Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каларӑм (тĕпĕ: кала) more information about the word form can be found here.
Эпӗ «Штурман азбукине» мӗнле туни ҫинчен каларӑм, унӑн дневникӗсене вуласси мӗнле ӗҫ иккенне каласа патӑм.

Я рассказал о том, как была составлена «азбука штурмана» и что это была за работа — прочитать его дневники.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ненецсем Ҫурҫӗр Ҫӗрӗ ҫинче тупнӑ пулас ӑна, — пӑлханса каларӑм эпӗ.

— Очевидно, ненцы нашли его на Северной Земле, — продолжал я волнуясь.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак самантра Лури, кабинӑран пӑхса, мана хӑй патне чӗнсе илчӗ, эпӗ ӑна аякран кӑна, хама ҫак япала ӑнсӑртран илсе кайса пӑрахнӑ аякри тӗнчерен тенӗ пек, темскер каларӑм пулас.

В эту минуту Лури выглянул из кабины и окликнул меня, и я что-то ответил ему очень издалека, из того далёкого мира, в который меня внезапно перенесла эта вещь.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах кӑна тума ҫӑмӑлах мар-мӗн, мӗншӗн тесен эпӗ халь ҫеҫ-ха ӑна чӗртсе ярасси питӗ ансат тесе каларӑм.

Это было не очень легко, потому что я ведь только что сказал, что разжечь его ничего не стоит.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсир пулман-тӑк — пире ҫав тери начар пулатчӗ, — малалла каларӑм эпӗ, — эсир пулас мар-тӑк — эпир шӑнса вилеттӗмӗр, эсир пулас мар-тӑк хамӑр самолета хупласа хунӑ юртан хӑтӑлаймастӑмӑр эпир.

— Нам было бы очень плохо без вас, — продолжал я. — Без вас мы бы замёрзли, без вас мы не справились бы со снегом, которым был завален наш самолёт.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Машинӑна темскер каларӑм та пулас эпӗ.

Кажется, я что-то сказал машине.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, ҫак сӑмахсене пит лӑпкӑ каларӑм пулин те, вӑл тӗттӗмре те ман ҫине пӑхасшӑн пулчӗ курӑнать.

Кажется, он хотел рассмотреть меня в темноте, хотя я сказал это совершенно спокойно.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫӗленсен ӳсе-киле юнӗ улшӑнса пыни! — тепӗр хут каларӑм эпӗ.

— Изменение крови у гадюк в зависимости от возраста! — повторил я торжественно.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ун пек калани ӑна ыррӑн туйӑнчӗ, эпӗ вара ҫӗрӗпех ӑна вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн: «Эсӗ ҫамрӑкланнӑ, ҫамрӑкланман-тӑк — нимӗн чухлӗ те улшӑнман», — тесе темиҫе хут каларӑм.

Ему было приятно, что я так говорю, и я потом весь вечер время от времени повторял, что он помолодел или, во всяком случае, нисколько не переменился.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Интереснӑ япала, тетӗп, — малалла каларӑм эпӗ.

— Я говорю: интересный случай, — продолжал я серьёзно.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хула ответ пачӗ, эпӗ номере каларӑм.

Город ответил, и я назвал номер.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тата эпӗ каччӑшӑн ӗҫме сӗнетӗп, — малалла каларӑм эпӗ, — тӳррипе илсен, малтан вӑл хӑй маншӑн ӗҫмеллеччӗ-ха.

— Во-вторых, я предлагаю выпить за молодого, — продолжал я, — хотя по сути дела он должен был прежде выпить за меня.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна Саньӑран, ваттисенчен салам каларӑм.

И я передал ей привет от стариков и от Сани.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ нумайччен калаҫрӑм, анчах та эпӗ хам мӗн калассине малтан хатӗрлесе хутӑм, ҫавӑнпа та пӗр такӑнмасӑр каларӑм.

Это была довольно длинная речь, но я приготовил ее заранее и поэтому сказал без запинки.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иван Павлыч, — чӗтӗрекен сасӑпа татса каларӑм эпӗ.

— Иван Павлыч, — дрожащим, но решительным голосом сказал я.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Наркӑмӑш ӗҫнӗ пулас вӑл», тенӗ самантран вара вӑхӑт сисӗнми хӑвӑртлӑхпа улшӑнма пуҫларӗ, ҫак сӑмахсене вара эпӗ хам ӑшӑмра кӑна темиҫе хутчен те каларӑм.

С той минуты, как я услышал: «Мне кажется, она отравилась», — все стало меняться быстрее, чем это можно было заметить, и эти слова время от времени страшно повторялись где-то в глубине души.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, ҫырура каланӑ ҫӗре, Ҫурҫӗр Ҫӗрне Татаринов капитан уҫни ҫинчен ҫеҫ каларӑм.

Я только сказал, что земля, о которой говорится в письме, это Северная Земля и что, стало быть, Северную Землю открыл капитан Татаринов.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— «Пурте урӑхла, — татса-татса малалла каларӑм эпӗ, — пулма пултарнӑ тесе шухӑшлама та йывӑр.

— «Горько сознавать, — продолжал я с выражением, — что все могло быть иначе.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн малтанхи шухӑшӑм ҫирӗпленсе ҫитрӗ, судьясем манран эпӗ Швабрин каланине хирӗҫ мӗн калама пултарасси ҫинчен ыйтсассӑн, эпӗ хам ҫинчен айӑпа сирсе ярас тӗлӗшпе малтан каласа панисӗр пуҫне урӑх сӑмахӑм ҫукки ҫинчен каларӑм.

Я утвердился еще более в моем намерении, и когда судьи спросили: чем могу опровергнуть показания Швабрина, я отвечал, что держусь первого своего объяснения и ничего другого в оправдание себе сказать не могу.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Телефон пирӗн сӗтелтен аякра, алӑк патӗнчехччӗ, ҫавӑнпа та эпӗ юриех хытӑ кӑшкӑрса каларӑм.

Телефон был далеко от нашего столика, у самого входа, и я нарочно говорил громко.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed