Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтсен (тĕпĕ: илт) more information about the word form can be found here.
Кӑна илтсен, Травкин ирӗксӗрех ҫӳҫенсе илнӗ — хумсем ҫакнашкал ҫывӑх, юнашарах пулни нимӗҫсене «Ҫӑлтӑр» вӑрттӑнлӑхне уҫса пама пултарассӑнах туйӑннӑ.

Услышав ее, Травкин невольно вздрогнул — такое близкое соседство волн, казалось, может открыть немцу тайну Звезды.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Анчах ҫавӑнтах, Марченко нимӗҫсем мӗн туни ҫинчен пӗлтернине илтсен, ҫакна манса кайнӑ.

Но тут же забыл, отвлеченный новым замечанием Марченко насчет поведения немцев.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Кӗрӗк пиншак тӑхӑннӑ вунулттӑри яш ача, хӑйне ҫакнашкал ответлӑ ӗҫ хушнине илтсен — савӑннӑ та, хӑраса та ӳкнӗ.

Шестнадцатилетний паренек в овчинном тулупчике был и горд и напуган возложенным на него ответственным поручением.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Вӑл сӗтел хушшинче ларатчӗ пулас, анчах мана курсанах е илтсен, ура ҫине сиксе тӑчӗ те ҫурӑмӗпе шкап еннелле ҫаврӑнчӗ.

Он сидел, кажется, за столом, но, увидав или услыхав меня, вскочил на ноги и остановился спиной к шкафу.

XXVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Хӑйӗн тӑван чӗлхипе калаҫнине илтсен нимӗҫ ҫуталса кайрӗ, урӑхланчӗ, вӑл чӑнах та вырӑсла пӗр сӑмах кӑна пӗлни паллӑ пулчӗ.

Услышав свой родной язык, немец просиял, изменился, стало ясно, что он действительно знал по-русски только одно слово.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Крылатов ҫакӑн ҫинчен илтсен Костьӑна шыраса тупрӗ.

Узнав об этом, Крылатов отыскал Костю.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Отряд командирӗ пурӑнакан ҫӗр пӳрте аннӑ чух партизансем шавланине илтсен, Крылатов чӑрӑш турачӗсемпе витсе тунӑ алкумӗнче кӗтмен ҫӗртен чарӑнса тӑчӗ.

Спускаясь в землянку командира отряда, Крылатов услышал шумные голоса партизан и неожиданно остановился перед дверью под навесом из еловых веток.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Марийка ҫакна илтсен тата ытларах хӗрсе кайрӗ.

Марийка загорелась с новой силой.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӗр сӑмах чӗнмесӗр итлесе ларакан Анфиса Марковна, ҫак сӑмахсене илтсен, чӑтса тӑраймарӗ:

Анфиса Марковна все время молчала, а тут не выдержала:

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӑйӗн Степанӗ таҫта ҫывӑхрах ҫӳрет, Мускав патне кайман тенӗ хыпара илтсен, Лукерья упӑшки мӗн чухлӗ ҫывӑхра, ӑна ҫавӑн чухлӗ хӑрушлӑх сахалтарах хӑратать тесе лӑпланнӑ тата хавасланнӑ.

С тех пор как Лукерья узнала, что ее Степан где-то поблизости, а не уехал к Москве, она успокоилась и повеселела, словно бы, чем ни ближе был Степан к ней, тем меньше ему грозила опасность.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл хулпуҫҫи ҫине ҫакнӑ алшӑллипе турилккине шӑлать, — сӗтел ҫине апат хатӗрлеме те тытӑннӑ пулмалла, анчах калаҫӑва илтсен, тӳсеймерӗ, малти пӳлӗме кӗчӗ.

Она вытирала тарелку рушником, который висел у нее на плече, — очевидно, накрывала на стол и, услышав разговор, не удержалась и вошла.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кӑна мӗнле ӑнланмалла? — Кондратьев ку сӑмаха илтсен ура ҫине тӑчӗ, кӑвакарнӑ ҫӳҫне хуратасшӑн пулнӑ пек, пӳрнисемпе тӑнлавне сӑтӑра-сӑтӑра илчӗ те сӗтел хушшинчен тухрӗ.

А как же это понять? — Кондратьев даже встал, погладил пальцами висок вышел из-за стола.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫак сасса илтсен, ача хӑй мӗн тунине аса илчӗ, аялалла пӑхрӗ те тайкаланма пуҫларӗ.

Мальчик от этого крика опомнился, глянул вниз и зашатался.

Шыва сикни // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 3–7 стр.

Кам чунӗ тӳссе тӑрӗ ӗнтӗ хӑйне юрас шухӑшпа мухтанине илтсен?

Редко кто сможет устоять перед ее лукавой угодливостью.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Кӗскерех кала, сӑмахпа мар, ӗҫпе кӑтартӑн!», «хӗрарӑмсене сӑмах парӑр!» тесе хыттӑн шавласа кӑшкӑрашнине илтсен, Кондратьев пуху ӗҫне ҫитсе пынине туйса илчӗ.

По оживленному шуму и выкрикам: «Закругляйся!», «Не словом, а делом докажешь!», «Женщинам дайте, слово!» — Кондратьев понял, что собрание подходило к концу.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хӑй команда панине пӗтӗм взвочӗпех кӑшкӑрса пӗлтернине илтсен, Матвей Юргин траншейӑран сиксе тухрӗ те, бруствер ҫинчен пур еннелле те ҫаврӑнса пӑхса, вӑрӑммӑн кӑшкӑрчӗ:

Услышав, что его команда крикливо повторяется по всему участку взвода, Матвей Юргин выпрыгнул из траншеи и, оглядываясь с бруствера по сторонам, закричал протяжно:

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫакна илтсен Андрей тӳрех чухласа илчӗ: нимӗҫ пехоти атакӑна тухрӗ иккен.

Андрей, услышав это, сразу понял, что в атаку идет немецкая пехота.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ун сассине илтсен нумайӑшӗ тӗлӗнсе кайрӗҫ, анчах куна вӑл кӑшкӑрнине нихӑшӗ те ӑнланса илеймерӗ, пӗри те вырӑнтан хускалмарӗ.

Многие с удивлением услышали его голос, но никто не понял, что он кричит, и не тронулся с места.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Озеров полкӗнче вӗсем ҫинчен каласа панине илтсен вара, Олейник сӗнӗвӗпе пачах килӗшми пулнӑ.

Услышав рассказ о них в озеровском полку, он был совершенно не согласен с предложением Олейника.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Моторсем кӗрленӗ сасса илтсен, Кузьма Ярцев, яланхи пекех, хӑйӗн щельне кӗрсе ларчӗ.

Заслышав гул моторов, Кузьма Ярцев, как всегда, забился в свою щель.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed