Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑрах the word is in our database.
Хӑрах (тĕпĕ: хӑрах) more information about the word form can be found here.
Пӑлхава ҫӗкленнӗ йӑх-яха, унӑн инкеклӗ шӑпи пирки вуншар ҫул вырӑс интеллигенцийӗ макӑрса сӗлекине юхтарнӑ (ҫав ылханлӑ «халӑха», эпӗ хӑрах алӑпа та татах пӗтернӗ пулӑттӑм-ха, анчах, чӑннипе, халӗ ку мана хӑрушла ухмахланнӑ пек ҫеҫ туйӑнать…

Я мог бы еще и с одной рукой уничтожать взбунтовавшуюся сволочь, этот проклятый «народ», над участью которого десятки лет плакала и слюнявилась российская интеллигенция, но, право, сейчас это кажется мне дико-бессмысленным…

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах юмах хӑрах ҫунаттипе чӑн пурнӑҫа перӗнсе тӑчӗ: хӗрарӑмпа ҫыврас килни ҫеҫ мар, тата темӗнле куҫа курӑнман ҫип Листницкие пурнӑҫ ҫулӗ ҫине ӑнсӑртран тухса тӑнӑ ҫак хӗрарӑм ҫумне ҫыхса хучӗ.

Однако сказка одним крылом касалась действительности: не только половое влечение, но и еще какая-то незримая нить привязывала его к этой, случайно ставшей поперек жизни, женщине.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Курӑр ак, Дона вӑл чи пирвай тӗл пулнӑ усламҫӑнах хӑрах саплӑкла сутса ярать!

Вот поглядите, продаст он Дон первому же покупателю, на обчин!

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Выдринсен ҫурчӗ патне арҫынсемпе хӗрарӑмсем чупса ҫитнӗ, ачасем пуҫтарӑннӑ, хӑрах ураллӑ Качкин инвалид сиккелесе пынӑ.

Набежали к выдринской избе мужики и бабы, слетелись мальчишки, прискакал на одной ноге инвалид Качкин.

Штык // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Пӑшал персе яричченех Бунчук хӑлхине тахӑшӗ каҫӑхса кайса ҫухӑрнӑ сасӑ пырса кӗчӗ; вӑл пуҫне пӑрса пӑхрӗ те чӗкеҫ шатриллӗ ҫамрӑк хӗрарӑм, халӑх ушкӑнӗнчен сирпӗнсе тухса, хӑрах аллипе ачине кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытса, тепринпе унӑн куҫне хупласа, хутор еннелле чупнине курчӗ.

Еще до выстрела слух Бунчука полоснуло заливистым вскриком; повернул голову: молодая веснушчатая бабенка, выскочив из толпы, бежит к хутору, одной рукой прижимая к груди ребенка, другой — закрывая ему глаза.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем ҫине пӑхса пынӑ май Бунчук ҫакна курчӗ: Кривошлыков хӑрах чавси ҫине тайӑнса, сывлӑша каснӑ пек аллипе сулчӗ те умлӑн-хыҫлӑн темиҫе сӑмах каласа тӑкрӗ.

Наблюдая за ними, Бунчук видел: Кривошлыков, опираясь на локоть, рубнул рукой воздух, выпалил несколько фраз залпом.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан вӑл сасартӑк утне хӑрах еннелле туртса пӑрчӗ те, лаши, кайри урисем ҫинче кукленсе, каялла пӗтӗрӗнсе ҫаврӑнчӗ.

Он с такой силой крутнул коня, что тот присел на задние ноги.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Федор Дмитриевич хӑрах аллине ҫӑмламас ҫӗлӗкӗ патне илсе пынӑ, тепринпе, сӑра чаплашки тытнӑ пек, губернатор майрин чечен чавсине тытнӑ.

Одна рука Федора Дмитриевича галантно тянется к косматой папахе, другая, как чашу, держит губернаторшин локоток.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич йӑшӑлтаткаласа хӑрах куҫне уҫса пӑхнӑ вӑхӑтра унта ҫитесси пӗр ҫирӗм чалӑш пек кӑна юлнӑччӗ.

Оставалось саженей двадцать, когда Пантелей Прокофьевич заворочался, чуть приоткрыл глаз.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫиелтен тӑпра витсе купаланӑ мӑкӑрӑлчӑк нӳхреп ҫинче кӑвак кӗл сапаланса выртать; унта, йӑхлӑх хӑварнӑ вун-вун икӗ чӑпар чӑх хушшинче, хӑрах урине шӑнса кӳтнӗ пек хутлатса, ҫӑхан пек йӑм-хура автан каҫӑрӑлса тӑрать.

Насыпной горб погреба сизел золой; на ней, зябко поджав ногу, стоял черный, как ворон, петух в окружении десятка оставленных на племя пестроцветных кур.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Тыт-ха, Наташа… — тутине хӑрах еннелле чалӑштарса, айӑплӑн кулса илчӗ Григорий.

— Возьми-ка их, Наташа… — Григорий виновато, в одну сторону рта, усмехнулся.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑрах еннелле чалӑштарса лартнӑ ҫӗлӗкӗ ӑна хуйха-суйха пӗлми теветкел ҫын пек кӑтартать.

Папаха, надетая набекрень, придавала ему вид беспечный и молодецкий.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑрах пичӗ ҫинче, сулахай куҫӗнчен кӑшт аяларах, юнлӑ шӑйрӑк палӑрать.

На лице возле левого глаза кровянилась свежая ссадина.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑнран шурса кайнӑ Боговой (ун пичӗ ҫинчи ҫунӑк тар йӗрӗсем халӗ пушшех кӑваккӑн курӑнаҫҫӗ) хӑрах айӑкӗ ҫинче выртать, ҫӑварӗнчен хаяр сӑмахсем сирпӗнтресе, суранланнӑ ура хырӑмне ҫыхать.

Бледный Боговой (ярче синели пороховые пятна на его щеках) лежал на боку, выхаркивая ругательства, перевязывал раненную в мякоть ногу.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Глаша упӑшкине вӑл тӳрех палларӗ, ҫамрӑк, сарлака ҫамкаллӑ ҫын, шинель тӑхӑннӑ, шинелӗн хӑрах ҫанни усӑнса тӑрать.

И сразу узнал мужа Глаши — молодого лобастого парня в шинели с пустым рукавом.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ҫӳллӗскер, хӑрах куҫӗ хӗрринче тур палли пур.

— Высокий, ишо родинка у него на глазу.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, палӑрмаллах уксахлаканскер, Лукомские хисеплӗн ҫул пачӗ, контузи пулнӑ хӑрах хулпуҫҫине кулӑшла та хӑрушшӑн чӗтрентерсе, коридор тӑрӑх лакӑштатса кайрӗ.

Он почтительно уступил дорогу, пошел по коридору, заметно прихрамывая, смешно и страшно дергая контуженным плечом.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑрах хӑлхапа илтсе курнӑччӗ…

— Трошки припадало слыхать…

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малтан вӑл Листницкипе чунтан калаҫса илме шутланӑччӗ, ытти ҫынсенчен пытарса пурӑннӑ шухӑшсен хура чаршавне те хӑрах кӗтесрен сирсе уҫнӑччӗ, анчах ҫав чаршава каллех хупса хучӗ.

На минуту потянулся к искреннему разговору с Листницким, приподнял краешек той черной завесы неведомого, которой каждый укрывается от других, и вновь опустил ее.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑмӑр тур паллийӗ тӗлӗнче куҫ хӑрпӑкӗн кӑвак кӑшӑлӗ усӑнса тӑрать, ҫӳлерехре, кӑшт хупӑнарах тӑракан хӑрах куҫӗ тӗлӗнче, куҫҫульпе исленсе йӗпеннӗ ҫутӑ пайӑрки чӗлтӗртетет.

Над коричневой родинкой тяжко висел синий ободок века, в профиле виден был увлажненный свет одного полузакрытого глаза.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed