Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тин the word is in our database.
тин (тĕпĕ: тин) more information about the word form can be found here.
Тин ҫеҫ кайрӗ.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан каллех тин кӑна хӑй умӗнче тӑнӑ хӗре аса илчӗ.

Help to translate

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗтӗм чӑваш ҫӗрӗ тӑрӑх чухӑн ҫынсене, ӗҫлекенсене пурне те юратакан патька-патша ҫинчен, вӑл Атӑл урлӑ каҫнӑ кунхинех тин ҫуралнӑ пӗчӗк чӑваша ят хуни, унӑн аталӑхӗ пулса тӑни ҫинчен ҫӗр ҫунатлӑ асамлӑ кайӑк пек ырӑ хыпар ҫав тери хӑвӑрт сарӑлчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик хӑйне тӑсса панӑ хӗҫе ярса тытрӗ те Пӑкачава ҫӗре ҫитиех пуҫ тайрӗ, вара тин ӑна эпи-карчӑка тыттарчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мунчаран тепӗр карчӑк тухрӗ те ӑна темле шывпа пӗрӗхрӗ, унтан тепӗр тӗрлӗ шывпа питне, аллине ҫутарчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тин хӑйпе пӗрле шала илсе кӗчӗ…

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тин ҫуралнӑ ачана ҫапла калаҫҫӗ пирӗн.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халь тин сана йӑлӑнмӑпӑр ӗнтӗ, — урмӑшнӑн пакӑлтатса, Шӑхаль хӗре ыталама тӑчӗ.

Help to translate

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара тин асӑрхарӗ Укаслу, унӑн куҫӗ хупӑ иккен.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тин кӑна сӗм каҫчӗ, кӑнтӑр кунӗ пулса тӑчӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑйӑ тин кӑна саланнӑ пулсан та илӗм-тилӗм палӑрма тытӑннӑ та.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗтмен ҫӗртенех яриех алӑк уҫӑлчӗ, пӳлӗме ҫӗтӗк камсул тӑхӑннӑ шакла пуҫлӑ арҫын чупса кӗчӗ, хӑй вӑл йӗп-йӗпе, ӑна тин ҫеҫ шывран туртса кӑларнӑ тейӗн.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу ашшӗ, ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан чӑваш, Испухан, хӑйӗн пӗртен-пӗр тин ҫуралнӑ хӗрне авалхи чӑваш йӑлипе ят хунӑ, чӑваш туррисене хисеплесе чӳк тунӑ, пысӑк мар парне кӳнӗ.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик каҫкӳлӗм тин тепре тӑна кӗчӗ.

Help to translate

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах вӑл тӑп чарӑнчӗ, тӗлӗнсе-хӑраса кайнипе, тин ҫеҫ ҫиҫекен кӑмӑллӑ куллине ни пытарма, ни пӑрса яма аптӑраса тӑчӗ.

Help to translate

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗлӗк пекех иртсе кайнӑ кунсенни Тин каялла тавӑрас ҫук ырлӑхне, Ҫурхи шыв пек юхса выртать ҫут тӗнче Иртнипеле кичемлес мар чунсене».

Help to translate

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӑҫан та хӑҫан ҫав тӗссем — Пӗр пек пулӗҫ сӑнӗсем, Ҫав вӑхӑтра юланпа Урлӑ каҫӗҫ пӗр утпа, — Ҫавӑн чух тин пӗрлешчӗр Чӗкеҫпеле Еркиней!»

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫитмӗл пин ҫын хушшинче Ҫичҫӗр ҫулхи пӗр старик, Хӑҫан ҫавӑ старикӗн Ҫӗрнӗ шӑмми-шаккинчен — Сӗтел тӑвӗҫ кӑкринчен, Ура тӑвӗҫ уринчен, Ҫав сӗтелӗн хушшинче Апатланӗҫ иккӗшӗ — Тин пӗрлешчӗр юратса Чӗкеҫпеле Еркиней!»

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Манӑн вӑйӑм каллех ҫӗкленсе каймалла, Тин манпа воевотӑ тавлашмӗ малалла!

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каҫаллапа туй ачин Шӳрпе ҫисе илмелле, Унтан вара калле, тин, Киле кайма пӗлмелле.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Хырӑҫ-марӑҫ пухмалла, Ӑстисем те пит кирлӗ, — Вӗсем урлӑ тин вирлӗ Ӗҫ ӑнтарса ямалла, Анчах пурне упрама Салтак кирлӗ сыхлама, Ҫавӑнпа та ҫар валли Кирлӗ уккас пухмалли.

Help to translate

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed