Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Эсӗ — хӑрушӑ, Эсӗ ҫилленнӗ вӑхӑтра Санӑн умӑнта кам чӑтса тӑрайӗ?8. Ты страшен, и кто устоит пред лицем Твоим во время гнева Твоего?
Пс 75 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ вара кӗллӗмпе Сан умна пыратӑп; эй Турӑҫӑм, кӑмӑллӑ вӑхӑтра, ырӑлӑху пысӑк пулнӑран илтсем мана.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Санӑн Ҫуртна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем илсе кӗрӗп, Сана мӗн асӑннине пурӑнӑҫа килтерӗп: 14. хам асапланнӑ вӑхӑтра эпӗ ҫапла тума пулнӑччӗ, чӗлхем ҫапла тума сӑмах панӑччӗ.
Пс 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Тӳрӗ ҫынсен ҫӑлӑнӑҫӗ Ҫӳлхуҫаран килет, хӗн-асаплӑ вӑхӑтра вӗсен хӳтлӗхӗ — Турӑ; 40. Ҫӳлхуҫа вӗсене пулӑшӗ, вӗсене хӑтарӗ; усал ҫынсенчен хӑтарӗ вӗсене, ҫӑлӗ вӗсене, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ӑна шанса тӑраҫҫӗ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Айӑпсӑр ҫынсенӗн кунӗсене Ҫӳлхуҫа пӗлсе тӑрать, вӗсенӗн пурлӑхӗ ӗмӗре пырӗ: 19. хаяр вӑхӑтра вӗсем намӑса юлмӗҫ, выҫлӑх ҫулсенче те тутӑ пулӗҫ; 20. усал ҫынсем путланӗҫ, Ҫӳлхуҫа тӑшманӗсем путек ҫӑвӗ пек ҫухалӗҫ, тӗтӗм ӑшӗнче ҫухалӗҫ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа кирек хӑш тӳрӗ ҫын та йывӑр вӑхӑтра Сана кӗлтӑвӗ, вара сарӑлса кайнӑ пысӑк шывсем ун патне ҫитеймӗҫ.
Пс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Аптӑраса ҫитнӗ вӑхӑтра шухӑшларӑм: «мана Хӑвӑн куҫу умӗнчен сиртӗн иккен» терӗм; анчах Сана тархасларӑм та — Эсӗ манӑн кӗллӗм сассине илтрӗн.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ: Вӑл мана йывӑр вӑхӑтра Хӑйӗн тӗлӗнмелле ырӑлӑхне кӑтартрӗ!22. Благословен Господь, что явил мне дивную милость Свою в укрепленном городе!
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑв ҫилленнӗ вӑхӑтра Эсӗ вӗсене хӗрсе ҫунакан кӑмака пек тӑватӑн; Ҫӳлхуҫа вӗсене Хӑйӗн ҫиллипе пӗтерсе тӑкӗ, вӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарса ярӗ.
Пс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пусмӑр тӳсекеншӗн Ҫӳлхуҫа тарса хӑтӑлмалли вырӑн, хурлӑхлӑ вӑхӑтра тарса хӑтӑлмалли вырӑн, пулӗ; 11. Санӑн ятна пӗлекенсем Сана шанса тӑрӗҫ: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна шыракансене пӑрахмастӑн.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсӗ ту качаки хӑш вӑхӑтра пӑранланине пӗлетӗн-и, айпӑлан пӑруланине курнӑ-и? 2. вӗсен пӗтӗ ҫӳрес уйӑхӗсене шутласа параятӑн-и? вӗсем хӑш вӑхӑтра пӑруласса пӗлетӗн-и?
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кам та кам хӑйӗн тусӗсене йывӑр вӑхӑтра пулӑшмасть, ҫавӑн ачисен куҫӗ сӳнсе ларӗ.5. Кто обрекает друзей своих в добычу, у детей того глаза истают.
Иов 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анчах манӑн тӑванӑмсем юхӑм шыв пек шанчӑксӑр, хӑвӑрт юхакан шывсем пек улшӑнса тӑраҫҫӗ; 16. пӑр кайнӑ чухне ҫав шывсем пӑтранаҫҫӗ, юр ирӗлсессӗн кӗрлесе юхаҫҫӗ; 17. ҫанталӑк ӑшӑтсассӑн — чакаҫҫӗ, шӑрӑх вӑхӑтра типсех лараҫҫӗ.
Иов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ ҫапла икӗ шӑпа пултарнӑ: пӗри — Турӑ халӑхӗ валли, тепӗри — суя тӗнпе пурӑнакансем валли; ҫак икӗ шӑпа сут кунӗнче пӗр сехетре, пӗр вӑхӑтра Турӑ умне тата суя тӗнпе пурӑнакансем умне тухнӑ.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Патша майри Эсфирь, Абихаил хӗрӗ, тата иудей ҫынни Мардохей тӗплӗ те хытарса ҫырса янӑ — ҫак ҫӗнӗ ҫырура Пурим ҫинчен ҫырнине ҫирӗп тытса пымалла; 30. тӑнӑҫлӑхпа ырӑлӑх сунса Артаксеркс патшалӑхӗнчи ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре ҫырусем янӑ, вӗсене пӗтӗм иудей патне ҫитернӗ: 31. ҫав Пурим кунӗсене пурте яланах пӗр вӑхӑтра — иудей ҫынни Мардохей тата патша майри Эсфирь кӑтартнӑ вӑхӑтра — ҫирӗп тытса пыччӑр; тата иудейсем хӑйсем те ҫак уяв умӗн типӗ тытасси, хӳхлесси пирки хыпар янӑ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫак хушӑва курӑнмалла уҫӑ вырӑна ҫакӑр, иудейсене хӑйсен саккунӗпе пурӑнма ан чӑрмантарӑр, шӑп ҫав кун, вуниккӗмӗш уйӑхӑн, адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, вӗсем хӑйсене йывӑр вӑхӑтра тапӑнакан тӑшманӗсене тавӑрасшӑн пулӗҫ, пулӑшӑр вӗсене.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. [Шӑпах патша Мардохейӗн ырӑ ӗҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗ вӑхӑтра кермен картишне Аман ҫитнӗ,] вара патша: картишӗнче кам унта? тенӗ.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аса илсем пире, Ҫӳлхуҫамӑр! ҫак асаплӑ вӑхӑтра курӑнсамччӗ пире, мана хастарлӑх парсамччӗ.Помяни, Господи, яви Себя нам во время скорби нашей и дай мне мужество.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вилесле хуйха ӳкнӗ патша майри Эсфирь те Ҫӳлхуҫана тилмӗрнӗ, чаплӑ тумне хывса пӑрахса хуйхӑпа куҫҫуль тумтирӗ тӑхӑннӑ, тем тӗрлӗ паха сӗрӗшсем вырӑнне пуҫӗ ҫине кӗлпе тусан сапнӑ, хӑйӗн ӳт-пӗвне хавшатнӑ, унччен, хаваслӑ вӑхӑтра, эрешлетсе илемлетнӗ сӑнне сапаланӑ ҫӳҫӗпе хупӑрласа Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, кӗлтунӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм!
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кам пӗлет, ҫак вӑхӑтра, тен, эсӗ ахальтен мар патша майри пулма тивӗҫрӗн? тенӗ Мардохей.И кто знает, не для такого ли времени ты и достигла достоинства царского?
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.