Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр самантрах тӗл ҫине лартрӗ Ҫемен хӑйӗн туппине, унитарнӑй патрона шутарса кӗртрӗ, затворне шалтлаттарса хупрӗ те шнурне ярса илчӗ.В один миг навел Семен орудие, вогнал унитарный патрон, хлопнул затвором и взялся за шнур.
XXXI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
— Альзо, — терӗ те обер-лейтенант фон-Вирхов, аллине сывлӑшра выляткаласа, куҫ лакӑмне хӑрах кӗленчеллӗ куҫлӑхне кӗртсе лартрӗ.— Альзо, — сказал обер-лейтенант фон Вирхов и воздушным движением посадил в глаз свое стеклышко.
XXIX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ткаченко сӗтелӗ ҫине вӗретнӗ шывпа виҫелӗн хутшӑн-тарнӑ тӑхӑрвун ҫичӗ градуслӑ спиртне лартрӗ.
XXV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Софья вилнӗ ҫын пек шуралса кайнипе ытла та илемлӗн курӑнчӗ, вӑл куҫхаршине ҫӗклеме те именсе, хӑнасен умне ӗҫме-ҫиме лартрӗ.
XXV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Вӑл урисене яваласа ларчӗ те, куҫне монокль кантӑкне кӗртсе лартрӗ.Офицер уселся, закинул ногу за ногу и воздушным движением посадил в глаз стеклышко монокля.
XXIV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
— Найн! — терӗ те унтер-офицер, тӑкас мар тесе сыхланарах кӑна аллаппи аяккипе стаканне пӑрса лартрӗ, унтан темӗнчченех мӑкӑртатса тӑнӑ хыҫҫӑн, хулпуҫҫи урлӑ ҫакнӑ винтовкине аллине илчӗ.
ХХIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Унтан вара штофран пӗр стаканне тултарчӗ те унтер-офицер умне лартрӗ.Затем он налил из штофа полный стаканчик и подвинул унтер-офицеру.
ХХIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Хӗрача пур пек вӑйӗпе тутине ҫыртса лартрӗ.
XVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Пӗрре каҫ кӳлӗм арӑмӗ ун умне пӗр турилкке варенипе тӑпӑрчӑ пырса лартрӗ, илемлӗ кружкӑпа туллиех хӑйма тата ӑна хӑйне уйрӑм кашӑк пырса хучӗ (вӑл хӑйӗн килӗнчи пурнӑҫне те офицерсенни пекех майлаштарса ҫитернӗччӗ), арӑмӗ алӑк патне пырса пуҫне усса тӑнине курсан, чӑтса тӑраймарӗ.
XIV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Рустамов куҫне чеен хӗссе лартрӗ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӑл пукана куҫарчӗ те хӗре Васильевпа юнашар лартрӗ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Тирпейлӗ хуҫайккӑ пек, вӑл лутра сӗтел евӗрлӗ чула ҫуса тасатрӗ те варрине банкине лартрӗ, пиҫнӗ кайӑка кӑларса, ӑна вак татӑксене пайларӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Васильев хӑй таврашӗнче пӗр ывӑҫ вӗтӗ чул пухрӗ, унтан ракетӑсен трубкисене уҫрӗ, капсулӗсене кӑларса илчӗ те унта ҫинҫе пралукран тунӑ мӑйкӑчсем кӗртсе лартрӗ (урӑхла каласан, ахаль электрозаполсем турӗ), вара трубкӑсене ҫӗнӗрен взрыв тӑвакан хутӑш ярса тухрӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Фляжка халӗ ӗнтӗ реторта вырӑнӗнче пулчӗ, ӑна вӑл вут ҫине ҫирӗплетсе лартрӗ, пӑркӑн пӗр вӗҫне вара шывлӑ шӑтӑка ячӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ун ӑшне кабель ҫинчен сӳсе илнӗ трубкӑна, пӑркӑ евӗрлӗ тунӑскере, чиксе лартрӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӑл ӑна трубка ӑшне ҫирӗплетсе лартрӗ — укҫа шӑпах юрӑхлӑ пулчӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӑл магнитофон лартнӑ кӗтесри пӗчӗк сӗтел патне пырса чылайччен унпа тӑрмашрӗ, юлашкинчен вара сасӑсем паракан пайӗ тетрадь ӑшӗнче тупнӑ питӗ пӗчӗк целлофан листине ҫирӗплетсе лартрӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Степунов реостат аврине ҫаврӑнма пултарнӑ таранах ҫавӑрса лартрӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Нури люка пӑрса лартрӗ те ҫӳле вара манӑн шлепкене кӑна ячӗ…
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Пӗчӗк рычака хайхи алӑ лӑпкӑн ҫавӑрса лартрӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.