Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нянькӑн суйласа тӑмалли ҫук, улпут ачи ан макӑртӑр, пӑхас пулать ӑна, хуҫи мӗн хушать, ҫавна ту.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Таҫтан тупнӑ, мур ачи.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ӑна хӑйне хӑй, — мӗнле те пулин айӑпа кӗрсе, хӑлхине турттарттаракан шкул ачи пекех туйӑнчӗ.Он чувствовал себя в положении школьника, которого дерут за уши, поймав на месте преступления.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Хӑйӗн иксӗлми мӗн пур ачаш юратуне амӑшӗ ачи ҫине куҫарнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Вӑл Чулхула витӗр кайнӑ чух — арӑмӗпе ачи ӑна Смоленскра кӗтнӗ, анчах вӑл Смоленска пырса ҫитнӗ вӑхӑтра — вӗсем Мускаври тӗр-мере пулнӑ ӗнтӗ.
XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Негр вара сӑра ӗҫме тытӑннӑ, ачи халь ҫеҫ килнӗ американецӑн аттине тасатма пуҫланӑ.Негр стал пить пиво, а мальчишка принялся ваксить сапоги новоприбывшего американца.
XVIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Унпа юнашар вӗр-ҫӗнӗ ҫи-пуҫ тӑхӑннӑ, пӗртте еврей пек курӑнман улпут ачи тӑнӑ пулин те, улпучӗ каялла ҫаврӑнса пӑхсанах, Матвей те вара ку чӑнах та еврей пулнине пӗрре пӑхсах чухласа илнӗ, ҫитменнине тата вӑл хамӑр, Могилев е Житомир, Минск е Смоленск таврашӗнчи еврей пулни пӑхсах курӑннӑ, — тин ҫеҫ пасартан таврӑнать, хӑйӗн ҫи-пуҫне нимӗҫ тумӗпе улӑштарса тӑхӑннӑ тейӗн.
VI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ачи чӗрӗскерччӗ.
Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Чӗрӗ те-ҫке, мур илесшӗ ачи!..
Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Е вӑл вӗсене чирлӗ ачана парать те, чирлӗ ачи шӑпах Коля пулса тӑрать, тепӗр тесен, ӑна чечек пама кирлӗ те пулман, чечекӗсем ахаль кӳкӗрчен ҫеҫ пулнӑ пулин те.
XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Анчах арҫынӗ сивлекрех куҫӗсемпе Таня ҫине кӑшт ҫеҫ пӑхса илчӗ, арҫын ачи аллипе чечексем ҫине кӑтартрӗ те: — Эсӗ вӗсене сутатӑн-и? — тесе ыйтрӗ.
IV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Е, тен, эппин, ҫавсем — вӗсем те виҫҫӗн: арҫынни мӑнтӑр, хулӑн пуставран ҫӗленӗ карттуспа, хӗрарӑмӗ ҫамрӑк та хитре мар, арҫын ачи те мӑнтӑр, вӑл пушшех илемсӗр.
IV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Тен, ҫавсем авӑ — виҫҫӗн вӗсем: арҫынни йӑлтӑртатакан ҫӑмлӑ шлепке тӑхӑннӑ, хӗрарӑмӗ ватӑ, арҫын ачи ҫӳллӗ те хыткан, илемлех мар.
IV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Тепӗр тесен тата, вӑл ахаль шкул ачи кӑна, тискер кайӑксем тытакан сунарҫӑ ачи, тир карса тунӑ хӳшӗре ҫуралнӑскер.
II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Прачак ҫинче, пысӑк кӑткӑ тӗмӗ ҫывӑхӗнче, нанай ачи Филька тӑрать, кӑчӑк туртса, хӗрачана хӑй патне чӗнет.На просеке, возле высокой муравьиной кучи, стоял нанайский мальчик Филька и манил ее к себе рукой.
I // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Полли аппа вӗсене ман ҫинчен каласа пачӗ, эпӗ кам ачи пулнине, ӑҫтан тупӑннине йӑлтах пӗлтерчӗ, кун хыҫҫӑн манӑн вӗсене ҫапла ӑнлантарма лекрӗ: Фелпс миссис мана Том Сойер вырӑнне йышӑнсан, эпӗ нимӗн тума аптраса ӳкрӗм…
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ӑҫта ҫӳретӗн-ха эсӗ, мур ачи? — тет вӑл.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Манӑн чӗре вар-хырӑмалла анса кайса, пыршӑсем хушшине хӗсӗнсе ларнӑнах туйӑнчӗ, маис пашалӑвӗн татӑкӗ те пыра урлӑ ларчӗ; эпӗ ӳсӗрме тытӑнтӑм, татӑк каялла пӗрхӗнсе тухрӗ, вара сӗтел урлӑ ыткӑнса пӗр ачин куҫне лекрӗ, ачи вӑлта ҫинчи ӑман евӗр авкаланса илчӗ те пырӗ ҫурӑласла кӑшкӑрса ячӗ; Том хӑранипе йӑлт кӑвакарса кайрӗ.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кӑкӑр ачи те пурнӑҫлама пултарать-ҫке ӑна.
Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ачи килнех пулӗ-ха.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.