Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Турӑ сире ырӑлӑх патӑр, Хӑйӗн шанчӑклӑ чурисемпе Авраампа, Исаакпа тата Иаковпа хывнӑ Хӑйӗн халалне асӑнсах тӑтӑр!
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Вӑл унта иудейсене вырӑнаҫтарчӗ, ҫӗршывпа хула шанчӑклӑ тӑтӑр тесе, ӑна тӗреклӗлетрӗ, Иерусалим хӳмине хӑпартрӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫавӑн хыҫҫӑн Симон шанчӑклӑ ҫынсене суйласа илнӗ те Димитрий патша патне Иудея ҫӗрне ҫӑмӑллӑх кӳмешкӗн ыйтма янӑ, мӗншӗн тесессӗн Трифон вӗсене хурах пуснӑ пек ҫаратса тӑнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Патшанӑн пысӑк керемӗсен пуҫлӑхӗсене те вӗсенченех лартӗҫ, патшалӑх ӗҫӗсене туса тӑма кирлӗ шанчӑклӑ ҫынсене те вӗсенченех суйласа илӗҫ, сӑнавҫисемпе пуҫлӑхӗсем те вӗсенченех пулӗҫ; Иудея ҫӗрӗнчи патша мӗнле хушнӑ, ҫавӑн пек хӑйсен саккунӗсемпе пурӑнччӑр.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Малашне те пирӗн майлӑ пулса пурӑнӑр, пирӗн тӗлӗшрен ҫапла шанчӑклӑ пулнӑшӑн эпир те сире ырӑпа тавӑрӑпӑр: 28. сире нумай ҫӑмӑллӑх парӑпӑр, парнесем те парӑпӑр.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Ҫавӑн чухне саккуна уяманнисем канашласа ҫапла калаҫнӑ: акӑ Ионафанпа унӑн ҫыннисем канлӗхре питӗ шанчӑклӑ пурӑнаҫҫӗ; атьӑр Вакхида чӗнсе килер, вӑл вӗсене пурне те пӗр каҫрах ярса тытӗ, тенӗ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша Вакхида — хӑйӗн пӗр ҫывӑх тусне, юханшыв леш енчи ҫӗре тытса тӑраканскере, патшалӑхри чаплӑ ҫынна, хӑйӗн шанчӑклӑ ҫыннине — суйласа илнӗ те 9. ҫавна тата унпа пӗрле усал Алкима — ӑна священник пулма ирӗк парса — Израиль ывӑлӗсене тавӑрма хушса янӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем патша умӗнче халӑха айӑпласа калаҫнӑ: «Иудӑпа унӑн тӑванӗсем санӑн тусусене пӗтерчӗҫ, пире те хамӑр ҫӗр ҫинчен хӑваласа кӑларса ячӗҫ. 7. Унта хӑвӑн шанчӑклӑ ҫыннуна яр; кайтӑр та, вӗсем пире тата патша ҫӗршывне еплерех сӑтӑр тунине хӑй куҫӗпе хӑй курса, вӗсене хӑйсене те, вӗсене пулӑшакансене те тавӑртӑр» тенӗ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сирон, Сири ҫарпуҫӗ, Иуда хӑйпе пӗрле вӑрҫа тухма хӑй тавра шанчӑклӑ ҫынсене йышлӑн пуҫтарни ҫинчен илтнӗ те 14. каланӑ: Иудӑпа тата ун тавра пухӑннӑ ҫынсемпе, патша сӑмахне вырӑна хуманскерсемпе, кайса ҫапӑҫам та — ятӑма ҫӗклем, патшалӑхра чапа тухам, тенӗ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Алӑсти тунӑ кӗлеткерен, ҫав шӑратса ӑсталанӑ суя вӗрентекенрен, чӗлхесӗр кӗлеткесем тӑвакан ӑсти хӑйӗн ӗҫне шанчӑклӑ тесессӗн те, мӗн усси?
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлте йӑва ҫавӑрас, ҫапла инкек алли ҫапса антарасран шанчӑклӑ тӑрас тесе хӑйӗн килӗ валли улталаса пурлӑх тӑвасшӑн ҫунакансене хуйхӑ ҫитӗ!
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ефрем Мана суяпа, Израиль килӗ ултавпа хупӑрларӗ; Иуда Турӑран уйрӑлманччӗ-ха — сӑваплӑ ҫынсемпе пӗрле шанчӑклӑ тӑратчӗ.
Ос 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ Ҫӳлхуҫана, хамӑн Туррӑма, йӑлӑнтӑм, ҫылӑхӑмсене каласа парса ӳкӗнтӗм, ҫапла каларӑм: эй аслӑ та хӑватлӑ Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ шанчӑклӑ, Эсӗ Хӑвна юратакансемпе, Ху хушнисене туса тӑракансемпе хывнӑ халална упратӑн!
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аслӑ пуҫлӑхсемпе сатрапсем вара патшалӑх ӗҫӗнче Даниила айӑплама май паракан сӑлтав шырама пикеннӗ; анчах нимӗнле сӑлтав та, ҫитменлӗх те тупайман, мӗншӗн тесессӗн Даниил шанчӑклӑ ҫын пулнӑ, унӑн ӗҫӗнче йӑнӑш туни те, улталани те пулман.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Израиль килӗ хӑйӗн шанчӑклӑ Вефильне пула намӑсланнӑ пекех, Моав та Хамоса пула намӑсланӗ.13. И постыжен будет Моав ради Хамоса, как дом Израилев постыжен был ради Вефиля, надежды своей.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем Иеремийӑна каланӑ: пирӗн хушшӑмӑрта Ҫӳлхуҫа шанчӑклӑ кӳнтелен пултӑр — эпир санӑн Ҫӳлхуҫа Турру пире сан урлӑ мӗн каланине чӑн-чӑнах туса пырӑпӑр: 6. лайӑх пулӗ-и, япӑх пулӗ-и ҫавӑ — эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахне итлӗпӗр, сана ҫавӑнта Ун патне яратпӑр; Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра итлесессӗн пире лайӑх пулӗ.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав кунсенче Иуда ҫӑлӑнса юлӗ, Иерусалим шанчӑклӑ пурӑнӗ, Ӑна вара: «Пире тӳрре кӑларакан Ҫӳлхуҫа!» тесе ят парӗҫ.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Пӗтӗм чӗремрен, пӗтӗм чунӑмран вӗсене хапӑл пулӑп, вӗсене ырӑлӑх парӑп, вӗсене ҫак ҫӗр ҫине шанчӑклӑ вырӑнаҫтарӑп.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Акӑ ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, эсир: «вӑл хӗҫпе те выҫӑпа, мур чирӗпе хавшаса ҫитнӗрен Вавилон патшийӗн аллине лекӗ» тесе калакан ҫак хула ҫинчен халӗ ҫапла калать: 37. акӑ Эпӗ вӗсене Хамӑн ҫиллӗмпе, Хамӑн хаярлӑхӑмпа, хытӑ тарӑхнипе хуса янӑ ҫӗрсенчен пуҫтарӑп та ҫак ҫӗр ҫине каялла илсе килӗп, вӗсене шанчӑклӑ пурӑнӑҫ парӑп.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун вӑхӑтӗнче Иуда ҫӑлӑнӗ, Израиль шанчӑклӑ пурӑнӗ; акӑ Ӑна чӗнмелли ят: «Пире тӳрре кӑларакан Ҫӳлхуҫа!» 7. Ӗнтӗ «Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» тесе калама чарӑнас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.