Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хуторти ҫак авторитетлӑ ҫын, Яков Лукич, хӑй колхоза кӗни ҫинчен пӗлтерсен, пӗр харӑсах вӑтӑр пӗр ҫын заявлени ҫырса пани те Давыдов кӑмӑлне кайрӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Давыдов райкома юланутпа ятарласа ҫын ячӗ, халлӗхе колхоза вӑтӑр икӗ процент кӑна пӗрлештертӗмӗр-ха, анчах колхоза кӗртес ӗҫ ударлӑ хӑвӑртлӑхпа пырать, тесе пӗлтерчӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лапшин патӗнче опись тунӑ хушӑра картишне пӗр вӑтӑр ҫынна яхӑн халӑх пырса тулчӗ.Пока у Лапшинова производили опись, во двор набралось человек тридцать народу.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эппин, Захария чула, ан тив, Ахиора тавӑрса патӑр та ҫакӑнпа пӗрлех ӑна суд тӑкакӗшӗн гражданла вӑтӑр сиклӗ тӳлетӗр тата тасалӑхшӑн вунӑ сиклӗ храма хывтӑр.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пулнӑ кунта ҫаплах Нафансен ывӑлӗ Азария та, — хыткан, чирлӗрех питлӗ, куҫӗсем тавра тӗттӗм ункӑсен пуснӑ, вӗчӗх, тӑрнаккай ҫын; ыр кӑмӑллӑ, сапаланчӑкрах Иосафат та, историограф; Ахелар та, Соломон килӗ-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ; Завуф та, патша тусӗ текен ятпа ҫӳрекенскер; Соломонӑн аслӑ хӗрне — Тафафие — качча илнӗ Бен-Авинадав та; Бен-Гевер та, Васанри Аргови облаҫӗн начальникӗ, — йӗри-тавра стенасем тытса ҫавӑрнӑ, пӑхӑр сӑлӑпсемпе питӗрӗнекен хапхаллӑ утмӑл хула пӑхӑнса тӑнӑ ӑна; Ваана та, Хушай ывӑлӗ, сӑнна тахҫан вӑтӑр парасанг таран ывӑтма пултараслӑхпа чапа тухнӑскер, тата нумай-нумай ытти те.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫӗкленӗ алӑсен шучӗ вӑтӑр виҫҫӗ пулчӗ.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑтӑр икӗ ҫын — Гремячири активпа чухӑнсем — пӗр сывлӑшпа сывлаҫҫӗ.Тридцать два человека — гремяченский актив и беднота — дышали одним дыхом.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Аппӑшӗ вара ҫамрӑках мар, пӗр вӑтӑр ҫула пуснӑ, анчах лешӗ пекех ҫӳллӗ, яштак, хура куҫхаршиллӗ, хӗрлӗ питлӗ, пӗр сӑмахпа каласан, хӗр мар ку, мармелад темелле, ҫав тери шухӑ хӑй, шавлама юратать, ялан малоросс романсӗсем юрлать те ахӑлтатса кулать.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Вӑл вӑтӑр улттӑраччӗ; сухаллӑскер, патварскер, хаваслӑскер, хӑй ӑҫта-ӑҫта пулса мӗн курни-илтни ҫинчен, сӗм вӑрманти пурнӑҫ ҫинчен тӗлӗнмелле лайӑх каласа паратчӗ; ҫав пурнӑҫа пурте юмах вырӑнне хурса йышӑнатчӗҫ, амӑшӗпе хӗрӗ — ӗненетчӗҫ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ҫынсем хӑйсен аллисемпе аркатса илемсӗрлетнӗ тӗттӗм-кӗрен ту таврашӗнче, ӑмансем пек, пӗчӗккӗ курӑнаҫҫӗ те, вак чулсемпе йывӑҫ татӑкӗсем хушшинче, чул тусанӗ айӗнче, вӑтӑр градуслӑ шӑрӑхра, ӑмансем пекех, йӑшӑлтатаҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑтӑр ҫула яхӑн ӗнтӗ ҫакӑнта пурӑнатӑп.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Чирлисем вӑтӑр ҫынна яхӑн.
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
Унӑн пӗр вӑтӑр ҫухрӑма яхӑн каймалла, анчах ҫулӗ ҫав тери усал, вӑл ҫулпа Кӗркури токарь йышши кахал ҫеҫ мар — хысна почтипе ҫӳрекен те йӗркеллӗ кайма пултарас ҫук.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Сӗтшӗн, икӗ четвертьшӗн, четвертак, ҫӑмарти, яланхи пекех ӗнтӗ вӑл, теҫетки вӑтӑр пус, ҫӑвӗ полтинник…Молоко четвертак за пару, яйца, как обыкновенно, три гривенника за десяток, масло полтинник…
Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.
(Лавҫи ӳсӗр пулмасан тата лаши лайӑхрах пулсан, вӑтӑр ҫухрӑм та пулас ҫук та, лавҫи ӳсӗр те лаши ӗшенчӗк пулсан, вара аллӑ ҫухрӑма яхӑнах та пуҫтарӑнма пултарать).
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Вӑтӑр пиллӗкмӗш ҫулта, ав, ҫав ирсӗрсем мӗн кӑна хӑтланмарӗҫ… тыррӑн улӑмне ҫеҫ хӑварчӗҫ!В тридцать пятом году эта нечисть такое натворила… одни корешки от урожая остались!
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑтӑр ҫула ҫитнӗ пулин те, шкул ачи пек, Андрей Иваныч патне вӗренме чуптарчӗ вӑл…Ему уж за тридцать было, а он, как школьник, к Андрею Иванычу бегал, упущенное наверстывал…
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тепӗр вӑтӑр минутран Девяткин калле таврӑнчӗ.
8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫитерсе самӑртнӑ вунӑ вӑкӑр та кӗтӳрен ҫирӗм вӑкӑр, вӑтӑр кор тулӑ ҫӑнӑхӗ те утмӑл — ытти кӗрпе-ҫарма, ҫӗр бат тӗрлӗрен эрех, виҫҫӗр сурӑх, — самӑртнӑ чӑхха-чӗппе, пӑлансене, ту качакисемпе сайгаксене шута хумасан, — ҫаксем йӑлтах ятарласа уйӑрнӑ вуникӗ ҫын алли витӗр кайса пынӑ Соломонӑн хӑйӗн, ҫаплах тата ун дворӗн, свитипе гвардин сӗтелӗсем ҫине кунсеренех.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Сакӑрвунӑ пин чулҫӑпа йӑтса-тултса тӑракан ҫитмӗл пин ҫын пӗр чарӑнмасӑр ӗҫленӗ тусем ҫинче тата хула ҫывӑхӗнче, вӑтӑр сакӑр пин вӑрман касаканҫӑран вуншар пинӗн кӑлара-кӑлара янӑ Ливана черетпе, унта пӗр уйӑх калама ҫук йывӑр ӗҫре ирттернӗ хыҫҫӑн икшер уйӑх канма тивнӗ.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.