Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алли the word is in our database.
алли (тĕпĕ: алли) more information about the word form can be found here.
Вӑл хӑй алли тупанӗ ҫине темиҫе хутчен сурчӗ, унта пӗр тӗпренчӗк тӑпра хурса ҫемҫетсе илчӗ те Серёжӑн шыҫнӑ пӳрнине сӗрчӗ.

И, поплевав на свои ладони и замешав на слюне щепотку земли, она обмазала укушенный Сережин палец, ласково приговаривая.

3 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Сасартӑк темӗн япала, электричество токӗ пекех ҫивӗчскер, унӑн пӳрнине ҫапӑнчӗ, чиксе илчӗ; Сергей вӑйран кайнӑ хурт хӑйӗн алли ҫинчен ӳкнине курчӗ.

Вдруг что-то острое, как электрический ток, ударило его в палец, и ослабевшая пчела вяло свалилась с его руки.

3 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Ташлакансем патнелле утнӑ чухне арҫын хӗрарӑма хӑйӗнчен мала ирттерет, вырӑн пулсан, юнашар пырать (хӗрарӑмӑн сылтӑм алли енче), хулран тытса пыма сӗнет.

По пути к танцевальному кругу мужчина пропускает свою даму вперед, а если есть место, то идет рядом, слева (т. е. по правую руку дамы) и предлагает ей идти под руку.

Ташӑ каҫӗнче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Арҫын хӗрарӑм сулахай алли енне ларать.

Мужчина обычно сидит по левую руку женщины.

Кинора, лекцире, театрта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Столовӑйне, ресторана иккӗн ҫех (арҫынпа хӗрарӑм) килнӗ пулсан, вӗсем пӗчӗк сӗтел хушшине хире-хирӗҫ лараҫҫӗ, пысӑк сӗтел хушшинче арҫын хӗрарӑмӑн сулахай алли енне ҫуммӑн е пӗр кӗтес урлӑ ларать, апат-ҫимӗҫ илсе лартма пулӑшать.

Пришедшие вдвоем (мужчина и женщина) на маленький столик садятся друг против друга, за большим столом мужчина сидит по левую руку своей дамы, рядом или через угол стола, чтобы помогать ей брать блюда с кушаньями.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Тепӗр ҫыннин те сылтӑм алли пушӑ пулсан, вӗсем пӗр-пӗрин аллине тытса чӑмӑртанӑ — саламланӑ.

Если другая сторона была также мирно настроена, следовало непроизвольное рукопожатие — приветствие.

Ҫын хӑйне халӗ тата ӗлӗк мӗнле тытни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ку ӗлӗкхи саманана сӑнлакан ваттисен каларӑшӗсенчен аван курӑнать: «Камӑн алли вӑрӑм, ҫав ҫиелте», «Ҫын вӑйлӑ та пуян пулсан, ӑна ҫапӑҫма ансат», «Укҫан шӑрши ҫук», «Ҫыншӑн ҫын — кашкӑр» — тата ыт. те.

Яснее всего говорят об этом такие поговорки, как: «У кого руки подлиннее, тот и правее», «Кто силен да богат, тому хорошо воевать», «Деньги не пахнут» и «Человек человеку волк».

1. Йӗрке-тирпей культури тата уйрӑм ҫын // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Вӗсене ӗҫе юратма, халӑхсен туслӑхне хисеплеме, ҫӗр ҫинчи этем алли тунӑ чи ырӑ япаласене юратма вӗрентеҫҫӗ.

Их учат уважать труд и братство народов, уважать и ценить все прекрасное, что создано всеми народами земли.

Вӗсем телейлӗ пулма тивӗҫ! // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Конверт ҫине Шура яракан хирти почта номерӗсемех, анчах урӑх ҫын алли ҫырнӑ.

На конверте был номер Шуриной полевой почты, но адрес был написан не его рукой.

Геройла вилӗм // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Хӑй тавра пӑшалсем ҫакса тултарнӑ, алли юнлӑ, хӑй кӑвакарса кайнӑ.

Она была увешана оружием, руки в крови, лицо серое от усталости.

Клава каласа пани // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Шкафри кӗнекесене те, сӗтел ҫинчи тетрадьсене те ун алли тирпейлесе хунӑ.

Белье в шкафу, стопка тетрадей на столе были уложены ее руками.

Ҫырса пымалли пӗчӗк кӗнеке // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Сывлӑш хумӗ вӗсем ҫинчи кӗнекесене, такамӑн тискер алли шӑлса пӑрахнӑ пекех, урайне, сӗтелсем ҫине ишсе антарнӑ.

Та же взрывная волна, как огромная злобная лапа, смахнула с них книги и как попало расшвыряла по полу, по столам.

Пирвайхи бомбӑсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Шура час-часах судья пулатчӗ, мӗншӗн тесен унӑн вӑйлӑ алли патака инҫете ывӑтма пултарнӑ, вӑл ывӑтсан вара тупма ҫӑмӑл марччӗ.

Шура часто бывал судьей: у него была сильная рука, и он метал палочку далеко и ловко — так, что найти ее было нелегко.

«Шурӑ патак» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Унӑн алли вырӑс хресченӗсем патне правительствӑна хаяррӑн питлесе прокламацисем ҫырать.

Рука, написавшая гневные и страстные прокламации, обращенные к русским крестьянам.

Пысӑк виҫе // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Сулахай алли ыратнипе тытайми пулсан, ӑна пилӗкӗ ҫумне ҫыхса лартса та пулин ӳкернӗ!

А когда у него заболела левая рука и он не мог держать палитру, он привязал ее к себе и все-таки работал.

Кӗрен кӗпеллӗ хӗрача // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Халиччен эпӗ хам ҫумра ҫывӑх та хаклӑ ҫын пуррине туйса, унӑн ҫирӗп те шанчӑклӑ алли ҫине яланах таянма пултарасса ӗненсе пурӑнаттӑм.

Прежде я жила, чувствуя и зная, что рядом — дорогой, близкий человек, что я всегда могу опереться на его надежную руку.

Ашшӗсӗр // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ҫак йывӑҫ витрепе ун арӑмӗ Сайте шыв ӑснӑ, Селиме алли те тивнӗ ҫак витрен сӳспе явнӑ хӑлӑпне…

Ведь этой бадьей носила воду Сайде, за ее пеньковую ручку держалась Селиме…

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сылтӑм алли сыппинчен пӑхӑр тыткӑчӑллӑ йӑлтӑр-ялтар хура чӗн саламат ҫакса ячӗҫ.

В правую руку вложили нагайку из черной кожи со сверкающим медным кнутовищем.

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӗнтӗ такам алли лартса ӳстернӗ ачаш туна та пурнӑҫ илемне кӳрекен чечекӗн курӑнатчӗ.

И тогда ему посаженный чьими-то руками неприметный черенок казался украшающим жизнь чудо-цветком.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сарлака шӑмӑллӑ саркӑмрах алли шӑнӑрланса тӑрать.

Его ширококостные руки напряженны, мускулисты.

XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed