Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умра (тĕпĕ: ум) more information about the word form can be found here.
Таврӑннӑ чух Юра аллинчи шуҫ-тимӗр банкине кӑтартса: — Эпӗ те паян сакӑр йӑпӑлтак тытрӑм, — тесе мухтанатчӗ Ман умра.

По возвращению Юра показывая держащую жестяную банку: - И я сегодня поймал восемь пескарей, - хвалился передо мной.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Ашшӗ ман умра!

Отец передо мной.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Ман умра та, хыҫра та ҫӗлен.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Умра — Пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗн 2020 ҫулхи ҫыравӗ.

Help to translate

Патшалӑх ҫӗр ӗҫченне пулӑшасшӑн // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Тар тӗтӗмӗ сирӗлсен пӑхатӑп та – умра тӗрлӗ тӗслӗ чечексемпе витӗннӗ улӑх анчах.

Help to translate

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Ҫапла шутласа тӑнӑ вӑхӑтра умра темскер мӗлтлетрӗ те паҫӑрхи ҫын нимӗн пулман пекех малалла утрӗ.

Пока я стоял и размышлял, впереди меня что-то мелькнуло и тот же человек шел дальше как ни в чем небывало.

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Халь унта чӑнах та никам та ҫук, тин ҫеҫ ман умра ҫын утса пынине питӗ лайӑх астӑватӑп.

Сейчас там действительно никого нет, очень хорошо помню, как перед о мной шел человек.

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Мӗн пулнине тавҫӑрса илеймерӗм-ха тӑруках, анчах туятӑп: тин ҫеҫ ман умра ӑнланмалла мар япаласем пулса иртрӗҫ.

Я сразу не мог сообразить, что случилось, однако чувствую: только что впереди меня случилось что-то непонятное.

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Умра сенаж хумалли 3 шӑтӑк.

Пред нами 3 ямы для хранения сенажа.

Пӗрисен выльӑх апачӗ саппас юлать, теприсен... // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Умра — ҫуллахи каникул.

Впереди - летние каникулы.

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Умра пирӗн – ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем!

Впереди у нас - новые достижения!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

«Умра — мина уйӗ. Унта мӗнле кӗмелле? Юрать-ха ку уйра пехота мини мар, танксене пӗтермелли иккенне ӑнлантӑм. Мина лартса хӑваракансем «растяжкӑсем» хунине те пӗлетӗп эпӗ. Вӗсем ҫине пуссан мина ҫурӑлать. Мӗн тумалла? Кӑшт йӑнӑшсанах вилетӗп, малалла каймасан тӑшман снайперӗсен аллине лекме пултаратӑп», — тем те тӳснӗ ветеран хумханнине ирттерес тесе куркари чейе сыпса илет.

"Передо мной - минное поле. Как туда пройти? Хорошо хоть понял, что на этом поле не пехотные мины, а противотанковые. Я знаю, что минеры расставляют и "растяжки". Если на них наступить, то мина взорвется. Что делать? Чуть ошибусь - погибну, если не идти вперед, то можно попасть под руки вражеских снайперов", - чтобы отвести волнение, пережившее всякое ветеран отхлебывает чай с кружки.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Умра вара пысӑк уявсем - Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ, Мӑнкун, Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ.

Help to translate

Пурте активлӑ хутшӑнар // В. ШАПОШНИКОВ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

«Ҫак командӑна сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшмалла, - ӗҫтешӗн шухӑшне малалла тӑсса пӗлтернӗ Николай Малов. _Чи пӗлтерӗшлӗ тапхӑр - умра: ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тӗп суйлав умӗнхи малтанхи сасӑлав иртет. Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗ хыҫҫӑн 23-мӗшӗ, 24-мӗшӗ... пулать. Пирӗн чи малтанах малашлӑх пирки шухӑшламалла, пӗр-пӗрне ӑнланса пулӑшса пымалла».

Help to translate

Хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Аслӑ Ҫӗнтерӳ 71 ҫул тултарас умӗн пӗлтӗр пуҫарнӑ проектсене те ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа кӗртес тӗллев тӑрать пирӗн умра халь, ҫӗнӗ акцисен юхӑмӗсене те тапратса ямалла, 1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунине уявлама нумайрах ҫынна явӑҫтармалла.

Help to translate

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Пирӗн умра курӑмлӑ ҫӗнӗ тӗллевсем тӑраҫҫӗ - экономикӑри йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр чи ҫывӑх ҫулсенче социаллӑ инфратытӑм объекчӗсен строительствине малалла тӑсасси, хамӑр ҫине илнӗ пӗтӗм тивӗҫе пурнӑҫлассине тивӗҫтересси.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Малтан судпа айӑпланман-тӑк, ытти партире тӑмасан кандидат пулма кансӗрлекен чӑрмав ҫук, - пӗлтерчӗ Николай Владимирович. - Чи пӗлтерӗшлӗ тапхӑр - умра: ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тӗп суйлав умӗнхи малтанхи сасӑлав иртет.

Help to translate

Депутат хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

12. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир яланах итлекенччӗ — манӑн умра анчах мар, тата ытларах халӗ, эпӗ сирӗнпе мар чухне, — хӑвӑра ҫӑласшӑн хӑраса та чӗтресе тӑрӑшӑр: 13. Турӑ сирӗн ӑшӑра Хӑй ырӑ шухӑш кӗртет, ӑна пурӑнӑҫлама вӑй та парать.

12. Итак, возлюбленные мои, как вы всегда были послушны, не только в присутствии моем, но гораздо более ныне во время отсутствия моего, со страхом и трепетом совершайте свое спасение, 13. потому что Бог производит в вас и хотение и действие по Своему благоволению.

Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Вӗсем пирӗн умра хӑйсене тӳрре кӑларасшӑн ҫапла калаҫҫӗ тесе шухӑшламастӑр-и тата эсир?

19. Не думаете ли еще, что мы только оправдываемся перед вами?

2 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Яланах ҫапла пулать вӑл: ҫӗр вӑрлӑха йышӑнсан е тинӗс карапа йышӑнсан, е савӑта апат-ҫимӗҫ е ӗҫмелли ярсан, анчах вӑрлӑх акнӑ вырӑна е тата савӑта пӑссан, 35. вӑрлӑхӗ те, апат-ҫимӗҫӗ те, ӗҫмелли те пӗрлех пӗтеҫҫӗ, пирӗн умра юлмаҫҫӗ.

34. Обыкновенно бывает, что если земля приняла семя, или море корабль, или какой-либо сосуд пищу или питье, и если будет повреждено то, в чем посеяно, или то, в чем помещено, 35. в таком случае погибает вместе и самое посеянное, или помещенное, или принятое, и принятого уже не остается пред нами.

3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed