Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртсен (тĕпĕ: ирт) more information about the word form can be found here.
Икӗ сехет иртсен, тимӗрҫӗ фургона юсаса пӗтерчӗ.

Через два часа фургон был починен.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Июлӗн 24-мӗшӗнче, Аделаидӑран тухнӑранпа тӑхӑр уйӑх иртсен, Стюарт ирпе ирех ҫурҫӗрелле малалла кайнӑ.

24 июля, спустя девять месяцев после отправления из Аделаиды, Стюарт рано утром выступил в дальнейший путь на север.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫулҫӳревҫӗсем Нортон-Крик ҫӑлӗсенчен иртсен, часах ҫурри типнӗ Мекензи ятлӑ шыв патне ҫитрӗҫ.

Путешественники добрались до источников Нортон-Крика и вскоре достигли полувысохшей реки Мекензи.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кӑнтӑрла иртсен тӑватӑ сехет ҫитерехпе хӑйӗн тусӗсене Джон Мангльс горизонта кӑтартрӗ.

Около четырёх часов пополудни Джон Мангльс указал своим товарищам на горизонт.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кӑнтӑрла иртсен виҫӗ сехет ҫитерехпе отряд пӗр сарлака тӳремлӗх урлӑ каҫрӗ, мӗнпур тӳремлӗх ҫийӗпе пӗр пӗчӗкҫӗ тӗм те курӑнмасть.

Около трёх часов пополудни отряд пересёк широкую равнину, на которой не росло ни кустика.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Айртон хӑйне те пӗрле илме ыйтрӗ, вара кӑнтӑрла иртсен тӑватӑ сехет ҫитерехпе Джонпа унӑн юлташӗсем трап тӑрӑх «Дункан» ҫине хӑпарчӗҫ.

Айртон попросил позволения присоединиться к ним, и около четырёх часов пополудни Джон и его спутники поднялись по трапу на «Дункан».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Джон Мангльс, ҫак калаҫу хыҫҫӑн икӗ кун иртсен, кӑнтӑрла тӗлӗнче сӑнаса пӑхрӗ те «Дункан» 118°37' долготапа 37°01' широта ҫинче пыни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Через два дня после этого разговора Джон Мангльс, сделав в полдень наблюдения, объявил, что «Дункан» находится под 113°37′ долготы и 37°01′ широты.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ку 1789 ҫулта, Джексон портӗнчи колонине тунӑ хыҫҫӑн пӗр ҫул иртсен, пулнӑ япала.

Это происходило в 1789 году, через год после основания колонии в Порт-Джексоне.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Виҫӗ ҫул иртсен, нимрен те хӑраман моряк «Приключенипе» «Решени» судносенчен тӑракан экспедицин командирӗ пулса тӑрать; вӑл хушнипе Фюрно капитан «Приключени» ҫине ларса Ван-Димен ҫӗрне кайса курнӑ та, ҫав ҫӗре вӑл каялла килсе Ҫӗнӗ Голландин пайӗ пуль тесе, хӑйӗн шухӑшне каласа кӑтартнӑ.

Три года спустя отважный моряк командовал уже экспедицией из двух судов — «Приключение» и «Решение»; по его приказанию, капитан Фюрно на «Приключении» отправился исследовать землю Ван-Димена и, вернувшись, высказал предположение, что это часть Новой Голландии.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пилӗк уйӑх иртсен, Амстердам утравӗ патне Ван-Димен ҫӗрне каякан «Хопп» ятлӑ судно килсе ларнӑ.

Через пять месяцев к острову Амстердам пристало судно «Хопп», направлявшееся на землю Ван-Димена.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тепӗр сехет иртсен, пӗтӗм экипажӗпе чарӑнайми «ура» кӑшкӑрнӑ вӑхӑтра, Роберт пуринчен малтан трап тӑрӑх «Дункан» порчӗ ҫине чупса кӗчӗ те, Мэри Гранта мӑйран пырса уртӑнчӗ.

Через час Роберт первым взбежал по трапу на борт «Дункана» и бросился на шею к Мэри Грант под несмолкающие крики «ура» всего экипажа.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«1862 ҫулхи июнӗн 7-мӗш кунӗнче «Британи» ятлӑ виҫӗ мачтӑллӑ судно, Глазгоран тухнӑскер…» — кунта «ик-виҫӗ кун иртсен» тесе лартӑпӑр, е «нумай асапсем хыҫҫӑн» тесен те пурпӗрех, вӑл пит кирлех те мар, «Австрали ҫыранӗсем патӗнче ҫӗмӗрӗлсе кайрӗ.

— «7 июня 1862 года трёхмачтовое судно «Британия» из Глазго потерпело крушение после…» — поставим здесь: «двух-трёх дней» или, если хотите, «долгой агонии» — это совершенно несущественно, — «у берегов Австралии.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ирхи апат иртсен, омбу ҫинче чылаях пурӑнмалла пулӗ тесе, Гленарван пӗр лайӑх пӳлӗм туса хатӗрлеме каларӗ.

После завтрака, предвидя возможность долгого пребывания на омбу, Гленарван предложил заняться оборудованием комфортабельного помещения.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тепӗр сехет иртсен тӗрӗслесе вӑл хӑйӗн юлташӗсене ҫак иртнӗ сехетре шыв ӳсменни ҫинчен пӗлтерчӗ, ахӑрнех, капланнӑ шыв шӑп чиккине ҫитсе чарӑннӑ пулмалла.

Проверив зарубки через час, он сообщил товарищам, что наводнение достигло, по-видимому, высшего предела, так как за этот час вода не прибыла.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах лашасем шапӑртаттарса пыракан шыв кӳленчӗкӗсем ҫутҫанталӑкшӑн ҫителӗклӗ мар пулнӑ курӑнать: кӑнтӑрла иртсен икӗ сехет ҫитерехпе пӗлӗт урӑм-сурӑм урма пуҫларӗ, тропикри ҫумӑр шывӗ ҫӗр ҫинче шавласа юхма пикенчӗ.

Но, видно, природе мало было тех водяных луж, по которым шлёпали лошади: около двух часов пополудни разверзлись хляби небесные и потоки тропического ливня хлынули на равнину.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Темиҫе минут иртсен начальник хӑй тухрӗ.

Через несколько минут вышел сам начальник форта.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Лашасем часах Тандиль сьеррин тӑвайккине витсе тӑракан ҫӑра курӑк ҫине кӗчӗҫ, тепӗр сехет иртсен ҫулҫӳревҫӗсем Тандиль ялӗн пирвайхи ҫурчӗсемпе танлашрӗҫ.

Вскоре лошади ступили на густую траву, покрывающую склон сьерры Тандиль; не прошло и часа, как путники поравнялись с первыми домами деревни Тандиль.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кӑнтӑрла иртсен тӑватӑ сехет ҫитерехпе горизонтра пысӑках мар сӑрт курӑнчӗ.

Около четырёх часов пополудни на горизонте показался холм.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пирвайхи хаваслӑ самантсем иртсен, Паганель, Аустин, Вильсон тата Мюльреди, пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗнӗрен килнисем пурте хӑйсем шывсӑр типсе вилессине сисрӗҫ.

После первых излияний Паганель, Аустин, Вильсон и Мюльреди — словом, все вновь прибывшие, почувствовали, что они умирают от жажды.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫурҫӗр иртсен тӑватӑ сехетре хӗвелтухӑҫӗ шупкаланма пуҫларӗ.

В четыре часа пополуночи стала заниматься заря.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed