Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

культура the word is in our database.
культура (тĕпĕ: культура) more information about the word form can be found here.
Майӑн 15-мӗшӗнчи Пӗрлехи информаци кунне ирттерме пирӗн района Шупашкартан информушкӑн килсе ҫитрӗ, унӑн йышӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов, ЧР цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Юлия Стройкова, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Елена Чернова, ЧР юстици министрӗн ҫумӗ Дмитрий Неяскин пулчӗ.

Help to translate

Чылай ҫитменлӗх тупса палӑртрӗҫ // А.ОРИНОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

Виҫҫӗмӗш вырӑна вара ку номинацире «Пилеш» ача сачӗн ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫисем - Елена Красновапа Татьяна Мидакова) тата Сӗнтӗкҫырминчи Культура ҫурчӗн «Сударушка» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи - Альбина Макарова) пайларӗҫ.

Help to translate

Ачасем те, аслисем те илемлӗ ташлаҫҫӗ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31

Ача сачӗсене ҫӳрекенсемпе шкулта вӗренекенсем, тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хуракансем, ҫав шутра культура ӗҫченӗсем те, хӑйсем илемлӗ ташлама пултарнине кӑтартса пачӗҫ.

Help to translate

Ачасем те, аслисем те илемлӗ ташлаҫҫӗ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31

Чӗлхе те, культура та ҫавӑн пек аталанать, манӑҫран тухмасть вара.

Help to translate

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Ку хутӗнче те Элӗкри культура ӗҫченӗсем театрализациленӗ пуян представлени хатӗрленӗ.

И на этот раз работники культуры села Аликово подготовили богатейшие театрализованные представления.

Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html

Элӗкри Культура керменӗ еннелле утакан ҫынсен юхӑмӗ темӗн вӑрӑмӗшне тӑсӑлчӗ.

Людей, идущих в сторону Дворца культуры села Аликово, не было конца.

Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html

Кам е мӗн кансӗрлет районсенчи чӑваш наципе культура центрӗсен ертӳҫисене унта ҫамрӑксене чӑвашла тумлантарса илсе килме?

Кто или что мешает руководителям районных чувашских национальных и культурных центров нарядить местную молодежь в чувашское и привезти туда?

Ватти вӑййа тухман // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... ya-tukhman

Ҫав вӑхӑтра культура ҫӑлкуҫӗ майӗпен типсе пырать.

В это время исток культуры медленно засыхает.

Ватти вӑййа тухман // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... ya-tukhman

Саврӑшпуҫӗнчи Культура ҫурчӗн директорӗ А.В.Иванов пурне те уяв ячӗпе саламланнӑ, праҫнике хастар хутшӑннӑшӑн тав тунӑ.

Help to translate

Саврӑшпуҫсем ӗҫлесе те, канса та ӗлкӗреҫҫӗ // Вера Александрова. http://suvargazeta.ru/news/aksu-aksubaev ... -ta-lkrecc

Ӑна Чӑваш Республикин культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Кирилл Павлов ертсе пынӑ.

Help to translate

Атӑлтан пуҫласа Хура тинӗс таранах // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... s-taranakh

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ регионсен шайӗнчи «Ҫӗнӗ хум» литература пултарулӑх конкурсӗн ӗҫне йӗркелекен комитет ларӑвӗ иртнӗ.

Help to translate

Атӑлтан пуҫласа Хура тинӗс таранах // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... s-taranakh

«К.Иванов ҫӗршывне ҫӑлӑр!» – тесе ҫырнӑ Пушкӑртстанри Слакпуҫ ял хутлӑхӗн ҫыннисем Чӑваш тата Пушкӑртстан культура министрӗсем патне янӑ ҫырура.

"Спасите родину К.Иванова!" - написано в письме отправленном жителями Слакбашевского сельсовета Башкортостана министрам культуры Чувашии и Башкортостана.

Чӑваш Меккин экологийӗ хрушлӑхра // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... rushlakhra

Кун пирки Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен культура пӗрлӗхӗ хыпарлать.

Об этом сообщает чувашское культурное общество Ленинградской области.

Муринӑри тӑкӑрлӑка Никита Бичурин ятне панӑ // Никита Сурский. https://chuvash.org/news/21920.html

«Янгорчино» кооперативра хӗрӳ тапхӑра епле хатӗрленнипе паллашнӑ хыҫҫӑн конференцие хутшӑннисем вырӑнти культура ҫуртне пухӑнчӗҫ.

После того как познакомились с подготовкой к знойному этапу кооператива "Янгорчино", участвовавшие в конференции, собрались в местном доме культуры.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Маларах шут ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ вӑл, анчах та культура тытӑмӗнчен нихӑҫан та аякра тӑман, концертсене яланах хастар хутшӑннӑ.

Ранее она трудилась в счётном деле, но никогда не стояла далеко от структуры культуры, всегда принимала активное участие в концертах.

Тӑванлӑх йӗрне кӗнекесем упрӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2730-t-v ... ekesem-upr

Кӑҫалхипе иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн ҫӗршывра «Культурный минимум» (чӑв. Культура минимумӗ) акци иртет.

В этом году уже второй год в нашей стране проходит акция "Культурный минимум" (по-чувашски Культура минимумӗ).

Спектакльсене тӳлевсӗр кӑтартӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/21579.html

Кашни ялӑн Культура ҫуртӗнче ҫав вӑхӑтра спектакльсем пулаҫҫӗ.

В каждом сельском доме Культуры в это время будут спектакли.

Пӑвана Юрий Гальцев килет // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... rist-kilet

Ялти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Елӗм», Этменти «Айхол» фольклор ушкӑнӗсем «Улах ларни», «Утӑҫи юррисем» йӑласене кӑтартса пачӗҫ.

Фольклорные группы при сельском доме культуры "Елем", Атменьский "Айхол" показали обряды "Посиделки", "Сенокосные песни".

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

ЧНК культура комитечӗн председателӗ Вера Архипова уява пуҫтарӑннисене тав сӑмахӗ каларӗ, проект чӑн та ӑнӑҫлӑ ӗҫленине, халӑха кирлӗ пулнине палӑртрӗ.

Председатель комитета культуры ЧНК Вера Архипова сказала собравшимся на празднике приветственное слово, отметила действительно успешную работу проекта, нужную народу.

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

Конгресс вице-президенчӗ, ӗҫ тӑвакан комитет председателӗ Анатолий Ухтияров, «Чӑваш хӗрарӑмӗ», культура комитечӗсен председателӗсем Юлия Мареева, Вера Архипова.

Вице-президент конгресса, председатель рабочего комитета Анатолий Ухтияров, "Чувашская женщина", председатели культурных комитетов Юлия Мареева, Вера Архипова.

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed