Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтрӗ (тĕпĕ: пӗт) more information about the word form can be found here.
Анчах нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, сывлӑм пӑсланса пӗтрӗ, сывлӑш хытса ларчӗ, вара улталаннӑ ҫеҫенхир каллех хӑйӗн утӑ уйӑхӗнчи юлхавлӑ кичем тумтирӗпе витӗнчӗ.

Но прошло немного времени, роса испарилась, воздух застыл, и обманутая степь приняла свой унылый июльский вид.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Халь кӑна вӑл ҫак телейсӗр чунсене, Огнянов хӑй те тата унӑн юлташӗсем тӗртсе янӑ пушарта вӗтӗнсе ҫуннӑ ҫынсене хӑпартлантарса тӑратчӗ-ха, чӑтса ирттерме ӳкӗтлерӗ вӗсене, хӑй вара йӑлтах путланса пӗтрӗ.

Только что он подбадривал несчастных, эти жертвы пожара, раздутого им, Огняновым и его друзьями, но сам он был раздавлен и разбит.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сирӗн шутӑрпа ӗнтӗ, Клисурӑ пӗтрӗ пулсан, пӗтӗм Болгари пӗтет пулать, ҫапла тетӗр-и?

По-вашему, если погибла Клисура, так, значит, и вся Болгария погибла?

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗтӗм Балкан ҫав черкессемпе те тӗрӗксемпе хуртланса пӗтрӗ

Балканы кишат черкесами и турками…

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗтре те пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн сирӗлсе пӗтрӗ; тавралӑх таҫта ҫити ҫуталса кайрӗ; шупка сенкер пӗлӗт айӗнче ешерсе ларакан сӑртсем, вӑрмансем, тӗм вырӑнӗсем ҫурхи ире савӑнӑҫлӑн кӗтсе илеҫҫӗ.

Но мало-помалу туман рассеялся; все светлее и ярче становились дали; под лазурным небом зеленые горы, леса и холмы радостно улыбались весеннему утру.

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чимӗр, итлӗр-ха, енчен сирӗн геройӑр хӑй юратаканне текех куҫран ан пӑхтӑр тесен, эсир ӑна урӑххине ӑсран каяс пек юраттарӑр та, ӗҫӗ те пӗтрӗ

— Ладно, слушайте: чтобы ваш герой разлюбил ту, которую он любит, заставьте его так же слепо и страстно влюбиться в другую…

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗтрӗ.

Help to translate

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кунталла килнӗ чух Янков аптекне кӗрсе ман валли вунӑ грошӑлӑх белладоннӑ курӑкӗ илсе кил, ман хатӗрлени пӗтрӗ.

Когда соберешься к нам, купи мне в аптеке Янко белладонны на десять грошей, — у меня вся кончилась.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗнле кӑна шухӑш килсе кӗмест иккен пуҫа: тӗрӗксем вуҫех килмесен, е вӗсем, хӑйсене ҫул ҫинче тапӑнасран хӑраса, халех тухма килӗшмен пуль, ҫӗр хута, юр ҫуса кӗрт хыва-хыва кайнипе те вӗсем ҫула тухмӗҫ; акӑ часах йӑлт ҫуталса ҫитет, иртен-ҫӳрен ҫула тухать, ун чухне пӗтсех пӗтрӗ вара…

Чего только не приходило им в голову: турки могут не появиться вовсе; может быть, они отложили свой отъезд из боязни нападения или потому, что за ночь намело много снега; скоро совсем рассветет, начнется движение на дорогах, а тогда все пропало!..

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӗлӗ пӗтрӗ.

Служба кончилась.

XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗтрӗ Бойчо! — пӑшӑлтатрӗ аптраса ӳкнӗ Натанаил, хальхинче вӑл тӗнчери пур тропарьсене те манса кайрӗ, аналой патӗнче хӑйне хирӗҫ тӑракан ватӑ Гедеона та курмарӗ, лешӗ вара, кӑна юрламашкӑн черет ҫитнине систересшӗн пулса, куҫне те хӗскелерӗ, аллипе те паллӑ туса аппаланчӗ.

— Пропал Бойчо! — прошептал Натанаил в отчаянии, позабыв про все тропари на свете и не видя отца Гедеона, который стоял у аналоя напротив, отчаянно махал рукой и подмигивал, стараясь напомнить игумену, что теперь снова настала его очередь петь.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑнпа спектаклӗн пӗрремӗш пайӗ пӗтрӗ, оркестр каллех Австри гимнне шӑрантарса ячӗ.

На этом действие закончилось, и снова раздались звуки австрийского гимна.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӗлӗ тӑвасси пӗтрӗ те, тахҫан хӑнӑхнӑ йӑла йӗркипе, ҫынсем хӑйсен хӗрачисем мӗнле вӗреннине пӗлесшӗн пулса, шкула пуҫтарӑнчӗҫ.

Богослужение окончилось, и, по заведенному обычаю, люди направились в школу узнать об успехах учениц.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Акӑ службӑ та пӗтрӗ.

Служба кончилась.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юрать-ха, ку ӗҫ ҫапла пӗтрӗ.

Хорошо, что это так кончилось.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Акӑ ӗҫ пӗтрӗ; пурте леш ҫурт патнелле утаҫҫӗ.

Но вот работа кончена, все идут к зданию.

8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗтрӗ хӗрарӑмӑн пуҫӗ!

Горе женщине!

4 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах хӗрарӑм ун сӑмахӗсене ӗненсенех, арҫын ӑна пырса тӗкӗнсенех — пӗтрӗ ун пуҫӗ!

Но лишь только верила женщина его мольбе, лишь только он касался ее — горе ей!

4 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах ҫак япала уншӑн та кулянмалли нумай туса пачӗ, маншӑн та калама ҫук пысӑк инкекпе пӗтрӗ!

А сколько страдания вышло из этого для нее и какою катастрофою кончилось это для меня!

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах халӗ ӗҫ малалла ыйта-ыйта пӗлнипе мар, ҫак ӑнсӑртран килсе тухнӑ тӗлпулӑва пула пӗтрӗ.

Но теперь недоразумение было прекращено не дальнейшим ходом расспросов, а этим случайным обстоятельством.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed