Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗре (тĕпĕ: ҫӗр) more information about the word form can be found here.
— Ме, Тятюк, сана валли ку, — тесе, Апраҫ аппа путеккине арки ҫинчен ҫӗре антарчӗ.

Help to translate

Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑш вӑхӑтра хам вырӑнтан тапса сикнине те сиссе юлаймарӑм — эпӗ пӗтӗм мехелӗмпе, урана ҫӗре тӗкӗнтертмесӗр тенӗ пек, те ӗнерхи чӗчӗ тихилле ӗрӗхетӗп, те кӑлтӑрмачла кӑлтӑр-кӑлтӑр кусатӑп малалла.

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Сӗтел шӑлакан пӗр авӑк шалкӑм ҫапнӑ пек шанк хытса, куҫне ҫӗре ӳкерсе, чӗлхине ҫӑтса тӑчӗ, варарахран ҫеҫ чӗлхине лӑпкӑн салтса ячӗ:

Help to translate

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Ку ӗнтӗ шӳт мар: ырӑ каланӑ ҫӗре ҫу тумлать, усал каланӑ ҫӗре юн тумлать теҫҫӗ.

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Эп ҫын вӗлертӗм, — пур-ҫук хӑюлӑх хевтине кӑкӑрне халсӑррӑн, лӑппи-лаппи пухса, йӗпхӳленнӗ куҫне ҫӗре чиксе, ытла та сӑлпӑркка пуҫларӗ хӑртанчӑк ҫын.

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Шалтан хӗсӗнсе-пӑрланса, эрлӗк-ӳкӗнӳпе чӑрмаланса, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, эпир Микишпа иксӗмӗр тӑратпӑр, ыттисем мӑкавлӑн, ҫулӑмсӑр вутпуҫҫи пек тӗлкӗшекен, тӑнтанланнӑ куҫӗсене ҫӗре ӳкерсе лараҫҫӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ак ӗнтӗ Улатимӗр ҫӗре пӑлтӑр-палтӑр персе анни те палӑрчӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Кӑвайт чӗртес тесе, пӗр ҫӗре, пӗчӗк купа туса, типӗ улӑм пухаҫҫӗ, ун ҫине ҫӑмарта хураҫҫӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Мӗн ҫӑкӑрӗ ӗнтӗ вӗтелсе кайнӑ, тухӑҫсӑр, пахалӑхсӑр паранкӑсӑр пуҫне анкартинчи темиҫе ҫул хушши тислӗксӗр-мӗнсӗр, ҫӗре апатлантармалли ытти им-ҫамсӑр «дистрофипе чирлекен», хӗсӗре юлнӑ, кун-ҫулне майӗпен вӗҫлекен хуҫипе пӗр килекен кӑрачӑ ҫӗртен?

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Шӑпах хӗсметре тӑнӑ ҫулсенче Иван килӗнчен чӑтма ҫук йывӑр хыпар илет: унӑн пурнӑҫенчи тӗп тӗревӗ, пайтахранпах хӗн курса пурӑннӑ амӑшӗ ҫӗре кӗнӗ…

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ак хашакӑн сулахай енчи ҫӳлти кӗтесӗнче — мучин иккӗмӗш арӑмӗнчен ҫуралнӑ ывӑлӗ Иван (пӗрремӗш арӑмӗнчен ҫуралнӑ Лисук сӑнӳкерчӗкӗ кунта ҫук, мӗншӗн тесен паксӑр упӑшки пӗр-ик хут алӑ ҫӗклесенех хӑйӗн этем хакне-чысне ҫӗре таптама паман хӗрарӑм ҫулталӑкри ачи-мӗнӗпех Ҫтаппанран уйрӑлса кайнӑ та урӑх арҫынна качча тухнӑ; Иванӑн ашшӗ енчен те, амӑшӗ енчен те тӑван йӑмӑкӗн Зинӑн сӑнӳкерчӗкӗ те ҫук: хӗр ача виҫӗ ҫул тултарсанах Ҫтаппан ӑна, ҫемьере «ытлашши карланкӑ» тесе, аякри ялти Турӑ ача пӳрмен пӗр ҫемьене усрава панӑ).

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Евитлемелле-е-ех кирлӗ ҫӗре

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ури йӑлхар, анчах шак чуллӑ ҫӗре тӗкӗнсен, автобус алӑкне алӑ сӗмӗпе хыпашласа шырама пуҫларӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫула тӗплӗн майланнӑ, кӗҫ-вӗҫ ҫӗре патлатакан пиҫсе-тулса ҫитнӗ персик пек ҫемҫе кӑмӑллӑ абхазпа, хӑна ҫурчӗпе сывпуллашнӑ хыҫҫӑн, урама тухса, юханшыв порчӗ еннелле таплаттартӑм.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Кил ӗнтӗ, — чун-чӗререн, хама ҫӗре ҫити авсах йӑлӑнатӑп хальхинче.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Урана ҫӗре тӗкӗнтертмесӗр тенӗ пекех вӑшкӑртса пыратӑп.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тураттисене ҫӗре тӗкӗнтертсех уснӑ лӑс хӑвара тата кӑвак ҫутӑллах шӑпчӑк ҫӗр те ҫичӗ сыпӑклӑ сӑввине калать, ун мӑшӑрӗ эреветлӗн шарлаттарса ҫитмӗл те ҫичӗ ҫавраллӑ юрӑ шӑрантарать.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Утатӑп, талкӑшатӑп, тӗллесе хунӑ ҫӗре хӑвӑртрах ҫитесшӗн тӗмсӗлетӗп.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Эй, Пӳлӗх, — йӑлӑнчӗ вӑл Турра вӗри куҫҫульне пӗчӗк шурӑ тутӑрпа типӗтсе илсе, — эсӗ ҫын ҫамки ҫине вӑл ҫуралсанах мӗнле пурӑнмаллине ҫыратӑн, теҫҫӗ, ача тупнӑ ҫӗре те пыратӑн, теҫҫӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫӗре чыхлантарса шӑваракан, ырӑ, ҫутӑ туйӑмсене Турӑ шывӗ пек тасатакан шалкӑм ҫумӑрӗ шарлатрӗ те шарлатрӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed