич Иванов та ҫӑва ҫинче ӗмӗрлӗхех канӑҫ тупнӑ.

Help to translate

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

«Евгений Онегина» чӑвашла куҫарасси ман ӑсталӑха тӗрӗслекен чи пысӑк ӗҫ пулӗ», — тенӗ Хусанкай (Прокопий Васильев «Атӑл хӗрринчи юман» асаилӗвӗнчен).

"Перевод на чувашский "Евгения Онегина" будет самой большой проверкой моего мастерства" , - сказал Хузангай (из воспоминаний Прокопия Васильева "Дуб на берегу Волги").

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

А.С.Пушкин произведенийӗсене куҫарас ӗҫре чи тухӑҫлӑ ӗҫлекенсенчен пӗри — К.В.Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ тата Болгари халӑх премийӗн лауреачӗ, чӑваш халӑх поэчӗ П.П.Хусанкай.

В числе самых плодотворно работавших в переводе произведений А.С.Пушкина - лауреат премий имени К.В.Иванова, Михаила Сеспеля и народной премии Болгарии, чувашский народный поэт П.П.Хузангай.

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Чӑваш сӑрине сутӑн илес текенсен шучӗ вара чи нумаййиччӗ.

Желающих купить чувашское пиво было много.

Ҫӗнӗ пасар уҫӑлчӗ // Татьяна НИКИТИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Пелепейри «Хӗвелтухӑҫ кухни» кафе ял ҫыннисемпе хӑнасене тутлӑ шашлыкпа илӗртрӗ‚ Сименккери почта уйрӑмӗ чи кирлӗ таварсем сутрӗ‚ ҫырӑнса илмелли кӑларӑмсемпе паллаштарчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ пасар уҫӑлчӗ // Татьяна НИКИТИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Часах мероприятийӗн чи яваплӑ саманчӗ – Пушкӑртстанри чӑваш пӗрлӗхӗсен фестивалӗ – пуҫланчӗ.

Help to translate

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Хӑнасем чи малтан поэтӑн музей ҫуртӗнче пулса курчӗҫ, Константин Иванов ячӗллӗ парка ҫитсе унӑн вил тӑприйӗ ҫине чечексем хучӗҫ, сӑвӑҫӑн палӑкӗ тата Нарспипе Сетнере халалланӑ композици умӗнче асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗксем турӗҫ.

Help to translate

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Чӑваш поэзийӗн чи ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ Константин Иванов пӗтӗм тӗнче историне кӗрсе хӑйӗн тата чӑваш халӑхӗн ятне ҫӗр-ҫӗр ҫула упраса хӑварнӑ.

Help to translate

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Вӑл кӑҫал пирӗн шкулта «Чӑвашлӑха аталантаракан чи лайӑх шкул» конкурс картинче «Янра, чӑваш сӑмахӗ» ятпа иртрӗ.

Help to translate

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

«Ачи маттур, пултарать. Ҫак таранччен нимӗнле йывӑрлӑх умӗнче пуҫне усман, нӑйкӑшман. Училищӗре те чи пултаруллисенчен пӗри пуласса шантарсах калатӑп», — тенӗ вӑл ҫирӗппӗн.

"Ребенок молодец, старается. Все это время преодолевал трудности не склоняя голову, не ныл. Ручаюсь, что и в училище будет один из первых", - сказал он твердо.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

«Малтанхи сасӑлав кирлех. Мӗншӗн тесен кандидат нумай, ку процедура хыҫҫӑн вара суйлава чи вӑйлисем хутшӑнӗҫ», — шухӑшне пӗлтерчӗ Лариса Юрьевна.

Help to translate

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Суйлавҫӑсем чи тивӗҫлисемшӗн — сӑмахпа шантарса мар, халӑх ырлӑхӗшӗн чӑнласах та нумай ӗҫ тунисемшӗн — сасӑласса шанатӑп», — пусӑм туса каларӗ Михаил Васильевич.

Help to translate

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫак процедура халӑха пулас депутатсен программипе ҫывӑхрах паллашма, кандидатсене хӑйсен округӗнчи чи ҫивӗч ыйтусене тӗплӗнрех тишкерме май панине пӗлтерчӗ.

Help to translate

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Пӗр ӳстермесӗр калама пултаратӑп: ку — пирӗн посольствӑра халиччен йӗркеленӗ чи лайӑх презентацисенчен пӗри. Чӑваш Республики хӑйне туллин кӑтартма тӑрӑшрӗ. Республика Пуҫлӑхӗ хӑй те пулчӗ — пушшех сумлӑ», — тенӗ вӑл.

Help to translate

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫакӑ чи малтанах республика географи тӗлӗшӗнчен ӑнӑҫлӑ вырнаҫнипе, кунта электротехника кластерӗ аталаннипе, инфратытӑм лайӑххипе, кадрсем ҫителӗклипе сӑлтавланнӑ.

Help to translate

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пирӗн шкул пӗлтӗр Раҫҫейри яллӑ тӑрӑхсенчи чи лайӑх 200 шкул шутне кӗме пултарчӗ.

В прошлом году по школам сельских территорий в России наша школа вошла в число 200 лучших школ.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed