Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хума the word is in our database.
хума (тĕпĕ: хум) more information about the word form can be found here.
Апла тумасан, юнашар тытнӑ икӗ ҫатан карта хушшине типӗ тислӗк тултарса хума пулать…

А нет, так можно промеж двух плетнев сухого помету насыпать…

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Уншӑн пулсан, ама йытӑ ҫуратса янӑскершӗн, ҫулла килхушшинче кизяк касса хатӗрлесе хума вӑхӑт ҫук иккен, кахалӗ хӑйӗнчен те маларах ҫуралнӑ, алли ҫумне ҫыпӑҫать-ҫке-ха унӑн, анчах хӑй ҫакна тӑна илеймест: хӗвелҫаврӑнӑш тунисем, пуҫӗсене кӑна касса илсен, юр тытса хӑвараҫҫӗ, вӗсем хушшинче ҫил ытлашши асса ҫӳреймест, юра ҫырма-ҫатрасене вӗҫтерсе каяймасть.

Ему, сукину сыну, на базу кизек летом нарезать некогда, лень вперед него родилась, залипает ему, а того не разумеет, что будылья, ежели резать одни шляпки на подсолнухе, будут снег держать, промеж них ветер не разгуляется, снег не унесет в яры.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Половцев хӗрарӑм ҫине пырса ӳкнӗ те, унӑн питне минтерпе пусса лартнӑ, ун аллисене алшӑллипе ҫыхса хума тапаланать.

Половцев упал на женщину, подушкой придавил ей лицо и крутит, вяжет рушником руки.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Кунта тырӑ хатӗрлевӗ валли тата икҫӗр пӑта яхӑн тултарса хума пулать-ха, — терӗ Демка Ушаков, чӗркуҫҫи таранах тулӑ ӑшӗнче ашса ҫӳренӗ май.

— Тут ишо можно на хлебозаготовку пудов двести ссыпать, — по колено бродя в зерне, говорил Демка Ушаков.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир… — ытарлӑн калаҫма пуҫланӑччӗ Щукарь мучи, анчах Нагульнов, ун еннелле пӑхса, куҫӗсене ҫав тери хаяррӑн ялкӑштарса илчӗ те, мучи, чӗтреве ерсе, сурчӑкне лӑнкӑртах ҫӑтрӗ, туман тиртен ҫӗлетнӗ шурӑ кӗрӗк аркине мӑнаҫлӑн уҫса хума манмасӑр, эхлетсе илчӗ, унтан тенкел ҫине ларчӗ.

Мы… — загадочно начал было дед Щукарь, но Нагульнов так ворохнул в его сторону глазами, что дед судорожно глотнул слюну, крякнул и сел на лавку, не без внушительности запахивая полы белой невыдубленной шубы.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав кунран пуҫласа вӑл хӑйне хӑй Давыдовпа ҫывӑх паллашнӑ ҫын вырӑнне хума пуҫларӗ, калаҫасса та унпа ыттисем пек мар, туслӑн та ытлашширех хӑюллӑн калаҫкалама пӑхать.

С того дня он почел себя близким знакомым Давыдова и обращался с ним, не в пример остальным, с дружественной фамильярностью.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗмӗл ним курӑнмалла мар пултӑр тесе, купсасенни ҫине темӗн чухлӗ ылтӑн укҫа купаласа хума каланӑ вара вӑл хыснаҫӑ Адонирама.

И он повелел Адонираму, казначею, положить сверх денег купцов столько золотых монет, чтобы вовсе не было видно под ними серебра.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Йывӑҫ патне эпӗ аҫӑр ӳтне тӑратса хума хушӑп.

Я прикажу поставить у дерева труп вашего отца.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хамӑн мӗнпур пурлӑхӑма православнӑй тӑван ҫӗршыв алтарӗ умне хума сӑмах паратӑп.

Обязуюсь все свое достояние принести на алтарь православного отечества.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунта пуҫна пуртӑ айне хума та ансат.

Тут голову под топор кладешь.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну, малалла вара… акӑ тата: «Анчах халӗ? Халӗ — ӗҫ урӑхла тӑрать. Халӗ пирӗн кулаксене хирӗҫ татӑклӑнах наступлени пуҫласа яма, вӗсем хирӗҫ тӑнине ҫапса хуҫма, вӗсене класӗпех пӗтерсе хума май пур…»

Ну, и дальше… да вот: «А теперь? Теперь — другое дело. Теперь мы имеем возможность повести решительное наступление на кулачество, сломить его сопротивление, ликвидировать его как класс…»

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑйӗн шухӑшӗсене те хупӑлча ӑшне кӗртсе пытарса хума тӑрӑшатчӗ Беликов.

И мысль свою Беликов также старался запрятать в футляр.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

«Ку япалана ҫынсене суккӑрлатма, минретме, йӑлтах пӑсса пӗтерме юри тунӑ тесе ӗнентерсен тин, эп ӑна ӑспа тунӑ япала вырӑнне хума пултаратӑп.

«Это можно принять как разумное только тогда, если мне докажут, что все здесь устроено нарочно, чтобы отлепить, оглушить, изуродовать людей.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Вагонсем вӗлтлетсе иртнӗ чух, ҫурт стенисем чӗтреннӗ май, хӗрарӑмсен кӑкӑрӗсемпе арҫынсен пуҫӗсем силленсе илеҫҫӗ; карлӑклӑ балконсем ҫинче пӗчӗк ачасем йӑваланса выртаҫҫӗ, вӗсем те чӗтреҫҫӗ; вӗсем ҫак йӗрӗнчӗк пурнӑҫа чӑн-чӑн пурнӑҫ вырӑнне хума пӗчӗкренех хӑнӑхса пыраҫҫӗ.

Мелькание вагонов сотрясает стены домов, вздрагивают груди женщин, головы мужчин; на решетках балконов валяются тела детей и тоже дрожат, привыкая принимать эту отвратительную жизнь как должное, неизбежное.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

— Ҫынсене хамӑртан ухмахраха хума юрамасть! — тет ӑна хирӗҫ Пепе витӗмлӗн.

Пепе внушительно сказал ей: — Не нужно считать людей глупее нас!

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

О, унта, ҫӗр айӗнче, тӗттӗмре урӑх ҫынсем ӗҫленине, ҫӗр айӗпе пире хирӗҫ килекен ӗҫ шавне илтсен — ӑнланайӑр-ши эсир ҫакна, синьор! — Пире, пӗчӗккӗскерсене, пурсӑмӑра та пӗр харӑс лапчӑтса хума пултармалла, калама ҫук йывӑр ҫӗр айӗнче ӑна илтсен!

О, когда мы услыхали там, под землею, во тьме, шум другой работы, шум идущих встречу нам под землею — вы поймите, синьор, — под огромною тяжестью земли, которая могла бы раздавить нас, маленьких, всех сразу!

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Ӑна пытарса хума тӗплӗ вырӑн кирлӗ…

А ведь место надобно земле отдать…

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Ҫак сӑмахсене каланӑ чух вӑл, темле тӗлӗнсе, хӑраса, аллисене саркаласа ячӗ те, — авлансан, арӑмне ниҫта хума пултарайманни аванах паллӑ пулса тӑчӗ!

Он с таким недоумением и испугом развел руками при этих словах, что было ясно — ему некуда девать жену!

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Вӑл ӑна вылякан картсене лӳчеркенӗ пекех хуҫкаласа хума та, пулӑшса, хресчен йӗркине кӗртме те пултарнӑ.

Он мог разломать ее, как игральную карту, и мог помочь ей установиться в прочные крестьянские рамки.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Ҫӗре чакалас-чакалас та, хӑйӗн валли шӑтӑк чакаласа хума ӗлкӗреймесӗрех вилсе выртмашкӑн кӑна ҫуралнӑ-и-мӗн вӑл?

— Что ж, — он родился затем, что ли, чтоб поковырять землю, да и умереть, не успев даже могилы самому себе выковырять?

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed