Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑн (тĕпĕ: ҫав) more information about the word form can be found here.
Котька хӑйне ҫавӑн пек хуҫалла тыткалани мана меслетсӗр тарӑхтарса ячӗ.

Меня ужасно возмущал хозяйский тон Котьки.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кам пирӗн класра ҫавӑн пек чӑтма пултарӗ?!.

Кто бы еще так утерпел в нашем классе?!

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ярас ҫукчӗ сана ҫавӑн чух, чармаллаччӗ…

Не пускать бы, отговорить мне тебя тогда…

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫавӑн пек шутларӑн-и?

— Решил?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑнах та ӗнтӗ, ҫавӑн пек туйӑнатчӗ кӑна маншӑн.

Конечно, это мне только казалось.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та кӑкӑрӗ ҫине вырттарнӑ ҫивӗт вӗҫӗсем ӗлӗкхин пекех пӗтӗрӗнсе тӑраҫҫӗ, ҫамки ҫинче те унӑн ҫавӑн пекех пӗтӗрӗнчӗк пайӑркасем пур.

Но косы, перекинутые на грудь, по-прежнему были в колечках, и такие же колечки на лбу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, хӑй шухӑшӗпе, ҫавӑн пек самантра Евгений Онегин хӑйне хӑй ҫапла тытнӑ пулӗччӗ, тет пулӗ ӗнтӗ.

Должно быть, так, по его мнению, вел бы себя при подобных обстоятельствах Евгений Онегин.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Свидетельсене хамӑрӑн артистсемех выляс терӗҫ, пӗр Ларинсен няни валли ҫеҫ костюм тупӑнмарӗ, ҫавӑн пирки вара Пушкин вӑхӑтӗнче те няньӑсем пирӗн вӑхӑтрисем пек тумланнӑ тесе кӑтартма тӳрӗ килчӗ.

Свидетелей взялись играть наши актеры, только для няни Лариных не нашлось костюма, и пришлось доказывать, что в пушкинские времена няни одевались так же, как и в наши.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ янравлӑ калаҫатӑп, анчах сӑмахӑмсем чӗрене ҫитмеҫҫӗ, действисене лайӑхрах сӑнама тӑрӑшатӑп, анчах пурнӑҫра никам та ҫавӑн пек хӑтланмасть иккенне хамах туятӑп.

Я громко произносила слова и не верила им, изображала действие и сама чувствовала, что так люди не поступают.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫавӑн пек, ҫавӑн пек, папа…

Да, да, папа…

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Астумастӑп, мӗнле меслетпе йӑпаннӑ эп ҫавӑн чух, анчах, кӗтмен ҫӗртен, Расщепей машинин янравлӑ сасси илтӗнсе кайнине халӗ те манмастӑп.

Не помню уж, каким способом я мыла полы в этот раз, но вдруг под окном рявкнула певучая сирена расщепеевской машины.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗлӗкрех, хам кӗҫӗнрех чухне, эпӗ урай сӗрнӗ май, класла выляса пыраттӑм: пӗр хӑмана асра тытатӑн та, ҫавӑн ҫине, куҫпа пӑхмасӑр, каялла ярса пусатӑн.

Прежде, когда я была поменьше, я, мо́я полы, играла сама с собой в классы: надо было, пятясь не глядя, наступать на загаданные половицы.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗрре, ҫавӑн пек, ыран канмалли тенӗ чух, каҫ пуласпа, эпир кухньӑна шуратса, тин ҫеҫ урай ҫума тытӑннӑччӗ…

Под выходной день, к вечеру, мы только что кончили белить кухню, и я замывала полы.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ хам ҫавӑн пек…

Я сама такая.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Математик Антон Петрович та, пӗрре ҫавӑн пек, перемена чухне ман пата юриех пычӗ те: — Хӑвӑрах куратӑр, Крупицына, — тесе сӑмах хускатрӗ, — математика ҫав тери хӑрушӑ япала мар.

Даже математик Антон Петрович как-то в перемену подошел к моей парте и сказал: — Вот видите, Крупицына, не такая уж страшная вещь эта математика.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Паян, ҫавӑн пек, «Гастронома» кайрӑм, сасартӑк, ак япала, пирӗн Симка ҫакӑнса тӑра парать, ҫакӑн пек сас паллисемпе!..

— Иду сегодня в гастроном, вдруг, можете себе представить, вижу — напротив, на углу, Симка наша вот такими буквами висит!..

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Александр Дмитриевич, епле ҫавӑн пек пулса тӑнӑ-ха вӑл?

— Александр Дмитриевич, а как же это так получилось?

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хам ҫавӑн пек лайӑх юрланине хам та пӗлмен эп.

Я не подозревала, что могу так хорошо петь.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗрре, ҫавӑн пек, ҫав паха эпизодсенче эпӗ хам выляманшӑн сӑмах тусан, Расщепей ман ҫине пӑхса: — Фильм, пӗлес тетӗн пулсан, «Хаяр мужик» ятлӑ, «Устя Бирюкова» мар. Ӑнлантӑр-и? — терӗ.

Когда я робко заикнулась как-то, почему же я не участвую в этих эпизодах, Расщепей, строго посмотрев на меня, сказал: — Фильм, между прочим, называется «Мужик сердитый», а не «Устя Бирюкова». Понятно?

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ҫавӑн чух, ним мар пулса, ҫумра тӑракан Расщепейӗн аллине часрах ярса тытрӑм.

Я даже схватилась скорее за теплую руку стоявшего рядом Расщепея.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed