Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Лешӗ the word is in our database.
Лешӗ (тĕпĕ: лешӗ) more information about the word form can be found here.
Лешӗ паҫӑр, яла кӗрес умӗн, ӑна ҫак ырлӑхсемпе илӗртнӗччӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ ҫурмалла хуҫланчӗ те, ахлатса та илмесӗр, пак кӑна йӑванса кайрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ хӑнк та мар.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ те пуҫне сулчӗ, анчах енчен енпе.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ, кӗскетнӗ пӑшалне алӑра тытса, лашине хуллен унталла уттарчӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ, арӑмӗ каланӑ тӑрӑх, тин кӑна ҫывӑрса кайнӑ-мӗн.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тин кӑна кайрӗ, — пӗлтерчӗ лешӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ лашанни пек сарӑхнӑ шӑлне кӑна кӑтартатчӗ…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ — вӑрлаканни, ку — вырнаҫтараканни…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах лешӗ, пӗрре алӑ ҫӗклерӗ-тӗк, тепрехинче арӑмне пӗр-пӗр япалапа лектерме те пултарать.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ, упӑшкинчен ҫӳллӗрех те тӗреклӗ хӗрарӑм, ҫапӑҫса кайсан, тӗк вӗҫтерсе тустармалла-ха та ӑна, арҫынна хирӗҫ тӑрса ҫылӑха кӗме юрамасть.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫирӗм саккӑрӑн, — хуравларӗ лешӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эрне каялла кӑна-ха, июлӗн вӑтӑр пӗрремӗшӗнче, пилӗк хурах, Кивӗ Мӗлӗшри шыв арман хуҫи Румянцев патне пырса, тискер ӗҫ туса хӑварнӑ, лешӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, икӗ пин те виҫҫӗр ҫирӗм тенкӗлӗх ытла япала ҫаратса кайнӑ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗншӗн? — ӑнланмарӗ лешӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Юлташ мар эпӗ саншӑн, гражданин! — калаҫасшӑн пулмасӑр пат татрӗ лешӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку ӗҫпе иккӗшӗ те аппаланса курманскерсем, кимме шалалла ытлашширех те кӗртсе ячӗҫ пулмалла, ҫавӑнпа, лешӗ кӑтра хумсем ҫинче сӑмсине пӑра пуҫласан, ун ҫине аран выртса ӗлкӗрчӗҫ…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ристансем картишӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ самантра Король ют камера ҫыннисемпе хутӑшрӗ те такампа чӑкрашма тытӑнчӗ, лешӗ парӑмра юласшӑн пулмарӗ курӑнать.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫу-ук, — хӑраса пуҫне сулчӗ лешӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ стена ҫумне кайса ҫапӑнчӗ, Валет пекех, чылайччен сывлӑш ҫавӑраймасӑр аптӑрарӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ хӳтӗленес шутпа-ши е чикес тесех — хӑй ҫав самантра та, кайран та ӑнланмарӗ ҫакна — ҫӗҫӗ тытнӑ аллине ун еннелле тӑсрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed