Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Кам та пулин хӑйӗн хирне мар, сутӑн илнӗ хире Ҫӳлхуҫана халаллать пулсассӑн, 23. священникӑн ӑна юбилей ҫулӗ ҫитиччен мӗн чухлӗ тӳлемеллине шутласа памалла, хирӗ Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ япали пулнине кура, унӑн ҫав кунах тӳлесе татмалла; 24. юбилей ҫулӗнче вара ҫак ҫӗр ӑна камран илнӗ, ҫавна куҫӗ, кам ҫак ҫӗре тивӗҫлипе тытса тӑнӑ, ҫав ҫын аллинех куҫӗ.
Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Вӑл хӑйне сутӑн илекенпе хӑй сутӑннӑ ҫултан пуҫласа юбилей ҫулне ҫитиччен тӳлесе татӑлтӑр, хӑйне сутса илнӗ кӗмӗле унӑн ҫав ҫулсен шутне кура памалла; вӑл ун патӗнче вӑхӑтлӑха кӗрӗшнӗ тарҫӑ пек пултӑр; 51. ирӗке тухиччен чылай ҫул юлнӑ пулсассӑн, хӑйне сутса илнӗ кӗмӗле унӑн ҫав ҫулсене шута илсе тӳлемелле; 52. юбилей ҫулӗччен сахал ҫул юлнӑ пулсассӑн, вӑл шутласа тухтӑр та хӑйшӗн ҫав ҫулсен шутне кура тӳлетӗр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Йӑхташна мӗн те пулин сутас пулсассӑн е йӑхташунтан мӗн те пулин туянас пулсассӑн, пӗр-пӗрне ан кӳрентерӗр; 15. йӑхташунтан мӗн те пулин сутӑн илнӗ чухне эсӗ юбилей хыҫҫӑнхи ҫулсен шутне кура тӳле, вӑл та сана ҫав ҫулсенче илес тупӑша кура суттӑр; 16. ҫулӗ чылаях юлать пулсассӑн, хакне ӳстер; нумаях юлмасть пулсассӑн, хакне чакар: вӑл сана миҫе хутчен тырӑ вырса илессине шута хурса сутать.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Кам та пулин сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе [е хӑвӑр уявӑрсенче] Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни — шултӑра выльӑх е вак выльӑх — кӳрет пулсассӑн, парни Турра юрӑхлӑ пултӑр тесессӗн, унӑн парни айӑпсӑр пулмалла: унӑн пӗр кӑлтӑк та пулмалла мар; 22. суккӑр выльӑха е аманнине, е чӑлаххине, е чирлине, е кӗсен-ҫӑпанлине, е кукшаллине — ҫакӑн евӗрлисене Ҫӳлхуҫана ан парӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫанӑн парни вырӑнӗ ҫинче парне кӳме ан парӑр; 23. пӑрупа путекӗн урисем виҫесӗр вӑрӑм е кӗске пулсассӑн, вӗсене тимлӗ пулнипе кӳрекен парне пек кӳме пултаратӑн; сӑмах панипе кӳрес пулсассӑн, ку парне вара Турра юрӑхлӑ мар; 24. выльӑхӑн ҫӑмарти йӗкелӗсем лапчӑннӑ, аманнӑ, татӑлса ӳкнӗ е вӗсене касса илнӗ пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫана ан кӳрӗр, хӑвӑр ҫӗрӗрте ҫакна ан тӑвӑр; 25. хӑвӑр Туррӑра парне кӳмешкӗн ҫакӑн пек выльӑха ют ҫӗр ҫыннисенчен те ан туянӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсен кӑлтӑкӗ-сиенӗ пур, вӗсен айӑпӗ пур; вӗсем сире ырӑлӑх кӳреймӗҫ, тенӗ.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей вара Мисаилпа Елцафана — Аарон ашшӗпе пӗртӑван Узиилӑн ывӑлӗсене — чӗнсе илнӗ те вӗсене каланӑ: кайӑр та хӑвӑр тӑванӑрсене таса вырӑнтан тапӑр тулашне йӑтса тухӑр, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Надавпа Авиуд — Аарон ывӑлӗсем — кашнийӗ хӑйӗн тӗтӗркӗчне илнӗ те унта вут хунӑ, тӗтӗрмелли хунӑ, Ҫӳлхуҫа умне хӑйсене Ҫӳлхуҫа хушман ют вут илсе пынӑ; 2. Ҫӳлхуҫаран вут-ҫулӑм тухнӑ та вӗсене ҫунтарса янӑ, вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче вилнӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ирхине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парнесӗр пуҫне тата тырӑ-пулӑ парни кӳнӗ, ӑна вӑл ывӑҫӗ тулли илнӗ те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Унтан вӑл халӑхшӑн парне кӳнӗ: ҫылӑхшӑн пама халӑхран качака таки илнӗ те ӑна пусса пӑрахнӑ, малтанхи парни пекех, ӑна та ҫылӑхшӑн кӳнӗ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Саккӑрмӗш кунне Моисей Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тата Израиль пуҫлӑхӗсене чӗнсе илнӗ те 2. Аарона каланӑ: ҫылӑх парни кӳме вӑкӑрсенчен пӗр пӑру ил, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме така ил, иккӗшӗ те айӑпсӑр пулччӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫамӑр умне илсе пыр; 3. Израиль ывӑлӗсене те кала: ҫылӑх парни кӳме качака таки илӗр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме пӗр ҫулхи [така,] пӑру тата путек илӗр, вӗсем айӑпсӑр пулччӑр, 4. Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче парне кӳме, канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн, вӑкӑрпа сурӑх таки илӗр тата йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тырӑ-пулӑ парни кӳрӗр: паян сире Ҫӳлхуҫамӑр курӑнӗ, тенӗ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Моисей сӗрмелли ҫупа парне вырӑнӗ ҫинчи юна илнӗ те Аарона, унӑн тумтирне, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене, ывӑлӗсен тумтирӗсене сирпӗтсе тухнӑ; Ааронпа унӑн тумтирне, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене, ывӑлӗсен тумтирӗсене ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Моисей вара ӑмӑрне илнӗ те ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳнӗ: Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ тӑрӑх, ҫакӑ халал такинчен Моисее памалли пай пулнӑ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. [Моисей] такан ӑш ҫӑвне, хӳре чикки ҫинчи ҫӑвне, вар ӳчӗ ҫинчи мӗнпур ҫӑвне, пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне, икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне тата сылтӑм хулне илнӗ; 26. тата Ҫӳлхуҫа умне тутлӑлла ҫӑкӑрсем хунӑ кунтӑран пӗр тутлӑлла ҫӑкӑр, йывӑҫ ҫӑвӗпе пӗҫернӗ пӗр ҫӑкӑр тата пӗр пашалу илнӗ те парне ҫӑвӗпе унӑн сылтӑм хулӗ ҫине хунӑ; 27. ҫакна пурне те Ааронпа унӑн ывӑлӗсен аллисем ҫине хунӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳнӗ; 28. Моисей ҫакна вӗсен аллинчен илнӗ те парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе пӗрле ҫунтарса янӑ: ку — халал парни, кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, ку вӑл — Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парне.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Унтан [Моисей] вар ӳчӗ ҫинчи мӗнпур ҫӑвне, пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне тата икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне илнӗ те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ; 17. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, пӑрӑвне, унӑн тирне, ашне, тасамарлӑхне тапӑр тулашӗнче вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса янӑ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Моисей сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ илнӗ те пуху чатӑрӗпе ун ӑшӗнчи мӗнпур япалана сӗрсе тухнӑ, вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 11. ҫав ҫупа парне вырӑнне ҫичӗ хутчен сирпӗтнӗ, парне вырӑнӗпе унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн вӗсене ҫу сӗрсе тухнӑ; 12. [Моисей] Аарон пуҫӗ ҫине сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ юхтарнӑ, тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн ӑна ҫу сӗрнӗ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 23. Израиль ывӑлӗсене кала: вӑкӑр ӑшӗнчен е сурӑх ӑшӗнчен, е качака ӑшӗнчен илнӗ ҫӑва нихӑшне те ан ҫийӗр.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫылӑх парнине вӑл сурӑх кӗтӗвӗнчен кӳрес тесессӗн, айӑпсӑр ама выльӑх кӳтӗр, 33. аллине ҫылӑхшӑн кӳрекен парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна ҫылӑх парни памашкӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене пусакан ҫӗрте пусса пӑрахтӑр; 34. священник ҫак ҫылӑх парнийӗн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 35. тӑнӑҫлӑх парнине кӳнӗ сурӑх ҫӑвне уйӑрса илнӗ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне уйӑрса илтӗр, Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн священник ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; священник ӑна ҫылӑхран, ҫылӑха кӗнинчен ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫак ҫӗрти халӑх хушшинчен кам та пулин йӑнӑшпа ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн, 28. вӑл, хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, тунӑ ҫылӑхӗшӗн парне кӳме айӑпсӑр качака илсе пытӑр, 29. аллине ҫылӑхшӑн кӳрекен парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ҫылӑхшӑн парне кӳме [качакана] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене [пусакан ҫӗрте] пусса пӑрахчӑр; 30. унтан священник унӑн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 31. тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне уйӑрса илнӗ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне уйӑрса илтӗр, священник ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ; священник ӑна ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала: кам та пулин йӑнӑшпа Ҫӳлхуҫанӑн хӑш та хӑш ӳкӗтне хирӗҫ ҫылӑх тусассӑн, тума кирлӗ маррине мӗн те пулин тусассӑн, 3. е тата ҫу сӗрсе суйланӑ священник ҫылӑха кӗрсе халӑха айӑплӑ тусассӑн, вӑл хӑй тунӑ ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫана ҫылӑх парни памашкӑн шултӑра выльӑхран айӑпсӑр пӑру кӳтӗр, 4. пӑрӑвне пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне, Ҫӳлхуҫа умне, ҫавӑтса пытӑр, аллине пӑру пуҫӗ ҫине хутӑр, вара пӑрӑва Ҫӳлхуҫа умӗнче пусса пӑрахтӑр; 5. [таса йӗрке тӑрӑх священник пулма халалланӑ,] ҫу сӗрсе суйланӑ священник пӑру юнне илтӗр те ӑна пуху чатӑрне илсе кӗтӗр, 6. священник хӑйӗн пӳрнине юн ӑшне чиксе кӑлартӑр та сӑваплӑ пӳлӗмӗн чаршавӗ умӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут ҫав юнпа сирпӗттӗр; 7. унтан священник Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрӗнчи ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене [пӑру] юнӗпе сӗртӗр, юлашки юнне пуху чатӑрне кӗрекен ҫӗрте ларакан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 8. ҫылӑхшӑн кӳрекен пӑру ӑшӗнчен вӑл унӑн вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне, 9. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне кӑларса илтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр, 10. тӑнӑҫлӑх парнине кӳнӗ пӑруран уйӑрса илнӗ пек уйӑртӑр; вара священник ҫакна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; 11. пӑру тирне, унӑн мӗнпур ашне пуҫӗ-ури-мӗнӗпе, унӑн ӑш-чиккине, тасамарлӑхне, 12. пӗтӗм пӑрӑвне тапӑр тулашӗнчи кӗл тӑкакан вырӑна, таса ҫӗре, илсе тухтӑр, ӑна вутӑ ҫинче вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ятӑр: кӗл тӑкакан вырӑнта ҫунса кайтӑр.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Пуху чатӑрне пӗлӗт хупласа илнӗ, кӗлӗ чатӑрне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑ; 35. Моисей пуху чатӑрне кӗреймен, мӗншӗн тесессӗн ӑна пӗлӗт хупӑрласа-хупласа илнӗ, кӗлӗ чатӑрне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулса тӑнӑ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Саккун хӑмисене илнӗ те арчана хунӑ, каштисене арча ункисене тӑхӑнтартнӑ, хупӑлчине арча ҫине ҫиеле хунӑ; 21. хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, вӑл саккун арчине кӗлӗ чатӑрне илсе кӗрсе лартнӑ та, чаршав карса, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен арчана хупӑрласа хунӑ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.